Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вырттарнӑ тупӑка.
Маруся наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ // Александр Алга. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 65–72 с.
Гальӑна йывӑҫран тунӑ пӗчӗкҫӗ тупӑка хурса пытарчӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унӑн ӳтне спирт тултарнӑ тупӑка хунӑ.
Пулеметчик Живоног Ҫурҫӗр Черниговщинӑри Заречное ялне ашшӗ патне янӑ ҫыру // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пытарма каякансем сивӗ вӑхӑтра ҫӗлӗксене хывмасӑр пыраҫҫӗ, тупӑка шӑтӑка антарнӑ чухне вӗсене хываҫҫӗ.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Арҫынсем тупӑка илсе тухаҫҫӗ те катафалк (вилнӗ ҫынна турттарса каймалли урапа) ҫине вырнаҫтарса лартаҫҫӗ.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӑна тупӑка хур та тӳрех масар ҫине илсе кай.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Унтан Сӑйтене вырттарнӑ тупӑка ҫӑвӑрса тытса картишне илсе тӳхрӗ, ҫуни ҫине вырттарчӗ, вилле катанпир карса витрӗ.— И, подхватив гроб с телом Сайде, вынес его во двор, уложил на сани, покрыл холстиной.
XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Мӗн пӗлнине эпир хамӑрпа пӗрле тупӑка илсе кӗрӗпӗр, — хуравларӗ Буабертло.
II. Ҫӗрлехи тӗттӗмре пыракан караппа пассажир // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ачасем пулат ҫинче макӑрса ларнӑ, амӑшне мӗнле кӗпе тӑхӑнтарнине, ӑна тупӑка мӗнле хунине тата пуҫ вӗҫне ҫинҫе сарӑ ҫуртасем ҫутса лартнине пӑхнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Эпир — чиркӳсемпе фабрикӑсем тӑвакан, сӑнчӑрсемпе укҫа шаккаса туса кӑларакан ҫынсем, эпир — пурне те кипкере выртнӑ вӑхӑтран пуҫласа тупӑка кӗричченех тӑрантарса, ыр кӑтартса пуранакан чӗрӗ вӑй…
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тупӑка шӑтӑка антарса, ҫиелтен тӑпра витсен — ҫынсем кайнӑ, анчах йытти юлнӑ; вӑл, нӳрӗ ҫӗр ҫинче ларса, нумайччен ним сас кӑлармасӑр вилтӑприне шӑршланӑ.Когда гроб зарыли — люди ушли, а собака осталась и, сидя на свежей земле, долго молча нюхала могилу.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Слободари ҫынсем, урампа илсе пыракан тупӑка курсан, чарӑнса тӑнӑ та сӑхсӑхса пӗр-пӗрне сӑмах хушса илнӗ:Слобожане, встречая на улице гроб, останавливались и, крестясь, говорили друг другу:
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
«Вилсен, манӑн тупӑка Андрей ҫак тӑпрана саптӑр», — терӗ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Мӗскер, укҫана тупӑка кам пытарнине пӗлместӗп тетӗн-и?
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Акӑ ӗнтӗ тупӑка кӑларчӗҫ, унӑн хупӑлчине уҫма тытӑнчӗҫ: кунта каллех тӗрткелешме пуҫларӗҫ, пурте маларах хӗсӗнсе тухса тупӑкне пӑхасшӑн, ну, нимӗн йӗркесӗр хӑтланаҫҫӗ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Ӑна тупӑка хутӑм эпӗ. Эсир ҫӗрле тупӑк умӗнче йӗнӗ чух вӑл унта пурччӗ. Эпӗ ун чухне алӑк хыҫӗнче тӑтӑм, питӗ шеллерӗм сире, Мери Джейн».
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл тупӑка пӑхмарӗ те: унӑн хуппине кӑшт шутарчӗ те ӑна тупӑкӗ ҫине пӑрӑмласах ҫыпӑҫтарса хучӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑнтӑрла тӗлӗнче тупӑкҫӑ хӑйне пулӑшаканӗсемпе килсе ҫитрӗ; тупӑка вӗсем пӳлӗм варрине икӗ тенкел ҫине лартрӗҫ, ытти тенкелсене ретӗн-ретӗн вырнаҫтарчӗҫ тата кӳршӗсенчен те тенкелсем илсе килчӗҫ, ҫавӑнпа хӑна пӳлӗмӗнче те, апатланмалли пӳлӗмре те, малти пӳлӗмре те — пур ҫӗрте те туллиех тенкел лартса тултарчӗҫ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӑна тупӑка хурас вырӑнне икӗ алӑк хушшине чикнӗ, тет те, ҫаплах пытарнӑ, тет; хам курман эпӗ; атте каласа парсаччӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тепӗр шанчӑклӑрах хыпар тӑрӑх, ҫав тупӑка тинӗс хумӗсем пачах ҫыран хӗрне кӑларса пӑрахман иккен, ӑна Венецирен килнӗ ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗ илсе ҫитерсе ҫыран хӗррине пытарнӑ иккен; хӑшпӗрисем тата ҫав хӗрарӑма кайран Герцеговинӑра, ун чухне пуҫтарӑнакан ҫарта куртӑмӑр, тесе хушса хунӑ; унӑн тумӗ пӗтӗмӗшпех хуп-хура пулнине те каласа кӑтартнӑ.
XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.