Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫ сăмах пирĕн базăра пур.
пуҫ (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун умӗнче пурте чӗтресе, пуҫӗсене тайса, пуҫ ҫӗклеме хӑяймасӑр мӗскӗнленсе тӑраканччӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳлме пушансан, кӗсье якалсан, пуҫӗ усӑнать, вара кӑмӑл екки те, савӑнӑҫӗ те пӗтет, ҫын куҫӗнчен те пӑхаймасть, татӑк ҫӑкӑршӑн та ӳксе пуҫ ҫапма хатӗр, мӗскӗне ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ар пуҫсенче сывлӑх пулсассӑн Тӗнче мулне пуҫ тупать…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ӑна-кӑна кӗтмен Петӗр юрать пуҫне пӗшкӗртме ӗлкӗрчӗ: ҫур пӑт таякан чышкӑ пуҫ ҫинчи кепкӑна ҫеҫ сирпӗтсе ячӗ.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Кӑҫалхи 9 уйӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх пӗтӗмпе 17215 пуҫ, ҫав шутра - 7857 пуҫ ӗне.

Помоги переводом

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

Ҫапла ятлаҫса атте мана ҫӳҫрен тытса лӑскасшӑн ман паталла туртӑнчӗ, мана ярса илесшӗн аллине кӑнтарчӗ, анчах ҫав самантрах манӑн пуҫ ҫинчи сурана асӑрхаса пулӗ, мана тивмерӗ, пуҫа тытса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мунча ҫенӗк алӑкӗнче тӑрмаланчӑк пуҫ — ача пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

В двери предбанника выросла излохмаченная детская голова.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара, ватӑ хӗр, улталаса (пӗр чӑлха пуҫ ылтӑн пур тесе) Янтулсемпе юнашар пурӑнакан мӑн ҫӑмарталлӑ Калюка качча пынӑ, кил пуҫӗ пулса тӑнӑ.

Потом злая старая дева обманула жившего по соседству с Утласом килястого Калюка — посулила, что у нее имеется целый чулок золота, — вышла за него, стала хозяйкой в доме.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсемпе районти «Ҫӗр тата ҫынсем» музейре, кулаксен пӑлхавӗнче пуҫ хунӑ комсомолецсене асӑнса лартнӑ палӑк патӗнче пултӑмӑр, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ монумент умне чечек ҫыххисем хутӑмӑр.

Помоги переводом

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Мӗскӗн ҫамрӑк пуҫӑма Пӗр телей те ямарӑн. Эй, чунӑмҫӑм, ҫамрӑк пуҫ, Мӗншӗн капла пултӑн-ши?

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ишут, — чӗри хускалнӑ майӑн, — Таҫта халь утрӗ аптраса: Арманӑн мӗлкине пуҫ тайӑн, Пуҫу ытла та анрасан.

Помоги переводом

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 5698 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӑл шутран 1975 пуҫ ӗне шутланать.

Помоги переводом

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Тата пуҫран ачашласа илчӗ вӑл мана, пуҫ ыратать.

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта хамӑр ялти, Ҫатӑрка Ҫырминчи тата Вӑтапуҫӗнчи мӑшӑрланакан ҫамрӑксем вӑрҫа хутшӑннӑ, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ентешсене асӑнса пуҫ тайма, фото ҫапӑнма пырса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Пуҫ касакан сисрӗ пӑлхар хӑйӗн пуҫне касма хушать.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ касакан тутар чӗркуҫҫи ҫинче ларакан пӑлхара пуҫне пӗксе ӗнсинчен тыткаласа пӑхрӗ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тайма пуҫӑм чӑвашсен Пирвайхи сывлӑх туррисене, — шӳтлесе пуҫ тайрӗ пирӗн умра Иван Мучи.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчи хула православи патши аллине куҫнине курса ту енчи ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшапа ҫар пуҫӗсем патне пыраҫҫӗ, тархасласа пуҫ ҫапаҫҫӗ: патша вӗсене хӗрхентӗр, ҫилленме пӑрахтӑр, Сӗве хули патне пуҫтарӑнма хуштӑр, хирӗҫ тухса ҫапӑҫма чартӑр.

Помоги переводом

Сӗве Атӑла Юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай шухӑшласа выртнӑ хыҫҫӑн вӑл хут папкине пуҫ айне майлаштарса хучӗ те, сылтӑм ал лаппине пуҫ айне хурса, ыйха путрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсен тумӗ вырӑссеннинчен кӑшт уйрӑмрах: пуҫ ҫинче — тӳпеттей, ҫурӑм ҫинче — джут пирринчен ҫӗленӗ михӗ, ӑна, кӗтесрен шалалла тавӑрса, пуҫ ҫине тӑхӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней