Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вара вӑхӑт-вӑхӑт ун патне чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик кӗркелесе тухать, ӑна хӑй хисепленине пӗлтерсе, лӑпкӑ, асӑрхануллӑ пулма канаш парать; ҫакна вӗсем чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик та, питӗ нумай вӗреннӗ арҫынсем те питӗ кӑмӑллӑн, ҫепӗҫҫӗн тӑваҫҫӗ; вӗсем чӑнах та нумай вӗреннӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, никама нихҫан усал сунман, тӑвӑрламан ҫынсем ҫав ӗнтӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, эпӗ сансӑр та сывалнӑ пулӑттӑм, анчах эсӗ ҫапах та кӗркелесе тух-ха.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сайра хутра Половцев патне кӗркелесе пӑхнӑ чухне Яков Лукич лешӗ мӑн ҫамкаллӑ пуҫне пӗчӗк сӗтел умне пӗшкӗнтерсе хытанка тути хӗррисене пӗр сасӑсӑр хускаткаласа вуласа ларнине курать.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, пуринчен ытла ҫӗрлесенче, ун патне чикансем, улшуҫ-хуҫасем кӗркелесе тухатчӗҫ.К нему временами, все больше по ночам, наведывались цыгане, лошадники-купцы.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗлӗкхи пекех, ун патне кил хуҫи арӑмӗ кӗркелесе мӗн те пулин туянма е мӗн те пулин ҫисе пӑхма сӗнет; кил хуҫи арӑмӗн ачисем чупса килкелеҫҫӗ; вӑл кил хуҫи арӑмӗпе пӑлханмасӑр, кӑмӑллӑ калаҫать, унӑн ачисене вӗрентет, вӗсем пакӑлтатса вуланине итлет те, кулас килмесӗр, сӳрӗккӗн кулкалать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен вӑл тинӗс ҫулне кӑтартакан навигаци палличчӗ пулӗ, ҫыран хӗрринчи хутран-ситрен ҫеҫ кӗркелесе тухакан пӑрахутсем валли туса лартнӑ сооружениччӗ пуль вӑл.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темиҫе минутран вӑл ҫапах та пӑртак хӑй майне кӗркелесе ҫитрӗ, залра ларакан ҫынсенчен хӑшпӗрисем вӑл аран ӑнланмалла: «Масарта!» — тесе каланине илтрӗҫ.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.