Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аслисен (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслисен категорийӗнче хутшӑнакансен йышӗ сахалтарах пулнӑ: малти вырӑна тухассишӗн «Оринино» хуҫалӑхӑн, Оринин, Чуманкасси, Муркаш, Ярославка тата Катькас ял тӑрӑхӗсен командисем вӑй виҫнӗ.

Помоги переводом

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Вӑл аслисен тата ачасен ушкӑнӗсенче пулчӗ.

Помоги переводом

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

17. Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18. патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.

17. И увидел я одного Ангела, стоящего на солнце; и он воскликнул громким голосом, говоря всем птицам, летающим по средине неба: летите, собирайтесь на великую вечерю Божию, 18. чтобы пожрать трупы царей, трупы сильных, трупы тысяченачальников, трупы коней и сидящих на них, трупы всех свободных и рабов, и малых и великих.

Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫамрӑк ӑру аслисен шанӑҫне тивӗҫсен, пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупсан кӑна республикӑн тата Раҫҫейӗн малашнехи кун-ҫулӗн тӑнӑҫлӑхне ҫирӗп ӗненме май килӗ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Аслисен — пӗр ашшӗ, хӗрачан вара урӑххи.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней