Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупа сăмах пирĕн базăра пур.
тупа (тĕпĕ: тупа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Олимп ҫинчи таса турӑсен ячӗпе тупа тӑвӑп: ӗҫ ӑнӑҫассине ӗненӗр, пирӗн ӗҫ йӑлтах ҫухалман-ха; ҫӗнтерес е вилес тесе ҫапӑҫма шутлатпӑр пулсан, эпир ҫӗнтерӗпӗр!

Нет, клянусь священными богами Олимпа, не все потеряно, пока есть еще вера в дело, не все потеряно, пока еще есть мужество, напротив, победа обеспечена, если мы будем тверды в решении победить или умереть!

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Олимп ҫинчи Юпитер ячӗпе тупа тӑватӑп, Спартак мӗскӗн хӗрарӑм пек пулса кайрӗ!

Клянусь Юпитером Олимпийским, Спартак превратился в жалкую бабу!

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Айӑплакан Юпитерӑн ҫиҫӗмӗсем ячӗпе тупа тӑватӑп, ун пек пулас ҫук! — терӗ вӑл.

Клянусь молниями Юпитера Карателя, этого не будет!

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Тамӑк туррисен ячӗпе тупа тӑватӑп!

 — Клянусь богами ада!

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартак вӑл ыталанинчен вӗҫерӗнесшӗн туртӑнчӗ те Валерие ачашласа: — Эпӗ тупа тунине саншӑн пӑсма ирӗк илсен, сан патна таврӑнӑп… эпӗ ыран, тепӗр кунне, май килсенех таврӑнӑп. Эсӗ вара мана каҫаран, мана тата хытӑрах юратакан пулӑн… енчен пирӗн хушӑра хальхинчен те пысӑкрах юрату пулма пултарать пулсан… Чипер юл! — терӗ Спартак.

Спартак, пытаясь вырваться из ее объятий, продолжал, лаская Валерию: — Но я вернусь, вернусь после того как получу разрешение нарушить для тебя мою клятву, я вернусь завтра, послезавтра, как только смогу. И ты меня простишь тогда и будешь любить еще больше… если между нами может существовать любовь более сильная, чем та, что связывает нас сейчас… Прощай…

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Вӑл — хӗрарӑм мар, — терӗ гладиатор кулянса, — эпӗ пӗр таса ӗҫ тӑвӑп тесе тупа туса сӑмах панӑ.

— Это не женщина, нет, — возразил, печально качая головой, гладиатор, — я связан священной и нерушимой клятвой.

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп!..

Но боги!..

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Германие хӳтӗлекен турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп, эсӗ пирӗн пӗтӗм ӗҫе путарса лартас тетӗн!

Клянусь богами, покровителями германцев, ты хочешь провалить наше предприятие!

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Пӑвса вӗлерӗр ӑна… вӗлермесен, эпӗ сире хӑвӑра пӑталама хушӑп, факелсен, эриннийсен ҫӗленӗсен ячӗпе тупа тӑватӑп!

— Задушите его или я прикажу всех вас распять, клянусь факелами и змеями Эринний!

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫӳлти турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп…

Клянусь всевышними богами…

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Юпитер ячӗпе тупа тӑватӑп… ку ниме те юрӑхсӑр… ку — Телейлӗ Суллӑн…

О, клянусь Юпитером … это ни на что не похоже… Суллы Счастливого…

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах санӑн мӗнпур туррусен ячӗпе тупа тӑватӑп: эпӗ, инкекрен, Арторикса амантас пулсан…

Но клянусь тебе всеми твоими богами, что если, к несчастью, мне придется ранить Арторикса…

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Олимп ҫинчи турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп…

Клянусь всеми богами Олимпа…

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах Геркулес чукмарӗ ячӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ сана пурпӗрех ҫапӑҫтарӑп!

Но клянусь палицей Геркулеса-победителя, ты будешь сражаться.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Олимп ҫинчи мӗнпур турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп, хӑравҫӑ сурӑхсем, манӑн пумилккере ларатӑр тесе шухӑшламастӑр-и эсир?

— Клянусь всеми богами Олимпа вы, кажется, думаете, трусливые овцы, что присутствуете на моем поминальном пире?

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫапла тупа тунӑ чухне унти ҫынсем пурте шуралса кайрӗҫ, ним тума пӗлмесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ.

При этой клятве все присутствующие побледнели, растерянно поглядывая друг на друга.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хама хӳтӗлекен Аполлон турӑ ячӗпе тупа тӑватӑп, Луций Корнелий Сулла ячӗпе тупа тӑватӑп: эсӗ хӑвӑн виллӳпеле ҫывӑхри пахчасене ҫемҫетӗн.

Или, клянусь арфой божественного Аполлона, моего покровителя, клянусь Луцием Корнелием Суллой, что ты своим трупом унавозишь мои огороды.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Мом туррӑн маски ячӗпе тупа тӑватӑп.

— Ах, клянусь маской бога Мома.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Олимп ҫинчи тата тамӑкри мӗнпур турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ кунта мӗн пӗлни ҫинчен те, пирӗн хушшӑмӑрта мӗн пулса иртни ҫинчен те никама та, Верреса хӑйне те каламӑп, анчах эсир мана чӗрӗ хӑварӑр…

Я торжественно клянусь всеми богами Олимпа и ада не передать никому, даже Верресу, ничего из того, что я узнал, только пощадите меня.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ҫӳлти турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп…

— Клянусь высокими богами…

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней