Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахран акӑ, эсӗ, Эномай, Лентул Батиат шкулӗнчи гладиаторсенчен чи вӑйли, паянхи кунччен мӗн тума пултартӑн-ха?Что ты, Эномай, самый сильный из десяти тысяч гладиаторов школы Лентула Батиата, сделал до сего дня?
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗлӳпе туллин хуҫалану, Ҫӗр ҫинче унччен те, паян кунччен те пулман культура чечекленӗвӗ пӗр ӗмӗре пыраҫҫӗ; ку тапхӑр — 450-ран пуҫласа 350-мӗш ҫулччен; урӑхла каласан — шыв иличчен, Атлантида пӗтиччен.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Назаров илсе пынӑ «ҫыракан ҫын» кӑтра ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ пӗр вунпилӗк ҫулхи ача пулнӑ, вӑл кунччен малтан кунти полксенчен пӗринче повар пулса ӗҫленӗ-мӗн.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Кунччен вӑл ӑна нихӑҫан та лаша ҫинче ларнине курманччӗ.
3. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Манӑн сыснасем вилме пуҫларӗҫ, сана кӑлар та хур — вунпилӗк кунччен!У меня свиньи дохнуть начали, а тебе вот выложи: за пятнадцать дней!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Ҫурхи кун ачашшӑн йӑлтӑртататчӗ, Атӑл анлӑн сарӑлса кайнӑ, ҫӗр ҫинче шавлӑ та ирӗклӗ мӗн, — а эпӗ ҫак кунччен нӳхрепри шӑши ҫури пек пурӑнса ирттернӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хамӑн «кӗлӗсене» нумайӑшне эпӗ ҫак кунччен те астӑватӑп, — ача чухне ӑс ӗҫлени чунта ытла та тарӑн йӗрсем туса хурать — час-часах вӗсем пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗнче те тулса тӳрленсе ҫитеймеҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ҫук, пӗртте малтанхи пек мар эсӗ халь, — терӗм эпӗ малалла, — кунччен эсӗ пур тӗлӗшпе те пирӗнпе пӗр шутлӑччӗ, пире тӑвансем вырӑнне хураттӑн, пире те, эпир сана юратнӑ пекех, юрататтӑн, халь тем пит шухӑшлатӑн, пиртен те ютшӑнатӑн…
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Авланас тӗлӗшпе Мускав классикла ҫӗршыв пулса тӑрать пулин те, эпӗ ҫакна ҫирӗп ӗненетӗп: Мускав ятне летопиҫсенче пӗрремӗш хут асӑннӑ вӑхӑтранпа паян кунччен те Столыгин пек ҫемьеллӗ пурнӑҫпа пурӑнма кӑмӑл туман тата юрӑхсӑр ҫын пулман пулӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Кунччен те эпӗ пӗрре мар тимленӗ-ха вӑтам ӗмӗрсен ҫак тӗлӗнмелле илемлӗ палӑкне — учебниксенче, монографисенче, альбомсенче.
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Софья Олимпиевнӑн ывӑлӗ, Камелин пиччӗшӗ, мӗнле вилни ҫинчен Василь темиҫе хутчен илтнӗ, анчах ҫак кунччен вӑл ҫыннӑн хуйхи ҫинчен тӗплӗн шутласа пӑхман.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хамӑн ҫуралнӑ кунччен пурӑнас тесе, эпӗ ҫак сукмакпа аялалла шӑвӑнам, — терӗ Виктор.Я проскользну вниз вот этой тропкой, чтобы дожить до дня своего ангела, — проворчал Виктор.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫуралнӑ кунччен пурӑнма шухӑшлатӑн пулсан — чӑт…
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кайран мана мӗнле йывӑр пулнӑ пулсан та, эсир Харькова илес кунччен те сехетчен, хамӑн ӗҫе малалла турӑм…
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
— Пурпӗрех эпир ҫутӑ кунччен пурӑнайрас ҫук.
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Тепӗр кӗҫнерникун, июнӗн виҫҫӗмӗшӗнче, Соrpus Domini, ҫавӑнпа та вара манӑн ыйтӑва кирек епле пулсан та, ҫав кунччен татса парас пулать.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ун чухне вӑл пир-авӑр тӗртекен ҫамрӑк рабочисемпе хӗрсем пирки сахал мар тытӑҫса ӳкнӗ, унпа хирӗҫнисенчен хӑш-пӗрисем хӑйсене кӳрентернисене паян кунччен те манман пулас-ха.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кунччен малтан килсе кайнӑ чухне шӑллӗ хӑйне мӗнле тыткаланине аса илсе, Петр халӗ Никитӑн куҫӗсем унчченхи пекех айӑплӑн мӑчлатманнине асӑрхарӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах паян кунччен те ҫул ҫинче пӗр ҫын чунӗ тӗл пулмарӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Халь кунтан тарса пытанас пулать те темиҫе кунччен кӗтсе пурӑнас пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.