Поиск
Шырав ĕçĕ:
— «Халӗ пулсан, кана придворнӑй бал теме пулатчӗ, хӗрарӑмсем вара ытла та чаплӑ тумланнӑ, ҫапла, вӑхӑчӗ урӑх ҫав, платьесене урӑхла ҫӗленинченех паллӑ. Пирӗнни пек платьесем тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем те курӑнкалаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫапла ахаль ҫеҫ, шӳтшӗн кӑна тумланнӑ; ҫапла, вӗсем ахаль ҫеҫ иртӗхеҫҫӗ, хӑйсен тумӗсенчен шӳтлесе кулаҫҫӗ; ыттисем ҫинче урӑхла костюмсем, темли те пур: хӗвелтухӑҫ енче тӑхӑнаканни те, кӑнтӑр енче тӑхӑнаканни те, анчах пурте вӗсем пирӗннинчен чипертерех, ҫыпӑҫуллӑрах; анчах чи паллӑ вӑхӑтри Афинӑра пурӑннӑ гречанкӑсем тӑхӑнса ҫӳренӗ тум евӗрлӗ питӗ ҫӑмӑл та ирӗк костюмсем ытларах; арҫынсем те пилӗк тӗлӗнче тытса тӑман, манти е иманти евӗрлӗ шалпар кӗпесем тӑхӑннӑ; ҫакӑ вӗсен ахаль чухне, килте тӑхӑнса ҫӳремелли тумӗ иккенӗ пӑхсах курӑнать, анчах мӗнле кӑмӑллӑ та илемлӗ вӑл тум!
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Сан ҫӗвӗҫӳсем ыттисенчен вунӑ хут канлӗрех пурӑнаҫҫӗ вӗт, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче, ыттисемпе танлаштарсан, ҫирӗм хут ытларах савӑнаҫҫӗ, сирӗнни чухлех средствӑллӑ ҫынсемпе танлаштарсан, инкек-синкексене ҫӗр хут сахалтарах тӳссе ирттереҫҫӗ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйсене хӑйсем: ирӗкре пурӑнатпӑр, тесе йӑпатакан хӗрарӑмсем пулнӑ вӗсем, анчах вӗсем хӑйсен чиперлӗхне сутса пурӑннӑ, вӗсем хӑйсен ирӗклӗхне сутнӑ.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку хӗрарӑм-патша ҫумӗнче нимле эреш те ҫук — вӑл ҫав тери чипер пулнӑран ӑна пуҫ тайса пурӑнакансем, унӑн тӗлӗнмелле кӗлеткине хӑйсен каҫса кайсах пӑхакан куҫӗсенчен пытарас мар тесе, тумтирпе ҫӳретесшӗн пулман ӑна.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ акӑ суд умне пурте питӗ пысӑк айӑп тунӑ тесе шутлакан хӗрарӑм тӑмалла: унӑн, Афинӑна пӗтерекенӗн, вилмеллех, судьясенчен ӗнтӗ кашниех хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шутласа хунӑ; ак вӗсен умне хайхи айӑплӑ хӗрарӑм, Аспазия тухса тӑрать, судьясем вара пурте ун умне ҫӗре ӳкеҫҫӗ те: «Сана суд тума май ҫук, эсӗ ытла та чипер!» теҫҫӗ.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ареопаг хӑйӗн хӗрхенӳсӗрлӗхне пула чапа тухнӑ, вӑл айӑпланакан кам пулнине пӑхса тӑмасть, никама та хӗрхенмест: унта турӑсемпе хӗрарӑм турӑсем те хӑйсен ӗҫӗсене пӑхса тухма параҫҫӗ.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта ӑшӑ пӗтӗм кӑкӑра кӗрсе тулать: ку вара фантази хускатса янӑ чӗре таппи кӑна мар, ҫук, вӑл вӑхӑтра пӗтӗм кӑкӑра уҫӑ, ҫӑмӑл пек туйӑнать; ку вӑл этем сывласа пурӑнакан атмосфера улшӑннӑ чухнехи пек, сывлӑш чылай таса пек, унта кислород питӗ нумайланса кайнӑ пек туйӑнать; ку вӑл хӗвеллӗ ӑшӑ кунта пулакан туйӑм евӗрлӗ, ку вӑл хӗвел питӗнче хӗртӗннӗ чухнехи туйӑм пек; анчах пысӑк уйрӑмлӑх пур, вӑл — сулхӑнпа ӑшӑ нервсенче хӑйсенче аталанни, нервсем хӑйсен пулӑшакан элеменчӗсемпе вӗсен ачашлакан вӑйӗсене пӗр салатмасӑр йышӑнни».
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хальхи ҫынсем ҫакӑн пек чунлӑ мар ҫынсене хӑйсен пӗлӗшӗсен йышне илменнине, вӗсемсӗрех пӗлӗшсем сахал пулнипе аптраманнине тата хӑйсен пӗлӗшӗсене вӗсем нимпе те уйрӑлса тӑман ҫынсем, ахаль ҫынсемех тесе шутланине вара кӗнекене ҫыраканни малтанах курса тӑма пултарайман, вулакансем камсем пулассине те чухлайман.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юрату пӗрлештерсе тӑна чух вӗсем мӗн чухлӗ ытларах пурӑнаҫҫӗ, ун илемӗпе нумайрах та нумайрах ҫуталаҫҫӗ, ӑшӑнаҫҫӗ; вӑл сӗм ҫӗрлечченех, хӑйсен ӳссе пыракан ачисемшӗн тӑрӑшасси пирки ытларах шухӑшламалла пуличченех ҫапла пулать.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн тата ҫакна калас пулать: Васильевскинчи пекех, Вера Павловна кашни кунах: ирлӗ-каҫлӗ чей ӗҫет, кӑнтӑрла апат ҫиет; ҫапла, поэтсем хӑйсен сӑввисенче нихҫан та мухтаса юрламан ҫак уйрӑмлӑха — кашни кунах апатланассине те икӗ хутчен чей ӗҫессине — вӑл пӑрахмарӗ, тата ӑна вӑл кӑмӑллӑ япала вырӑнне хучӗ, тепӗр тесен, вӑл чечен мар, хитре мар, начар пек туйӑнакан енӗсене пурне те сыхласа хӑварчӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметовсем пӗтӗмпех ӗҫе хутшӑнса каяҫҫӗ те, вӑл вара вӗсемшӗн пурнӑҫа тултарса тӑракан чи кирлӗ япала пулса тӑрать; вӗсемшӗн вӑл хӑйсен пурнӑҫӗ вырӑнне юлать.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗчӗк поэмӑна вӗсем икӗ хутчен вуласа тухрӗҫ; вӗсен аллине вӑл авторӑн тата хӑйсен пӗлӗшӗ урлӑ пичетленсе тухиччен виҫӗ ҫул малтан лекрӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах иккӗмӗш апат вара йӗркеллех пулчӗ; вӗсем хӑйсен историйӗсене йӗркеллӗн кала-кала кӑтартрӗҫ, ӗнер мӗн каланине вара пӗр турӑ кӑна пӗлет; вӗсем кулчӗҫ те, шухӑша та кайса ларчӗҫ, пӗрне-пӗри шеллерӗҫ; вӗсене кашнинех пӗринчен тепри нумайрах асапланнӑ пек туйӑнчӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Студентсем ӑна ҫакӑн хыҫҫӑн тин асӑрхаса илеҫҫӗ, пуҫ таяҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра хӑйсен профессорне илсе те каяҫҫӗ; вӑл вӑрах пуҫтарӑнмарӗ, ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан сюртукне хывманччӗ те, тата ӑна Вера Павловна та хӑваларӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирхине, каярах юлса вӑрансан вара, ӗлӗкхи сӑмахсем вырӑнне икӗ сӑмах ҫеҫ пӗр сӑмахпа кӗрешеҫҫӗ: «курнӑҫаймӑп» — «курнӑҫӑп-ха», — ирӗпех ҫапла пырать; ҫак кӗрешӳре пурте, пурте манӑҫа тухаҫҫӗ, «курнӑҫаймӑп» текен пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар хӑтланакан, ӑна ярса тытакан, тытса тӑракан пысӑкрах сӑмах та манӑҫа тухать; пӗчӗк сӑмахӗ вара тарса каять те ҫухалать, тарса каять те ҫухалать: «курнӑҫӑп-ха»; пысӑкрах сӑмах пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар пулса вӑй хунӑ чух пурте, пурте манӑҫа тухать, анчах вӑл хӑйӗнчен чӑнах та ямасть иккен, тытса тӑрать, ӗлӗкхи пӗчӗк сӑмаха ниҫта та тартас мар тесе, хӑйне пулӑшма тепӗр пӗчӗк сӑмаха чӗнет: «ҫук, курнӑҫаймӑп…» «ҫук, курнӑҫаймӑп», — ҫапла, халӗ ӗнтӗ икӗ сӑмах улшӑнчӑк кӑмӑллӑ пӗчӗк сӑмаха хӑйсен хушшинче ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен вӑл ниҫта та тараймӗ, вӗсем ӑна хӑйсен хушшине хӗстерсе хунӑ: «ҫук, курнӑҫаймӑп» — «ҫук, курнӑҫаймап…»
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта ӗҫ сирӗн вӑрттӑнлӑхӑрсем уҫӑлнинче мар: вӑрттӑнлӑхсем, мӗнле пулсан та, хаклӑ япаласем, вӗсене пытарма, упраса тӑма манса каймастӑн; ҫитменнине тата вӗсем кашнийӗннех ҫук, нумайӑшӗсен хӑйсен ҫывӑх ҫыннисенчен ним пытармалли те пулмасть.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ма тесен, хӑйсен позицийӗсене майӗпен ҫухатакан акӑлчанпа вырӑс чӗлхисен пуласлӑхӗ те пысӑк ыйтуллӑ тесе каларӑм ӗнтӗ.
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html
Мӗншӗн тесен, кунта куҫса килнӗ мӑсӑльман-арапсем хӑйсен чӗлхисемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, акӑлчан, француз е нимӗҫ чӗлхисене пӗлмеҫҫӗ.
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html
Авалхи шумер, латин, грек, рим чӗлхисем нумай халӑхсене ҫыхӑнтаракан, вӗсен чӗлхисене хӑйсен чӗлхисенчи сӑмахсене кӗртсе аталантаракан чӗлхесем пулни ҫинчен те кашниех вуланӑ пуль.
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html
Философсем: «Пурте юхать, пурте улшӑнать», — тенӗ пекех, ӗлӗкхи «тӗнче чӗлхисем» пӗрин хыҫҫӑн тепри улшӑнса пынӑ, хӑйсен позицийӗпе статусне ҫухатнӑ.
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html