Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каччӑсем шӑпланчӗҫ, йӗри-тавра пӑхкаларӗҫ: киномеханик курӑнмарӗ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Каччӑсем вара тӗллевӗсене, пурнӑҫ хаклӑхӗсене тепӗр хутчен пӑхса тухӗҫ.А мужчины, в свою очередь, сейчас получат шанс пересмотреть многие свои цели.
13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Ҫамрӑк тетӗн-и? — тӗлӗнчӗҫ каччӑсем.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун сассине илтсе, каччӑсем виҫҫӗшӗ те шарт! сикнӗ пек пулчӗҫ те, старике асӑрхаса, юрлама чарӑнчӗҫ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Аманнӑ каччӑсем хӑйсене лайӑхрах туя пуҫларӗҫ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каччӑсем.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах маттур Еркиней Ҫӳлти ҫӑлтӑр пек пӑхать, Пур ҫӗрте те ун телей Хӗррипе тан тӑкӑнать: Утмӑл тантӑш каччӑсем Ҫӗр чӗтретсе ташлаҫҫӗ, Туй арӑмсем, хӗр ҫумсем Пӗрне-пӗри мухтаҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Маттур, йӳрӗк яш каччӑсем Юрла-юрла ҫӳреҫҫӗ.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Юнашарти мӑнастир аслӑ ҫуртӗнче Хӗрсемпе каччӑсем уйрӑм пухӑнаҫҫӗ, Вӗсем те ҫаксен ӑрӑвӗ йӑхӗнчен — Шавласа савӑнса ырӑ кун кураҫҫӗ…
IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Каччӑсем улаха пырса кӗрсессӗн, Чӗкеҫӗн кӑмӑлне, ирӗкне илсессӗн, Ҫиментее чӗнеҫҫӗ хӑйӗн кӗслипе, Киленеччен ташлаҫҫӗ унӑн кӗввипе…
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Халӗ вӗсем темиҫе пӳрт ҫӳллӗшӗ ӳссе кайнӑ, ҫамрӑк каччӑсем пек, тӳрӗ те яштака.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Салари хастар та маттур каччӑсем малалла та уйӑхра пӗрре те пулин салтаксем патне ҫитес шухӑшлӑ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c
Пӗлме ҫук: тен, кӗҫех каччӑсем те юбка-платье тӑхӑнма тытӑнӗҫ…
Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.
Каччӑсем те халӗ ӑна куҫ илмесӗр пӑхса юлаҫҫӗ:
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.
Каччӑсем, ик-виҫ ҫынпа йышланса, автобус салонне кӗчӗҫ те ытти пассажирсемпе лӑпӑ-лапӑ тачӑланчӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Класа тикӗс, чӑк тумланнӑ хӗрсемпе каччӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрсе парттӑсем хушшине лараҫҫӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Каччӑсем куҫ илми пӑхнӑ ун ҫине, хӗрсем картара юнашар тӑрасшӑн пулнӑ.Парни смотрят на нее – глаз отвести не могут. Девушки хотят в хороводе рядом стоять.
Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418
Ку ялсенчи салтак ҫулне ҫитнӗ каччӑсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫлассине пӗтӗмӗшле йӗркелесе пырать вӑл.
Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla
Хӑйӗн сӑн-питне вылянчӑклӑн, лапчӑткаласакукӑрткаласа кӑтартакан Атӑл (ун варрипе халӗ, ҫӑра хура тӗтӗм палкатса, шыва кустӑрмисен ҫунаттисемпе тапӑч ҫапнӑ пек тӑтӑш ҫатлата-ҫатлата, икӗ хутлӑ шурӑ пӑрахут тӑвалла ыйхӑллӑн-мӑраннӑн шӑвать) шывӗпе, ывӑҫласа ӗҫмеллех тасаскерпе, шапӑр-шапӑр ҫӑвӑнкаласан, сӑмса тутрипе сӗртӗнкелесе типӗнсен, каччӑсем ҫывӑхри чиркӳ чанӗ тӗнкӗл-тӗнкӗл тунӑ майӗн ӗнертен юлнӑ имсим юлашкисене ҫырткаларӗҫ те хырӑм картне лартаймасӑрах пасаралла таплаттарчӗҫ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каччӑсем ҫак купаран хӑйсен ҫӳллӗшне яхӑн, ҫирӗм сантиметр сарлакӑш тӑватӑ хӑма суйласа илчӗҫ те, кимӗ патне туртса-ҫӗклесе пычӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.