Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пат сăмах пирĕн базăра пур.
пат (тĕпĕ: пат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та каймасть ҫумӑр кӑткӑ йӑвине; акӑ, хамӑр куҫӑмӑрсемпех куртӑмӑр: турпас витнӗ пекех пӗр майлӑ хурса тухнӑ хыр йӗпписем тӑрӑх аялалла пат! тумлаҫҫӗ ҫумӑр тумламӗсем.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Хырсем айӗнче унта та кунта пӑт та пат хурӑн шӑтса тухнӑ.

Помоги переводом

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Ну вӑт, пурте паллӑ, — пат татса хучӗ Степан Лукич.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

— Вӑрман такам ӗмӗрне те ҫитет, — пат татса хурать Филипп Петрович.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

— Илнӗ тата илетӗп! — пат ҫеҫ татса хучӗ вӑл.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пурне те пат татса хирӗҫленӗ.

Они были против всего нового.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл Михапар хӑйне ҫиллентерни-кӳрентернисене, ӗнер каҫ Микулай ӑна упӑшки умӗнчех вӑрмана чӗннине, Михапар ӑна пат татсах нимене килме чарнине, итлеменшӗн хӑйне киле таврӑнсан патак лекессине тата ытти ҫӗр тӗрлӗ ӗҫе, сӑмаха пурнӑҫ кукрине аса илнипе Укка шатӑр ҫилленсе каять.

Однако припомнив вчерашние обиды, свои и Михабара, его запрет идти на ниме, Укка вдруг разозлилась.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темӗн ҫыртасран хӑранӑ пек, Янтул сехӗрленсе аллине тӗттӗмелле тӑсрӗ те хӑма ҫумне пат перӗнчӗ.

Яндул, словно боясь чьего-то укуса, протянул руку в темноту и… уперся в доску.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кайран, тӗпчеме тытӑнсан шат та пат ҫеҫ тунмалла кӑна: курман та, илтмен те…

А там, коль начнут дознаваться, будем говорить все как один: не видали, не слыхали…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫын, сӑмах пӗтнӗ чухнехилле, пат татса хумарӗ, ыйтӑва татах сӳтсе явма хатӗр пулнӑ евӗр те хута кӗнӗ пекрех те иккӗленсе калаҫрӗ.

Кабатчик не оборвал его, наоборот, говорил таким тоном, словно готов был обсудить с Яндулом все, что у того наболело.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи шат та пат хирӗҫ кастарать: эпӗ ниҫта та, никама та каймастӑп тет.

Савдеби сказала как отрезала: никуда и ни за кого она не собирается.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Яка Илле халь темиҫе хут та ывӑлӗ валли хӑтана ячӗ, эп пат татсах каларӑм: ӑна качча пымастӑп терӗм.

— Яга Илле сто раз засылал сватов, но я им сказала: за Ивука не пойду.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эп ун пек ӗҫсемпе ӗмӗрне те ҫыхланса курман, — пат татса хучӗ Янтул.

— Да я ни разу в жизни с этим не связывался! — Яндул решил отказаться.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пат татса…

Скажи прямо.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, чӑвашран нимӗн те пулмасть, — пат татса хучӗ эрех ӗҫсе хӗремесленсе кайнӑ этем, хӑйпе килӗшменнисемпе ҫапӑҫма хатӗрленнӗ пек, пысӑк чышкине вӑрӑм сӗтел ҫине хурса.

— Нет, ничего не выйдет из наших чуваш, — сказал вдруг, как отрубил, раскрасневшийся от выпитого мужчина и опустил на длинный стол увесистый кулак: мол, попробуй кто со мной не согласиться!

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑк ҫын ӳкетленӗҫем хӗр: «Э, халь ман вӑхӑт ҫук-ҫке, эпӗ ӗҫри ҫын, ыйтса ҫеҫ тухрӑм. Хуҫа вӑрҫма пултарать», — текелесе пат татсах хирӗҫлеме тытӑнчӗ, анчах хӑй ҫӑмӑллӑнах каччӑпа юнашар шалалла утса кайрӗ.

Девушка, продолжая отговариваться, мол, хозяин отпустил на минутку, боюсь — заругает, тем не менее пошла вслед за парнем.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атӑл енчен сивӗ ҫил вӗрет, ҫумӑр пӗрчисем пӑт та пат ӳккелеҫҫӗ.

А тут еще закрапал дождь.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сана — хам пата ҫырса ларма илетӗп, — терӗ вӑл калаҫуне пат татса хурса.

— Можно!

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑвайт хӗлхемӗ, кӗлте пек, йывӑҫ ҫӳллӗш тӳррӗн хӑпарать те вӑрман тӑрринче пат татӑлса каялла сапаланса тӳнет.

Сноп искр от костра взвивается высоко-высоко, под самые кроны, и там распадается, гаснет.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрманта туратсем пӑт та пат хуҫӑла-хуҫӑла анаҫҫӗ, таҫта темле кайӑк вӑрӑммӑн ӳхӗрет.

А лес живет своими звуками: то тут, то там ломаются и падают' на землю сухие ветки, где-то ухает сова, рычит зверь.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней