Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак пӑтранчӑк шыв пулла мӗнле илӗртнине калама йывӑр, анчах июль уйӑхӗнче ҫак тинӗс пырӗ селедка тӑварламалли катка евӗрлех тулать.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Вӑл пуҫне каялла ярса, питне хаҫатпа витсе, июль уйӑхӗнчи шӑрӑхран хӳтӗленнӗ пек е ӑна шӑнасем канӑҫ паман пек пулса ҫывӑрать.Он спит, откинув голову и прикрыв лицо газетой, словно стоит июльский зной и не дают покоя мухи.
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
…Ҫакӑн пек юханшыв хӗрринчи пристанех, хальхи пек илемлӗ те таса июль ирӗ.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
1903 ҫулхи июль уйӑхӗнче вара халӑх уйрӑмах йышлӑ пуҫтарӑнать.
Большевиксем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑрӑм та шӑрӑх июль кунӗ хыҫҫӑн, кун каҫичченхи пӗтӗм пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӗнер-виҫӗмкун кӑна ҫулса типӗтнӗ ҫӗнӗ утӑ ҫине тӳнме, ун ытарма ҫук шӑршипе сывлама, хӑвӑн ҫинелле ӳпӗнсе кайнӑ йӑм-хура тӳпенелле пӑхса выртма чӑннинех те ырлӑхчӗ ӗнтӗ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫырма леш енче ҫулма тухнӑ, унтан тин кӑна ҫулса пӑрахнӑ тырпул шӑрши варкӑшса килет, лерелле, Кубань таврашӗнчи тӳремлӗхре, июль уйӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫ вӗресе тӑрать, унта комбайнсем карап пек ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӗри шӑрӑхра ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗсем ярӑнса вӗҫеҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫумӑрлӑ шӑрӑх июль уйӑхӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Июль вӗҫӗнче мана тата Дульнике служба ӗҫӗпе флотӑн Херсонес районӗнчи запаслӑ аэродромӗсенчен пӗрин ҫине ячӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Июль уйӑхӗнче вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ ҫул ҫинче тӑнӑ чух, вӗсен умӗпе тусан ӑшне путса, хӗвелтухӑҫнелле юлашки обозсем иртнӗ чух — вӑл сасартӑк пӗр минутлӑха (анчах ҫав минут питӗ вӑрӑм пулчӗ) — хӑйӗн урисем айӗнчи ҫӗр вӑраххӑн, тытса чармалла мар шуса тухса кайнине туйрӗ…
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫак 1942 ҫулхи июль кунӗнче Острая Могила патӗнче сӑнран пӑхсан пӗр ҫын кӑна — ватӑ Тарас Яценко лӑпкӑ пулчӗ.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Июль уйӑхӗнчи шӑрӑх кунсем тӑраҫҫӗ пулсан та, пирӗн айра йӗри-таврах вакланса пӗтнӗ пӑр выртать, ун ҫинче хура пӑнчӑсем — тюленьсем курӑнаҫҫӗ.
Килте тунӑ хатӗр-хӗтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
1846 ҫулхи июль уйӑхӗнче пӗр каҫхине Флоренци хулинче, Фабрицци профессор ҫуртӗнче темиҫе ҫын пухӑннӑ.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Июль уйӑхӗн варринче, хӑйсемпе пӗрле кирлӗ инструментсем, материалсем пӗлтӗрхинчен нумайрах илсе, Вильбурпа Орвилль Китти Хоука пырса ҫитнӗ.
15. Шанют пырса тухни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Июль уйӑхӗнче пирӗн пата летчика вӗренме ҫӗнӗрен илнӗ ҫамрӑксем килчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
«…Валерий Чкалова эпӗ пӗрремӗш хут 1923-мӗш ҫулхи июль уйӑхӗнче куртӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Июль уйӑхӗнчи каҫ, сада хӗрлӗрех тӗттӗмлӗхпе тултарса, ҫумӑрпа йӗпетнӗ хӗвелпе ӑшӑтнӑ ҫӗрӗн йывӑр шӑршине чӳречесем витӗр илсе кӗртрӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Районти ҫамрӑксен «Олимп» хоккей клубӗн пӗрлештернӗ командине июль уйӑхӗнче Санкт-Петербург хулине тренировкӑна кайма хӳтлӗхе илнӗччӗ.
Сирӗнпе ҫыхӑну тытма эпир хавас // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2020.12.11
Хӗвеллӗ июль ирӗ ачасене сенкер тӳпере никама курӑнмасӑр юрӑ шӑрантаракан тӑрисен хаваслӑ сассипе кӗтсе илчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Июль уйӑхӗн шӑрӑх кунӗсем тӑраҫҫӗ…
29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Мӗн иртен пуҫласа каҫ пуличченех вӗри те янкӑр хӗвелӗ хӑйӗн ҫутипе уя ларса юлнӑ ылтӑн тӗслӗ хӑмӑлсене, июль уйӑхӗнчи пек, пӗр пек ҫутатнӑ.
Прямой провод тӑрӑх пулса иртнӗ калаҫу // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.