Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑнтӑралла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел тухӑҫнелле тата кӑнтӑралла кӗтеслӗн вырнаҫнӑ пӳлӗмсенчен хӗвел пайӑркисем кунӗпех татӑлмаҫҫӗ, ҫавна пула сӗм авалхи ҫак тӑнӑҫлӑхра тахҫанах ирӗлсе ҫухалнӑ ҫулсен иксӗлми, ӗмӗр-ӗмӗрлӗх ҫӗнӗ хӗвел таппипе ҫутӑ килӗштерсе пурӑнаслӑх тулсах ларнӑ.

Из комнат, расположенных под углом к востоку и югу, весь день не уходили солнечные лучи, отчего этот ветхозаветный покой был полон светлого примирения давно прошедших лет с неиссякаемым, вечно новым солнечным пульсом.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Йӗнерлерӗмӗр, утланса лартӑмӑр та кӑнтӑралла ҫул тытрӑмӑр; унтан Биг малта пыракан Астарота хӑваласа ҫитрӗ, вӗсем ҫак кунхи пулӑмсем пирки шӑппӑн калаҫкаласа ту тайлӑмӗнчи вӗтлӗхе учӗсене уттарса кӗчӗҫ, эпӗ вара вӗсем хыҫҫӑн пынӑ май хамран ыйтатӑп: эпӗ кӳнтелен те, хутшӑнташ та пулса ҫапӑҫни чӑнахах та пулса иртрӗ-ши?

Оседлав их, мы тронулись к югу; затем Биг нагнал ехавшего впереди Астарота, и они, тихо разговаривая о происшествиях дня, шагом погрузились в заросль на склоне горы, а я, следуя за ними, спрашивал себя: точно ли произошло все, в чем был я свидетелем и участником?

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

— Шурӑ ҫын кӑнтӑралла каясшӑн-и?

— Белый человек хочет идти на юг?

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ кӑнтӑралла каятӑп, мӗншӗн тесен унта шыв нумаййи пирки илтнӗччӗ.

Я иду к югу, так как слышал, что там много воды.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эпӗ Удоэрен… ҫавӑнта, — чура кӑнтӑралла аллипе кӑтартрӗ.

— Я из Удоэ, там, — он показал рукой на юг.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах халӗ те тӗшмӗртетӗп: Дюрок штурвал умӗнче тейӗн, — калаҫӑва йӗркелесе пырать, вӗри кӑнтӑралла мар, сулхӑн ҫурҫӗрелле тытать.

Но и теперь я заметил, что Дюрок правит разговором, как штурвалом, придерживая более к прохладному северу, чем к пылкому югу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав ҫӗрех, хӑйне хупса лартнӑ пӳрт чӳречинчен тухса, пӗр лашине илсе, хӑйӗн тӑватӑ ҫывӑх юлташӗсемпе пӗрле Федя малтанхи ҫемҫе юр ҫинченех фронт урлӑ каҫса кӑнтӑралла тарнӑ.

И в ту же ночь, выбравшись через окно из хаты, В которой он сидел, захватив коня и четырех закадычных товарищей, ускакал Федя по первому пушистому снегу куда-то через фронт на юг.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Каҫала умӗн пӗр халтӑркка та кивӗ паровоз ҫумне ҫаклатрӗҫ те малалла, кӑнтӑралла, Донбаса йышӑнса илнӗ нимӗҫсемпе, гайдамаксемпе тата красновцӑсемпе кӗрешекен отрядсене тата рабочи дружинӑсене пулӑшма рельсӑсем тӑрӑх шӑлтӑртаттартӑмӑр.

К вечеру прицепили ободранный паровоз, и мы покатили дальше, к югу, на помощь отрядам и рабочим дружинам, боровшимся с захватившими Донбасс немцами, гайдамаками и красновцами.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӑштах лӑплансан Клуст кӑвайт ҫуннӑ вырӑна курӑк-турат пӑрахса хупларӗ, мӑйӗнчен пысӑк йывӑр чул ҫыхса сунарҫа хӑй шыраса тупнӑ чи тарӑн авӑра путарчӗ, унтан, хальлӗхе мӗн тумаллине палӑртмасӑр, кӑнтӑралла тӑватӑ ҫухрӑм утрӗ.

Несколько успокоенный, он уничтожил следы костра, опустил охотника с огромными каменьями на шее в самый глубокий, какой нашел, омут, и прошагал четыре версты к югу, без всякого определенного намерения.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Сипленсе тухсан Давенант ҫуранах кӑнтӑралла кайрӗ, унӑн Покетран епле те пулин инҫетерех лекес килет.

Выйдя из больницы, Давенант отправился пешком на юг, чтобы уйти от Покета как можно далее.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ростова, Дон ҫинелле, Ҫурҫӗрелле каякан поезд ҫинче салтаксемпе службӑри халӑх анчах, кӑнтӑралла каяканнисем ҫинче — шакӑр та улпут таврашӗ ҫеҫ!

На Ростов, на Дон. Как на север поезд, так одни солдаты да служивый народ, а как на юг, то господа так и прут!

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Пурте кӑнтӑр еннелле, ялан кӑнтӑралла.

— И все на юг, все на юг.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӗлӗкре вӑл хӑйӗн амӑшне курчӗ, амӑшӗ юр тӳремлӗхӗпе кӑнтӑралла утать.

Он только что увидел во сне свою мать, она шла по снежной равнине к югу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Сунарҫӑ хӑйӗннисене шыранӑ, — вӑл вӗсене вилнӗ тесе шухӑшланӑ, — хӑй вара йывӑҫ ҫинчен ӳксе ӑнран кайнӑ; ҫапла кӑнтӑралла пӗр чарӑнми утнӑ.

Охотник, разыскивая своих, считавших его погибшим, в то время как он был лишь оглушен падением дерева, шел все время на юг.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Шырава тухсан карапсем тӗрлӗ еннелле ҫул тытрӗҫ: «Куҫӑм» материк патнелле, «Пӑлан» вара кӑнтӑралла, шывӑн пуш-пушӑ пичӗ ҫинелле; унта сайраран пӗрре хысаклӑ риф ҫеҫ тӗл пулкалать.

Пустившись на розыски, суда взяли противоположные направления: «Обзор» двинулся к материку, а «Олень» — к югу, в пустынное лоно вод, где изредка можно было встретить лишь скалистый риф.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

«1920 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫухалнӑ «Ван-дом» карапа шыранӑ чухне, циклона пула «Рикша» ҫулран пӑрӑнчӗ, унтан сисӗнмеллех ваннипе кӑнтӑралла чылай аякка кайса лекрӗ.

«5 апреля 1920 года «Рикша» в поисках пропавшего судна «Вандом» был сбит с курса циклоном и, потерпев значительные повреждения, отнесен далеко к югу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Урмӑш ҫил гротпа фокзейле татса ывӑтрӗ, саппас грот лартрӑмӑр, кӑнтӑралла каятпӑр, Нок матрос тинӗсе ӳксе вилчӗ.

Сорваны ветром грот и фокзейль, поставили запасный грот, идем к югу, матрос Нок упал в море и погиб.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Кӑнтӑралла взводпах кайнӑран калатӑп-ҫке.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑралла иртекен пуйӑс разъезда ҫитсе чарӑнсан, иккӗшӗ те пӗр-пӗрне хытӑ-хытӑ ыталарӗҫ, сӑмахсӑрах сывпуллашрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Канаш станцийӗнчен кӑнтӑралла каякан пуйӑс ҫинчен тытса антарнӑ вӑрӑсем тет-и.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней