Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пусӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пусӑ (тĕпĕ: пусӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫур пусӑ ытла ҫӗр ун аллинче, пурне те тӑвас пулать, пурне те ӗлкӗрес пулать…

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл халӗ ҫеҫ пусӑ хуралҫине укҫа тӳлемелле пулассинчен хӑраса тӑратчӗ, лаша унта та ҫук иккен.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Районта рапс, соя, йӗтӗн, горчица, рыжик, хуратул тата ытти культура пусӑ ҫаврӑнӑшне ҫирӗппӗн кӗрсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Ялта алӑксем уҫӑлса хупӑнни, пусӑ тарасисем чӗриклетни, автансем авӑтни илтӗнсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лашине ҫав енне ҫавӑрчӗ те пусӑ хӗррипе ерипен малалла уттарса кайрӗ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юнашарри — хытта хӑварнӑ пусӑ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уйра виҫӗ пусӑ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳллӗ хапха, картишӗнчех пусӑ.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Агрофирмӑра ҫӗрпе типтерлӗ усӑ кураҫҫӗ, пушӑ выртакан лаптӑксене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Симӗс ылтӑн» ытамӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11312-si ... -ytam-nche

Анчах ҫӗр ӗҫӗ… пусӑ ҫаврӑнӑшӗ, ротаци, тургор, пласмолиз, азотоген тата ытти ҫавӑн йышши йывӑр сӑмахсем, хими формулисем — вӗсене ӗмӗрте те пуҫа хывассӑн туйӑнмастчӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

- Ҫакӑ ӗҫӗн пур енне те пырса тивет - усӑсӑр выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн инвесторсене явӑҫтармалли проектсенчен тытӑнса пуҫаруллӑ бюджет майӗсемпе усӑ курасси таран.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Пусӑ хапхи патне ҫитсен, карчӑк юлашки хут юрларӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑхатӑп — ҫынсем пусӑ хӗрринче кӑшкӑркаласа ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пусӑ енчен ҫил килчӗ, хӑва тӑррисене хумхатрӗ, такам чӑтлӑхра ассӑн сывласа илнӗ пек чашкӑрчӗ те йӑмса ларчӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Санӑн ӗҫ ҫакӑ пулать: пусӑ хӗрринчи урамри пӗр-пӗр ҫынна мӑкаҫее вут тӗртнине куртӑм, те.

Помоги переводом

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пусӑ енчен ҫил вӗрсен тырӑ шӑрши килет: ыраш шӑркана ларнӑ.

Помоги переводом

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пусӑ хапхи патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ, чӗлӗм чӗртме тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пусӑ хапхи патӗнче хамӑр карта кӗтессине тӑнӑ та, таптаса каясран шикленсе, вырӑнтан та тапранмастӑп.

Помоги переводом

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анукпа Ҫемук пусӑ хапхи патне хӳнӗ кӗрте ҫунашкасемпе ярӑнса, таптаса якатнӑ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

18 теҫеттин тулӑ акнӑ пусӑ урлӑ лашапа таптаса каҫать, 17 теҫеттин ҫаран ҫинче урлӑ-пирлӗ таптатса ҫӳретет.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней