Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Палласа (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасса палласа илсен кулса ячӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хирӗҫ килекенӗ, Вӗҫелиса палласа илсе, кустӑрмаллӑ «лаши» ҫинчен анчӗ те ун патне утса пычӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Паллах, пуҫлӑхсем айӑплӑ, — Ирина монтер сассине палласа илчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӑна тӳрех палласа илчӗ, ҫак урампа вӑл кашни кун апат-ҫимӗҫ лавккине ҫӳрет.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗсем те пулин япӑх кураҫҫӗ, урам урлӑшӗнчен йытӑпа сурӑха та палласа илеймеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

Миша Дубовсен килӗнче ҫакӑнса тӑракан кивӗ сӑнӳкерчӗкре хӑйӗн аслашшӗне палласа илчӗ те, пуҫланчӗ вара калаҫу!

Помоги переводом

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те комбинезон, шлепке, атӑ тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗ урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ ҫынна тӳрех палласа илчӗ: Стасик!

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑйсӑр лампочка ҫутинче Раман ӗнер Арсентьев кӑтартнӑ Хӗрӳ Хӗветӗре палласа илчӗ.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ермолай крыльца ҫине тухса ларнӑччӗ, чӗлӗм туртма, ҫав хӑйӑлти сасса палласа илчӗ — Мимер Куҫми пулчӗ ку.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйӗн кинне тӳрех палласа та илеймерӗ вӑл — питӗ начарланса кайнӑскере: куҫӗсем тавра — хура ҫаврашкасем: саралса кайнӑ питӗнче вӗҫлеке сӑмса кӑнтарса тӑрать.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна курсан е аякран утса килнине палласа илсен, унӑн тӗттӗмре те йӑлтӑртатакан хӑмӑр куҫӗсенчен пӑхсан хӗрӗн сывлӑшӗ пӳлӗнетчӗ, ури вӑйӗ пӗтетчӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа та инҫетрен те, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче те, ӑна вӑл мӗнле-тӗр вӑй пулӑшнипе йӑнӑшмасӑр палласа илет.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пусма ҫине тухнӑ амӑшӗ пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те Сатура палласа кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ывӑлӗ ун сӑнӗллӗ пулсан палласа илме йывӑрах пулмӗ те…

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Пӗлтӗр пурӑннӑ вырӑна пырса тухрӗ те, ҫав вырӑна палласа та илеймест.

Пришел на то место, где в прошлом году была стоянка, и не узнает его.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унсӑрӑн хӑҫан та пулсан Африка пушхирне ҫаврӑнса ҫитсен ку вырӑна палласа илме сире ҫӑмӑл пулмӗ.

Чтобы непременно узнать это место, если когда-нибудь вы попадете в Африку, в пустыню.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Ӑҫтан палласа илчӗ-ха вӑл мана?!

«Как же он меня узнал? — подумал Маленький принц.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпир те ӑна часах куртӑмӑр, пӑртак вӑхӑт иртсен, эпир кӑвак пӗлӗт ҫинче тӗрӗ пек курӑнакан пальма тӑррисене палласа илтӗмӗр.

Скоро заметили ее и мы, а через некоторое время мы стали различать вырисовывавшиеся на голубом небе вершины пальм.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ун пек пулсан вара вӗсене палласа илме те ҫук.

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ӑна ҫав хӗрарӑм вилнӗ тесе пӗлтернӗ, анчах та вӑл ӑна ҫак ӳкерчӗк ҫинче палласа илтӗм тесе шутлать.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней