Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑл (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухтиван ҫӳллӗ, хытанка, кӑшт тухса тӑракан пит шӑммиллӗ, «ҫӑмӑл» кӗлеткеллӗ.

Вот и Ухтиван высок, худощав, с несколько выступающими скулами, как говорят, легкий на ногу.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри — хитре, ҫӑмӑл, ҫурта пек тӳрӗ те ҫап-ҫамрӑк.

Одна — молодая, красивая, легкая.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, кашни вилекенпе вилме ҫук.)

Жалко, конечно, но что поделаешь, с каждым умершим в могилу не зароешься — земля ему пухом.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл пур тӳмисене те тӳмеленӗ ҫӑмӑл хура сюртукпа, погонсӑр.

Николай одет в легкий темный сюртук, застегнутый на все пуговицы, без погон.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй вӑл хӑрах аллипе Йӑтнӑ сӑра чӗресси: Ай-хай, хӗн пек ҫӗклесси, Ай-хай, ҫӑмӑл ӗҫесси!

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗр пуслӑх Паман ӑна ӑс ҫӑмӑл туслӑх, Чун ӑшшине те вӑл пӗлмен-тӗр…

Помоги переводом

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫан-ҫурӑм ҫӑвӑннӑ пек ҫӑмӑл Енне йӑванчӗ пек тиев.

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ав, пӗлӗт таткисем хӑяккӑн Ҫӳреҫҫӗ ҫӑмӑл ярӑнса…

Помоги переводом

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ик куҫ харши — чӗкеҫ хӳри, Чӗвеннӗн ҫӑмӑл авкаланнӑ.

Помоги переводом

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кам панӑ мӑнлӑх, кам пилленӗ, Ак, халӗ, калӑпӑр, мана, Мӗне кура ялан силленӗ Ҫак ҫӑмӑл пурнӑҫпа, кала?

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗнче тирпейсӗр те йӑлт хӑтсӑр: Пӗриншӗн вилӗм е асап, Теприншӗн пурнӑҫ ҫӑмӑл шутсӑр — Ҫӳрет ӗҫ-пуҫсӑр, юрласа».

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫумра чӑн тус пулсассӑн ҫӑмӑл: Вӑл ҫеҫ пултарӗ йӑпатма.

Помоги переводом

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла та ҫӑмӑл, ҫутӑ, ирӗк, Чӗнет ачашшӑн шывӗ, хирӗ, Ытла та илӗртет вӑрман…

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку ӗнтӗ сӳрӗклӗх; вӑл пусӗ, Кӑлармӗ ҫӑмӑл ыйхӑран.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Колхозсене пӗрлештерсен, вӑл хамӑр колхоз членӗ пулать ӗнтӗ, ӑна ӗҫкунӗ ҫине куҫарма та ҫӑмӑл.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятманпа юнашар утма ҫӑмӑл та савӑк.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та качча ывӑтма ҫӑмӑл пулас ҫук — урисене, пӗтӗм тӑлпӑвне ҫирӗп тытать.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс мана пӗчӗк ачана вӗрентнӗ пек вӗрентсе ан лар.— Кашни ҫын хӑй пултарнӑ ӗҫе тумалла, ҫӑмӑл ӗҫ шырамалла мар.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана вӑратма кирлӗ мар, эпӗ ҫӑмӑл ыйӑхлӑ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урисене пӗри ҫӑмӑл атӑ тӑхӑнса янӑ, тепри кивӗрех боты тӑхӑннӑ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней