Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Апла паллах ӗнтӗ, — Дульник лаштах сывласа ячӗ, чул ҫине ларчӗ, — эсӗ маркӑна вӗҫне ҫити тытма пултарайман.— Все ясно, — Дульник сокрушенно вздохнул, присел на камень, — ты не сумел до конца держать марку.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Уэлдон миссис самантлӑха пуҫне лаштах усрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Лаптак та путӑк-путӑк питлӗскер, вӑл арҫын иленессе кӗте-кӗте ывӑнса, вӑтӑралла тин качча тухса тӗпленме май килнипе лаштах сывласа янӑскер, ӑш выртман упӑшкине шалта тем чул тарӑхсассӑн та — тарӑхнине ҫиеле кӑларман-кӑларманах.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗскер эс, пӗр сӑмахах темиҫе калаттаран! — алӑк ҫывӑхӗнчи сак ҫине лаштах пырса ларчӗ ӗшеннӗ йӗкӗт, ботинкисене салтрӗ.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Симӗс йывӑҫсен айне кӗрсен, ачасем лаштах сывласа ячӗҫ.Укрытые густой зеленью деревьев, ребята вздохнули свободней.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Сайте ҫӗклессе ҫӗклерӗ те, ҫав самантра ӑна хӑй ӑшӗнче тем татӑлса аннӑн туйӑнчӗ, йывӑр ҫӗклемне лаштах пӑрахрӗ.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл, темле ӗшеннӗ ҫын пек лаштах ларчӗ те, ҫилленчӗк сасӑпа хушаматсене чӗнсе тӗрӗслеме пуҫларӗ.Он как-то устало, небрежно сел и раздраженно начал перекличку.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫамрӑк хӗрарӑм пуҫне лаштах усрӗ, куҫӗнчен куҫҫулӗ тумласа анчӗ.Молодая женщина низко опустила голову, и слеза упала на ее работу.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ташлама пуҫланнӑранпа чылай вӑхӑт иртсен вара, Таманго ывӑннӑ пек пулса, борт ҫумӗнче ӳрӗк-сӳрӗккӗн тайӑнса тӑракан матрос умне пырса лаштах чӑсӑлса выртнӑ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Кайран лӑпланчӗ те, ывӑнса ҫитнӗскер, кресло ҫине лаштах ларчӗ.Наконец, его нервы успокоились, и он опустился, утомленный, в кресло.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унтан вилнӗ ҫын хускалма пуҫланӑ, унӑн пуҫӗ сулхӑнтан ҫутӑ ҫӗре тухнӑ — лаштах пулса кайнӑ кӗлеткийӗ, халӑхпа тан пулса, вӑраххӑн аялалла аннӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тоня, чӗркуҫҫийӗсене аллипе ыратмаллах чӑмӑртаса, диван ҫине лаштах ларчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Лакей мана кӳртесшӗн те марччӗ, анчах эпӗ пӗр сӑмах каласа хурсанах вӑл аллисене лаштах усрӗ.Лакей хотел меня не впустить, но я ему такое сказал, что он и руки опустил.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Шуйттан ҫеҫ пӗлет ӑна!» терӗ вӑл юлашкинчен, пуҫне лаштах усса.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Анчах мӗнле тарас-ха! — хыпӑнса ӳкнӗ пек арча ҫине кайса ларчӗ те Толкачев аллисене лаштах чӗркуҫҫийӗсем хушшине усрӗ.А как бежать? — Толкачев растерянно опустился на сундук, уронив меж колен руки.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ӗҫпе хытнӑ пысӑк аллисене лаштах усрӗ те чарӑнчӗ; хашкаса сывласа, сусӑрланнӑ мӑйне тӳрлетме пикенчӗ, анчах тӳрлетеймерӗ, ҫавӑнпа вӑл таҫта аяккалла пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Венгерец, чӗлпӗрпе палаш тытса пыракан аллине лаштах усса, тӳрленсе ларчӗ, унтан лӑпчӑнса йӗнер пӗкечи ҫине выртрӗ.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑрушла вӑйпа туртса каснипе (касасса ҫурӑм хыҫӗнчен каснӑ пулас) австриеца хулпуҫҫинчен пуҫласа пилӗк таран лаштах ҫурса антарнӑ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Семен чӗри лаштах пулчӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӗшенни те, халран кайни те, иккӗленсе тӑрасси те таҫта кайса кӗчӗ, Кралич асне илмесӗрех аллине тӑсрӗ те пуртӑ ярса илчӗ, вара хӑй пытаннӑ ҫӗртен сиксе тӑрса пӗшкӗнчӗ, тырӑ тултарнӑ михӗсен хушшипе чупса тухрӗ, хӑй вилӗ ҫын тӗслӗ шурса кайнӑ, тӳрӗленерех тӑчӗ те Эмексиз патне ҫитсе ӗнсинчен лаштах пуртӑ лартрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.