Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Архангельск сăмах пирĕн базăра пур.
Архангельск (тĕпĕ: Архангельск) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Контрреволюцин тӗнчери гидри, Антанта ертсе пынипе, акӑлчансемпе американецсен империализмӗ хӗтӗртнипе, — тенӗ ҫав воззванире, — Архангельск организацине питӗ йывӑррӑн пырса ҫапать.

«Мировая гидра контрреволюции в лице Антанты, в лице английского и американского империализма, — говорилось в этом воззвании, — наносит Архангельской организации тяжелый удар.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсенчен пӗри Архангельск еннелле вӗҫсе кайрӗ; виҫҫӗшӗ батарея тӗлӗнче вӗҫсе ҫаврӑнса ҫӳрерӗҫ.

Первый из них полетел в сторону Архангельска, остальные три закружились над батареями.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Архангельск мӗн вара, сирӗн шутӑрпа, ҫакӑн ҫине нимӗн тумасӑрах пӑхса ларӗ-и?

— А что ж, Архангельск, по-вашему, будет смотреть на это сложа руки?

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эскадра малалла, Архангельск еннелле кайнӑ вӑхӑтра, десанта аннӑ батальон Онега тӑрӑх тӑвалла хӑпарса, малтан Подпорожье патне, унтан Ческая ялӗ патне ҫитнӗ, кунтан вӑл Ческая ялне кӗмесӗрех, унтан пӑрӑнса иртсе, Вологда чугун ҫулӗ ҫине тухма шутланӑ.

В то время как эскадра направилась дальше к Архангельску, десантный батальон поднялся по реке Онеге к деревне Подпорожье, а затем и к Ческой, стремясь обогнуть ее и добраться лесами до Вологодской железной дороги.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Архангельск ҫывӑхӗнче мӗн пулнине пӗлетӗр-и эсир?

Вы знаете, что было на архангельском берегу?

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Онега портӗнчен те, Архангельск портӗнчинчен пекех, тӗрлӗ ҫӗршывсене, вӑл шутрах Африкӑна та, ӑсатма вӑрмана акӑлчансен рынокне турт-тарса тухнӑ.

Из Онежского порта, так же как из Архангельского, лес вывозился на английский рынок для разных стран, даже в Африку.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак ларура Архангельск районне тата Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанти флотилие йӗркелесе, вӑрҫӑ валли хатӗрлесе ҫитерме укҫа-тенкӗ уйӑрса парасси ҫинчен сӳтсе явнӑ.

На котором обсуждался вопрос об отпуске средств на приведение в боевую готовность района Архангельска и флотилии Северного Ледовитого океана.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансем Мурманска, Кеме, Кандалакшӑна тата Сорокӑна оккупациленӗ хыҫҫӑн Архангельск районӗ те хӑрушлӑх умне тухса тӑчӗ.

После того как англичане оккупировали Мурманск, Кемь, Кандалакшу и Сороку, под угрозой оказался и район Архангельска.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах тӑшман Архангельск еннелле талпӑнма тытӑнсанах эпӗ ледоколсене путаратӑп…

Но если враг будет угрожать Архангельску, я потоплю ледоколы…

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах тӑшман Архангельск патне ҫывхарма хӑять пулсан, эпир ӑна хаяр вут-ҫулӑмпа кӗтсе илӗпӗр.

Но если противник рискнет подойти к Архангельску, мы встретим его жестоким огнем.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Тепӗр каласан, Архангельск та, Ҫурҫӗр Двина та, Мудьюг утравӗ ҫинчи укрепленисем те кашни самантрах боевой участок, фронт пулса тӑма пултараҫҫӗ…

— Ведь и Архангельск, и Северная Двина, и Мудьюгские укрепления каждую минуту могут стать боевыми участками, фронтом…

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сталин юлташпа тӳрӗ провод тӑрӑх калаҫнине, Сталин юлташ Архангельск портне пушатас ыйтӑва хускатнине аса илӗр-ха.

Вспомните разговор по прямому проводу из Москвы, когда был поднят вопрос о разгрузке Архангельского порта.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл портфельне илсе, ун ӑшӗнчен хутсем кӑларчӗ те, вӗсем ҫине час-часах пӑха-пӑха илсе, Архангельск гарнизонӗ ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама тытӑнчӗ.

Он взял портфель, вынул из него бумаги и, поминутно заглядывая в них, стал докладывать о состоянии архангельского гарнизона.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Архангельск оборонине ҫирӗплетес тӗлӗшпе эсир мӗн турӑр?

Что вами предпринято для укрепления обороны Архангельска?

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мӗнпур вӑя, Виноградов юлташ, кирлӗ пек вырнаҫтарса тухнӑ: Архангельск халӗ штыксенчен тытнӑ хӳме ӑшӗнчи пек ларать.

Все силы, товарищ Виноградов, расположены так, что Архангельск стоит сейчас как бы за колючей изгородью штыков.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Оборонӑн ҫыран хӗрринчи линине тума калаҫса татӑлчӗҫ, мӗншӗн тесен тинӗс енчен Архангельск хӳтлӗхсӗр: Ҫурҫӗр флотилинче пӗтӗмпе те темиҫе пӗчӗк карапсемпе ҫаврӑнӑҫусӑр виҫӗ кивӗ ледокол ҫеҫ.

Предполагалось создать береговую линию обороны, так как со стороны моря Архангельск был беззащитен: северная флотилия состояла из нескольких мелких судов и трех неповоротливых старых ледоколов.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Архангельск исполкомӗнче кунӗн-ҫӗрӗн ҫар специалисчӗсемпе пӗрле канашлаҫҫӗ.

В Архангельском исполкоме днем и ночью шли совещания с военными специалистами.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Архангельск, темӗн пулассине сиснӗ пек, сыхланса пурӑнать.

Архангельск насторожился.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗрӗссипе сирӗн, Мурманск е Кемь халӑхӗпе нимӗн ӗҫ те ҫук пекех, Архангельск халӑхӗпе те нимӗнле ӗҫ те ҫук.

До населения Архангельска вам так же нет дела, как и до населения Мурманска или Кеми.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Сирӗн ӗҫӳсем ҫине Архангельск халӑхӗ мӗнле пӑхнине пӗлетӗр-и эсир?

— А вы знаете, как реагирует на ваши действия население Архангельска?

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней