Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вань Цзя юнашар пӳлӗмре хӗрлӗ пустав татӑкӗпе маузерне тасатать, ӗҫленӗ май хуллен юрӑ ӗнерет.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Владимир Дуровӑн кивелнипе чалӑшса кайнӑ пушмак кӗлисем, симӗс пустав тӗлӗнче сулкаланса тӑнӑ.Старые, покосившиеся от ветхости каблуки Владимира Дурова качались над зеленым сукном.
Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Ҫиппинчен пусма-тавар та, пустав та тӑваҫҫӗ.
Эпӗ Мускав ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пиртен ҫӗлетнӗ юр пек шурӑ туникине пурпурпа тыттарнӑ, пилӗкне пурпур ҫӑмран тунӑ пиҫиххи ҫыхнӑ, ҫиелтен питех те ҫӳхе хӗррисене сарлака кӑвак хӑюпа тыттарнӑ шурӑ пустав тога тӑхӑннӑ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Куҫӗ умӗнче иртекен пустав ҫинче вӑл хӑйӗн малашнехи пурнӑҫне илемлӗ чечек ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ: ӗҫленӗ ҫӗрте вӑл темӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ пек, халиччен пулман машинӑсем шухӑшласа кӑларнӑ пек, заводра пысӑк чапа тухнӑ пек туйнӑ хӑйне, вара ҫав хӗре ыталаса илсе ӑна ҫамкинчен ҫепӗҫ кӑна чуптуса илессӗн туйӑннӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӗҫӗмсӗр шуса пыракан пустав ҫине пӑхса-тӑркачӑ вӑл ытарма ҫук картинӑсем курнӑ.Чудесные мечты сплетал он, наблюдая, как дымящаяся ткань безостановочно плывет мимо.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Ҫав пустав таҫтан машина ӑшӗнчен тухнӑ та вӗри валик урлӑ каҫса ун умӗнчен шуса иртнӗ.Поток этот струился из пасти машины, поступал на горячий барабан и шел куда-то дальше.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Куҫҫульпе йӗпеннӗ карточка ҫинче — ҫар тумӗллӗ Гусев, — пустав шлем, кӑкӑрӗ ҫинче — пиҫиххи, пӗр алли — шашка тыткӑчӗ ҫинче, тепринче — револьвер, хыҫалта вара — сирпӗнекен гранатӑсем; ҫырса алӑ пуснӑ:
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кун пек чух вӑл яланах хура пустав тӑхӑнать, галстук ҫыхать, урисенче — йӑлтӑртатакан пуличченех тасатса лартнӑ пушмак, анчах та пурпӗрех костюмӗ ӑна аслӑрах, пушмакӗсем те ҫавӑн пекех.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Унпа калаҫса лараканни малтанхи пекех «руксостав» формипеччӗ — хура пустав гимнастеркӑпа, сарлака сӑран пиҫиххи ҫыхнӑ, ҫав пысӑк хура куҫлӑхпах — ӗлӗк мӗнле пулнӑ, ҫаплах.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Сасартӑк таҫтан — те облаҫран, те центртанах, следстви пырса ҫитнӗ: ҫӑмран тӗртнӗ пустав ҫӗтӗкӗсем хунӑ тюксем варринчен михӗ ҫӗтӗкӗсем, сӳс муклашкисем тухнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ металл хушшинче такам темле хура металл чиксе ярса панӑ иккен.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Эсӗ? — ыйтрӗ Павӑл коронӑсем тӗрлесе ернӗ ҫӗнӗ пустав пиншак тӑхӑннӑ мӑнтӑрккаран.А ты, — обратился Павле к толстяку в новом суконном гуне, расшитом коронами.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Суранӗ курӑнмасть, ҫӗнӗ пустав тум тӑрӑх кӑна темиҫе ярӑм юн юхса аннӑ.Раны не было видно, только по новой суконной куртке тонкими струйками стекала кровь.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ун хыҫҫӑн клеше ураллӑ тарҫӑ пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтса кӗчӗ; вӑл килте тӗртнӗ пустав йӗм, резинӑпа сапланӑ кивӗ опанка, виҫӗ тӳмине те тӳмеленӗ вараланчӑк хура пальто тӑхӑннӑ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Начальник патне илсе кӗриччен малтан жандармсенчен пӗри симӗс пустав ҫапнӑ алӑкран кӗрсе кайрӗ те унта темиҫе минут тӑчӗ, Йован ҫинчен пӗлтерчӗ пулмалла вӑл.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр минутлӑха та иккӗленсе тӑмасӑр Уча партизансене атакӑна ҫӗклерӗ, вӗсем вара, пынӑ ҫӗртех пере-пере, хӑйсем ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑннипе ҫухалса кайнӑ хӑмӑр пустав тумлӑ салтаксем патнелле чупрӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эсӗ, юлташ, — терӗ вӑл пустав тумпа шлепке тӑхӑннӑ ҫамрӑка хыттӑнтараххӑн, — ҫак еннелле тӳрех кай та, партизансем патне ҫитсе, отряд командирне — Учана калатӑн: темиҫе палаткӑпа шинельсем патӑр вӑл, ачасене чӗркеме кирлӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хресченсенчен пӗри пуртӑ ҫӗкленӗ, теприн аллинче — пӑхӑр хуран, виҫҫӗмӗшӗнче — пӑхӑр опрыскиватель (пӑхӑртан тунӑ япаласене нимӗҫсем яланах тытса илеҫҫӗ), тӑваттӑмӗшӗ хулпуҫҫи ҫине ут таврашӗсем ҫакса янӑ; пӗрин умӗнче, юр ҫинче, тӗтӗмпе ӑшаласа типӗтнӗ сало выртать, теприн умӗнче ҫу тултарнӑ бидон ларать, темле яш ача чӗркуҫҫи ҫине Шумадире тӑхӑнакан кӑвак пустав костюмпа праҫникре тӑхӑнмалли хӳхӗм шлепкене хунӑ; платна хӗрарӑм аллинче шурӑ ҫӑм ҫип ҫӑмхи пур; хӗрсем хӑйсен парнисене — кӗпесем, нускисем, кавирсем илсе килнӗ; ача-пӑчасӑр хӗрарӑмсен аллисенче ҫатмасем, ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ турилккесем, сӑрпа эрешлентернӗ кӑвак тимӗр чӳлмексемпе кил-ҫуртри ытти япаласем курӑнаҫҫӗ, кунта урамсемпе килкартисенче пеме пуҫласан илсе тухнӑ ал айне, куҫ умне лекнӗ хатӗр-хӗтӗрсемпе ытти вак-тӗвек япаласем выртаҫҫӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑйӑр чулӗ, акшар чулӗ, сланец йышши ҫирӗп породӑсен сийӗсем кирек те епле авкаланма хут, пустав, сӑран пек япаласем мар», — тейӗ ӗненмесӗр.
3. Ту хуҫланчӑкӗсем мӗн ҫинчен каласа параҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Анчах вӗсемпе ҫывӑхланма нимрен ытла манӑн ҫирӗм тенкӗлӗх пустав сюртук, ҫӑмӑл урапа тата голландски кӗпе чараҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.