Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗрентрӗ (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах трахома чирӗпе епле кӗрешмеллине те астутарсах тӑчӗ Эльгеев, ешӗл-сенкерпе трахома шатрисене ҫунтарма вӗрентрӗ, куҫ хупанки айне мазь хума е эмел тумлатма хӑнӑхтарса пычӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс вӗсен таса тӗнне йышӑн, — вӗрентрӗ амӑшӗ.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаҫри пӗчӗк хуранта пӑри пӑтти вӗрерӗ, мунча кӑмакинче юсман пиҫсе выртрӗ, Северпи хӑйӗн йӑмӑкне чӳк чӗлхине вӗрентрӗ.

Помоги переводом

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав Ахтупай вӗрентрӗ.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав старик Урасмет патне кайма пуҫтарӑннӑ Альпие нумай вӗрентрӗ: ан вӑрҫ алманчӑна, чӗрре ан кӑр, ытлашши сӑмах персе ан яр, кирлӗ пулсан тилӗ е хӑнтӑр тирӗ пама пул — пӗр сӑмахпа каласан, кӑмӑлне ҫемҫетме тӑрӑш терӗ.

Помоги переводом

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йыттине те ҫав хушӑк витӗр Эльгеевсен садне кӗрсе ҫӳреме вӗрентрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара Елис пуҫ пӳрнине пӑру ҫӑварне чиксе хуллен сӗт ӑшне антаратчӗ, ҫапла майпа ӗҫме вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ашшӗ вырӑнне юлнӑ вуникӗ ҫулхи Алюш ӑна кӳлме вӗрентрӗ, унпа ҫатӑрка пуҫтарма, хире хӑмӑл турама, утӑ хатӗрлеме ҫӳретчӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Саккӑрмӗш класра чӑваш чӗлхипе литературине Николай Гаврилович Мулеев (литературӑри псевдонимӗ Микулай) чунне парса вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Улттӑмӗш класра вара алгебрӑпа геометри урокӗсенче Александр Петрович Александров тимлӗн вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Ҫепӗҫ те ырӑ кӑмӑллӑ Вера Григорьевна Камышова (халӗ Федорова) вырӑс чӗлхипе литературине ӑша хывма вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Пиллӗкмӗш класран пуҫласа кашни предметпа уйрӑм учитель вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Виҫҫӗмӗш класра малалла Мария Николаевна Сорокина (хӗр чухнехи хушамачӗ Кожеманова, Беловкӑра ҫуралса ӳснӗ) вӗрентрӗ.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Сунарҫӑ негра авӑрланӑ пистолетсем тыттарчӗ, сулахай алӑпа та, сылтӑммипе те пӗр харӑс мӗнле пемеллине вӗрентрӗ; Гент халӗ тӗл персе лектересси пирки мар, еплерех кӗрӗслеттересси пирки уйланать; хӑй вара пӑшалне хурса икӗ аллине те револьвер тытрӗ, ҫав хушӑрах тӑшман ҫыран хӗрринче куҫнине сӑнать.

Охотник вручил негру заряженные пистолеты и научил, как стрелять левой и правой рукой одновременно; он заботился теперь не о верности прицела, а о внушительности залпа; сам же, положив ружье, взял каждой рукой по револьверу, продолжая следить за береговым движением неприятеля.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ашшӗ Сашука платник инструменчӗсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн йывӑҫран тӗрлӗ япала тума вӗрентрӗ.

Отец, познакомив Сашуку с инструментами плотника, научил его делать из дерева разные вещи.

Ырӑ атте-анне // Любовь Фёдорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 10 с.

— Хаплаттар ӑна вырӑнтах! — вӗрентрӗ ашшӗне апат чиксе тултарнӑ ҫӑварлӑ ача.

— Клади его на месте! — посоветовало отцу дитя ртом, полным пищи.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Хӳрӗре ан хӗстерӗр, — вӗрентрӗ Шенк.

Не поджимайте хвост, — учил Шенк.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Вӑл пӗркун Крапивин Шупашкартан илсе килнӗ утлӑ резерв милиционерӗсене, вырӑнти сотрудниксене ҫынсем паллаҫҫӗ тесе, Телегинпа ҫыхӑну тытмашкӑн вӗсене хушнӑ пирки, пасарта мӗнле ҫӳремеллине, кирлӗ ҫынна епле палласа илмеллине, унпа мӗнлерех калаҫмаллине татах та татах вӗрентрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлимун ҫамрӑксемпе сӗм-ҫӗрлеччен калаҫса ларчӗ, тӗнчери тата ҫӗршыври лару-тӑрӑва ӑнлантарчӗ, халӑх хушшинче мӗнле ӗҫлемеллине вӗрентрӗ, тӗрлӗ хаҫатсемпе кӗнекесем, брошюрӑсем парса ячӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пушмак пӑру туянасшӑн вӗсем, халь Етӗрнене каяҫҫӗ, хак пирки килӗшсен, каялла таврӑннӑ чухне пӑрӑва илсе тухаҫҫӗ те, — вӗрентрӗ Антун.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней