Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айӑпа (тĕпĕ: айӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем кӳлӗ хӗрринех пырса тӑчӗҫ, эпӗ, айӑпа кӗнӗ пекех, хӑва тӗми ҫумне лӑпчӑнтӑм.

Помоги переводом

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ҫапла, Герасим Федотович Марина умӗнче ӗмӗр манмалла мар пысӑк айӑпа кӗнӗ ҫын…

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухсан вара хайхискер мӗнпур айӑпа ман ҫине йӑвантарчӗ, Наум Спиридоновича эп ҫӗнтерес ҫук терӗм те хама ӗҫрен хӑтарма ыйтрӑм.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Виктор Павловичпа Степан Фомич тахҫан пӗрре айӑпа кӗнӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем ҫавнашкал пӑтранчӑк шухӑшсенчен халь иккӗшӗ те тасалнӑ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫырусенче ҫырни, тӗпрен илсен, тӗрӗс, ҫавӑнпа сирӗн хӑвӑра айӑпа йышӑнакан ҫын пекрех тыткаламалла-тӑр.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Вӑл-ку енчен ман пурте йӗркеллӗ-ха — автоинспекторсем умӗнче ку таранччен пачах айӑпа кӗмен.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Выҫӑ вилетпӗр, кӑшт айӑпа кӗнӗшӗнех хӗнесе пӗтерет.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑхаль, ашшӗ умӗнче айӑпа кӗнӗ пек, ӑна куҫран пӑхма хӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑр айӑпа уҫҫӑнах туйса, шанк хытса кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тепӗр тӗлте, ватӑ ҫӑка ҫинче, салакайӑксем, «профсоюз пухӑвне пухӑнса», хӑйсен пӗр-пӗр айӑпа кӗнӗ тӑван-туканӗн ятран тивекен ӗҫне-хӗлне тавлӑн-шавлӑн сӳтсе явса хаклаҫҫӗ пулас.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тухтӑр пӗр хушӑ учитель умӗнче айӑпа кӗнӗ вӗренекен пек пуҫне усса, хурава сӑмах та тупаймасӑр хӗсӗнсе, хӑлха таранах хӗрелсе, мӗхле-мӗхле ларчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчах мӗнле айӑпа кӗчӗ-ха ман умра ҫак мӗскӗн чӗрчун?

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Комсомолецсен пухӑвӗ, диспут — вӑлах унта хӗрсе, тивӗҫлисене мухтаса е айӑпа кӗнисене тивертсе, питлесе калаҫакан, тавлашакан…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ну, калӑр, итлетӗп эпӗ, тен, чӑнах та айӑпа кӗнӗ сирӗн умӑрта, ятлӑр, вӗрентӗр, хӑнӑхнӑ эп ун пеккине.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Туссем, — рабочисем умне тухса тӑчӗ Лида Симакова, — хамӑр тимсӗрлӗхе пула эпир пурин умӗнче те пысӑк айӑпа кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кирлӗ ӗҫ ҫинчен калаҫас пулсан та, темӗнле айӑпа кӗнӗ чухнехи евӗр туятӑп хама хам, — хӗрача тата ытларах хӗрелчӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗнпе айӑпа кӗчӗ вӑл сан умра?

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Мӗн айӑпа кӗтӗм-ши ӗнтӗ эпӗ сирӗн умӑрта?

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Боярсен аллинчи Румыни ҫӗрӗ ҫинче пур ҫӗрте те политика тӗлӗшӗнчен айӑпа кӗнӗ ҫынсене, уйрӑмах Бессараби революционерӗсене ҫапла асаплантарасси йӑлана кӗнӗ.

Пытка, применявшаяся против политических заключенных во всей боярской Румынии, а особенно против бессарабских революционеров.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан вӗсем дирекцие вӗренекенсен комитетне йышӑнтарма, Колесникова ирӗке кӑларас тесе хут ҫыртарма, айӑпа кӗнӗшӗн асаплантарассине пӑрахӑҫлаттарма, пурнӑҫ условисене лайӑхлатма ыйтаҫҫӗ.

Далее, ученики требовали признания своего комитета, ходатайства за освобождение Колесникова, упразднения телесных наказаний, улучшения бытовых условий.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней