Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
кӑвар (тĕпĕ: кӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Светланка» чечекӗсем сӳнмен-ха, вӗсем ҫурхи юр куҫран ҫухалсанах кӑвар тӗс илеҫҫӗ те ҫӑвӗпех ҫунаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӗрлӗ площадь ҫийӗн кӗрхи сивӗ ҫил вӗретчӗ, ҫак вӑхӑтра тӗнчере пӗр чӗрӗ чечек те тупӑнассӑн туйӑнмастчӗ, анчах ҫынсем Джон Рид вилтӑприйӗ ҫине кӑвар пек ҫунса тӑракан чӗрӗ роза ҫыххисем пыра-пыра хуратчӗҫ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав ҫулхине пилеш шутсӑр ӑнса пулнӑччӗ, ҫывӑхри вӑрмансем кӑвар пек курӑнса ларатчӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Чӗре ҫунма пӑрахмӗ инҫетре те, Юратӑва сӳнтермӗп нихӑҫан, — Кӑвар пек кунсенче те, сивӗре те Телейлӗ туслӑх шырӑп эп ялан.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Люся хӗвеллӗ Иркутск перронӗ ҫинче кӑвар пек чечексен ҫыххине тытса тӑрса юлчӗ…

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӑнах та кӑвар тӗслехчӗ ҫав чечексем.

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Тайгара та кӑвар пек чечексем ӳсеҫҫӗ, — хӑйӗнпе хӑй калаҫнӑ евӗр, таҫталла пӑхса каларӗ Люся.

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пиччӗшӗпе шӑллӗ, хӑйсен котелокӗсене кӑвар ҫине лартса, туххӑмра салтак пӑтти пӗҫерчӗҫ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ма каласа пӗтерместӗн сӑмахна, Хӗветӗр? — кӑвар пек ҫунакан куҫӗсемпе пӑхрӗ Роза каччӑ ҫине.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле-ха вӑл, хӑрах урипе ҫеҫ тӑван ялнелле ярса пуснӑскер, ҫын япалипе хуҫаланать, ҫын япалипе салтаксем умӗнче ырӑ ятлӑ пулать, ҫын аллипе кӑвар туртать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн пит-куҫӗ пӗркеленчӗ, сухалӗ чӗтреме пуҫларӗ, сӳнекен кӑвар пек пӗчӗк куҫӗсем вӑхӑт-вӑхӑт ялкӑшса, ҫисе ярасла пӑхрӗҫ Ҫимун ҫине: — Значӑтцӑ, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе сӑмах вӗҫне тӑсса, — значӑтцӑ, эсӗ, Хура Ҫимун, ял кулакӗ, ват колхозникран кулас терӗн?!

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кӑмака хутнӑ е вучахра апат пӗҫернӗ вӑхӑтра кӑвар ӳкернӗ пулӗ те… вӑт сана пушар.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав хӗле Матӗрне кӑвар ҫинчи пек ҫунса ирттерчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла вӗсем юлашки вӑхӑтра питӗ сайра, пӗр-пӗрин патне кӑвар илме кайнӑ пек ҫеҫ тӗл пулкаларӗҫ.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Варсонофий аллине кӑвар пӗҫертрӗ пулмалла, ялт! сиксе тӑчӗ, унталла пӑхрӗ, кунталла — тавраллах ҫунать.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ванюш мар-и ку? — кӑвар пек ҫиҫсе илчӗ салтак арӑмӗн пуҫӗнче шухӑш.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗмӗтсем халӗ ман шӗл кӑвар, Кӗлчечек йӗпписем текех тирмӗҫ.

Помоги переводом

Хура пӗлӗт йӗрет куҫҫульпе // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Ҫиччӗре-и эсӗ, е алла пуснӑ — ҫав-ҫавах чӗрӳнте учителӗн ырӑ сӑнарне упратӑн вӑл каланӑ кӑвар пек хӗрӳллӗ сӑмахӑн ӑшшине туятӑн.

Помоги переводом

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ан шарла, тухса чуп кунтан лере, уҫланка, тен, унта кӑвайтри кӑвар йӑсӑрланать пуль-ха!..»

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫук, — терӗ Завьялов, кӑвайтри кӗлленме пуҫланӑ кӑвар ҫине куҫ илмесӗр пӑхса.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней