Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

питрен (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗвӗпе вӑл амӑшӗ пекех пысӑк, анчах питӗ ҫинҫешкеччӗ, хурарах сӑнлӑскер, питрен те типшӗмрех курӑнатчӗ, ҫавӑнпа вӑл Анушка пек пӗтӗм ялӗпе палӑрса тӑракан хитре хӗр пулассӑн туйӑнмастчӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫамрӑксем ӗҫленинче начарри ним те ҫук пулӗ унта? — ӑнӑ питрен пӑхса каларӗ Ятман.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тавлашма мар, эп сана питрен сурап.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чун чӑтмарӗ, тепре курас килчӗ, — питрен хӗрелсе, анчах пӗр пытармасӑр каларӗ мӑрса хӗрӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем те каласа хӑртса тӑкрӗ вӑл, зиндик тесе намӑслантарса пӗтерчӗ, урса кайнӑскер, темиҫе хутчен питрен пыра-пыра сурчӗ.

Помоги переводом

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каларӗ те питрен хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Питрен хӑй пӗрлӗхен пек.

Помоги переводом

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл мана питрен саламатпа ҫапнӑччӗ.

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Питрен шывпа сапнӑнах туйрӗ хӑйне Павӑл ку сӑмахсем хыҫҫӑн, чӗлхи те ҫыхланчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эп арӑм мар, эп хӗр, хӗр, илтетӗн-и? — хӑй питрен пиҫнӗ ҫырла пек хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑл мана питрен ҫупкӑ паниех пулчӗ.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аллипе пит-куҫне хыпашласа пӑхрӗ — сӑмси-ҫӑварӗ пӗтӗмпе шыҫӑнса кайнӑ, апла Тукай ӑна питрен те тапнӑ иккен.

Помоги переводом

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай мӑрса хӑйне хӑравҫӑ теме хӑякан ҫынна ҫавӑнтах питрен сурнӑ е хӗҫпе чиксе пӑрахнӑ пулӗччӗ.

Помоги переводом

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ манпа тӗл пуласшӑн та мар-и, Эрнепи? — терӗ Ахтупай ун аллине питрен хӑйпӑтма тӑрӑшса.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах питрен ҫуталса кулса ячӗ: ун хӑлхине Ахтупай темле савӑнӑҫлӑ юрӑ ӗнерни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ку сӑмахсене каласан Северьян тӗпелте кӑмпа тасатса ларакан Альпи еннелле ӑшшӑн пӑхса илчӗ, Ахтупай йӑмӑкӗ сӑмах хӑйӗн ҫинчен пынине ӑнланчӗ те питрен хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса аллинчи чашӑкне йӑтса тулалла сирпӗнчӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыпӑннипе питрен йывӑҫ тураттисем ҫапӑннине те, урасем пӗҫ кӑк таран кӗрт ӑшне пута-пута ларнине те пӑхмарӗ вӑл — вӗҫӗмсӗр васкарӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑшӑ ҫил питрен ачашлать.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗн пушӑт вӗҫӗ питрен лекесрен сыхланса, ик аллипе пит-куҫне хупӑрласа тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепӗр чухне — пульӑсем лексе ватнине-ҫӗмӗрнипе — чул тӗпренчӗкӗсем питрен пыра-пыра лекеҫҫӗ; юна шӑлса тасататӑп та малалла кӗрӗслеттеретӗп, — мана тӗллекен салтаксене маларах лектермелле.

Иногда, сбитые пулей, каменные брызги хлестали меня в лицо; я вытирал кровь и стрелял снова, торопясь предупредить каждого целившегося в меня.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней