Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пустуй япалашӑн ан кулянӑр, кун йӗркине йӗркелӗр.Старайтесь меньше напрягаться и волноваться по пустякам, наладьте свой режим дня.
43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Пустуй ан калаҫӑр.
28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
«Диктатура пролетариата» тени пустуй сӑмах, господа!
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тен, вӑл нимех те каламан пулӗ: чӑнах та, тӗрлӗ пухусенче Миша вӑхӑт нумай ирттернӗ, анчах «чӑвашсем патӗнче — пустуй» тенӗ сӑмахсем «Василь Иваныч» тесе мӑшкӑлланинчен те ытларах ыраттарнӑ ӑна.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Мӗн вӑхӑта пустуй ирттеретӗн ҫак эс, Миша, ҫав чӑвашсем патӗнче?
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пустуй сӑмах ку, — тӳлеккӗн самах хушрӗ Михала.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Популизм пирки манма тата чӑннипех ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт, шавлӑн тата пустуй калаҫма та чарӑнмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Баркет, пустуй паврама кӑмӑлламанскер, Сногдена пӑтӑрмах пирки шарламастӑп тесе сӑмах пачӗ, унӑн хӗре вара, — Тиррей шӑпах ӑна хӳтӗлесе Ван-Конетпа хирӗҫсе кайрӗ-ҫке, — малтан йӗрсе ячӗ, унтан ашшӗ умне Сногден хунӑ банк билечӗсен уҫӑмлӑ капӑрлӑхне тивӗҫлипех хакларӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Э, пустуй, — терӗ Чавка, йӑл кулса.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пустуй…
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чӑвашла куҫарса аппаланни — пустуй япала кӑна!».
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
— Санитара пустуй тытса ан тӑр, Ваньккана лайӑхрах пулӑштӑр.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шӑнса хытрӑм, ача, каллӗ-маллӗ пустуй ҫӳресе, ҫил хӗллехи пек вӗҫтерет паян…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Капла пустуй пӗтме пултараҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑпани, Мӗтрипе пустуй калаҫса ларас килменрен, пӳрт ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнтах йӑл кулса илчӗ: ара, пустуй айӑплать-иҫ хӑйне, ӗмӗтленнӗ упӑшка е еркӗн арҫын кӑна тейӗпӗр ҫумра пулас-тӑк, пач урӑхла пурӑнмалла вӑл, тупата, апатне те чи тутлине пӗҫермелле, тумтирне те чи чаплине тӑхӑнмалла…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Пустуй сӑмаха мӗн веҫтермелли, хывӑх мар-иҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑнах, текех йӗнинчен усси ҫук пуль ҫав ӗнтӗ, чуна пустуй кишеклени кӑна…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эппин, мӗн пустуй лӑпӑртатса ларатпӑр кунта.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Анчах эсӗ мана так пустуй пӑтратса ҫӳретӗн пулсан, асту…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.