Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кулни сăмах пирĕн базăра пур.
кулни (тĕпĕ: кулни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кая юласран хӑранипе мар, ҫамрӑксем тӑрӑхласа кулни вӑтантарчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйту ҫине ыйту тӑкӑнчӗ, унта та кунта йӑхӑлтатса кулни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр чухне пӗрле ахӑлтатса кулни те пулкалать.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр унран кулни пуриншӗн те паллӑ.

Помоги переводом

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Хушшӑн-хушшӑн шавлӑн калаҫни, янравлӑн кулни анлӑ улӑха савӑнӑҫпа тултарать.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Паян Энӗш хӗрринчи йӑмрасем айӗнче юрлани, кулни, алӑ ҫупса ташлани илтӗнмест.

Помоги переводом

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юрлани, кулни илтӗнет.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир урама тухсан та, Ванюк савӑнӑҫлӑ кулни илтӗнетчӗ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Часах алкумӗнче иккӗн калаҫни, кулни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хурал пӳрчӗн уҫса хунӑ чӳречинчен урама пӗр хушӑ халӑх каҫса кайса кулни илтӗнсе тӑнӑ.

Из раскрытого окна караулки доносился гомерический мужской хохот.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫыннине кӑшкӑрса вӑратсан вӑл ӳпне-питне чикеленнинчен кулни.

встанет бедолага, а штаны с него и соскользнут!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ырӑ та мар вӑл — ҫынтан кулни.

Нет ничего хорошего в зубоскаливании над другими.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юрпа вылянисем, кӗрмешни, кулни

Молодые играют в снежки, смеются, резвятся…

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун шухӑшӗпе, ҫын каласа панинчен кулни ырӑ мар вӑл, ҫыннинчен хӑйӗнчен кулнӑ пек пулать.

Мол, не пристало смеяться над сказанным словом гостя, это, мол, получается, что вы над ним смеетесь.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем килсе ҫӳрени, хавассӑн калаҫни, кулни, шӳтлени унӑн чун-чӗрине хӑпартлантарать.

Помоги переводом

Сумлӑ кунпа саламларӗҫ // Л.НОСОВА. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%81%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Ҫынсем кулни Мулкач Терушне сасартӑк хавхалантарса ячӗ.

Смех придал Терушу смелость, и теперь его было не остановить.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, Ивукпа ятлӑҫни е Паҫаран кулни пуль?

Может, оттого, что поссорился с Ивуком, обидел Пазю?

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Арҫын ачасем хыттӑн кулни илтӗнет.

Слышен гогот парней.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах та ашкӑнни, кулни те Хӑранине, тен, пытарни, Тен, мыскараллӗ шӳт туни те Халь шиклӗ шухӑшран тарни?

Помоги переводом

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗсенчен инҫе мар ҫынсем ахӑлтатса кулни илтӗнет.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней