Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кай, мӗнле вара вӑл, калӑпӑр, ӗне киле ҫӗрлене килмесен? — ӑнланмарӗ ял Совет председателӗн Шикки Ваҫҫин арӑмӗ Матӗрне.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Пӳрте кӗрес килмесен, атя, лаҫрах апат ҫитерем, — тепӗр хут чӗнчӗ Сӑпани.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Килмесен — хӑйӗн шӑпи.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑт, пӑхатӑп та сана шухӑшлатӑп: енчен чӑвашра пурӑнма май килмесен, чӑнах та, Ҫӗпӗрех куҫмалла сан.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Никама май килмесен, Санюка кӑна куҫран пӑхса илесчӗ те ҫав…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эпир эс киле час килмесен пӑшӑрханатпӑр.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Саша та вӑл яла килмесен тарӑхать.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Иван Гора хӑй юлташӗсене: «Кунти кулаксем пире провокацилеме пултарӗҫ ак. Темле пулсан та пӑшалпа пемелле мар, унсӑрӑн май килмесен ҫеҫ пеме пулать. Иккӗн, манпа пӗрле, крыльца ҫине тухӑр, винтовкӑсене хӑварӑр. Ыттисем пӳртрех ларӑр», — тесе хушать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Юлас килмесен — хӑвна ӳпкелеш.
Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Ирччен кӗтсе пӑхар-ха, — терӗм эпӗ, — килмесен вара, вӗсен маршручӗпе партизансен пысӑк группине кӑларса ярӑпӑр.— Подождем до утра, — сказал я, — и если не явятся, пошлем по их маршруту большую группу партизан.
Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Килмесен хам ҫавӑтса килӗп.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Коля килмесен, пӗччен тӑрса юлсан, мӗн пулнӑ пулӗ-ши? — тесе вӑл пӗр самантлӑха шутласа пӑхнӑ.Лена представила себе, что будет с ней, если она останется одна.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Анчах эпӗ ҫӗрле пуличчен килмесен, пурне те Тимофеич патне куҫар, пӗлетӗн-и?Но ежели к ночи я не вернусь, волоки все к Тимофеичу, знаешь?
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Курак арӑмӗпе хула тулашӗнче, Петровски парк патӗнче, йӳнӗ хакпа дача пеккине тупса, унта пурӑнма куҫрӗ; укҫа тупса типографине лайӑх майлаштарма, конспираципе техника тӗлӗшӗнчен условине кура йӳнӗҫтерме май килмесен, ӑна та куна та куҫармалла пулнӑ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тупма май килмесен, волокушӑна черетпе туртма е тата аманнӑ ҫын валли ятарласа носилка тума килӗшрӗҫ.А если не удастся достать, поочередно тащить волокушу или приладить для раненого носилки.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем килмесен — партизансене паратпӑр, — хутшӑнчӗ тавлашӑва Ленька.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Ӗҫес килсен — ӗҫ, вара эсӗ тӗнче тепӗр хут пуҫланичченех пурӑнатӑн, ӗҫес килмесен ан ӗҫ, вара халех вилсе выртма пултаратӑн.
Сулайман патшапа нумай пӗлекен тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах эсир ман пата килмесен, мана Александр Смоллетт тесе чӗннине, эпӗ ҫак ялав айӗнче тӑнине тата никама та каҫару паманнине астӑвӑр.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Ҫапла ӗнтӗ, вӗсене пире часрах вӗлерсе тӑкма май килмесен, вӗсем вара утрава пӑрахса хӑварса, шкуна ҫине таврӑнма хавас пулӗҫ, — терӗ доктор.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пире ҫырана ҫитме май килмесен, пурте пӗтет.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.