Поиск
Шырав ĕçĕ:
Америкӑри ҫав тискер йӗркесем ҫинчен вӗсем чылайччен калаҫнӑ, вӗсем пирки тарӑхса кайнӑ.Они долго спорили, возмущались порядками, которые существуют в Америке.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑрмансенче темӗн тӗрлӗ тискер кайӑк та пур — мӗнли кӑна кирлӗ.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унччен князь ирӗкре уҫӑлса ҫӳренӗ, темӗнле тискер кайӑка ҫапса ӳкернӗ, хаяр тӑшмансемпе тӗл пулнӑ.А тем временем гулял князь на воле, дикого зверя бил, с врагами стыкался.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл юлашкинчен мана чи тискер вилӗмпе вилесси патне илсе ҫитерчӗ-шим?
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл рыцарь ҫичӗ ют ҫынни пулнине, ун енче хаяррӑн тавӑрасшӑн пулса унӑн ашшӗ, тӑванӗсем, пӗтӗм тӑван ҫӗршывӗ тӑнине, хулана хупӑрласа тӑракан запорожецсем хӑрушӑ ҫынсем пулнине, хула ҫыннисем хӑйсен хулипе пӗрле тискер вилӗмпе пӗтессине аса илчӗ… вара сасартӑк ун куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ; вӑл пурҫӑнпа тӗрлесе пӗтернӗ тутӑр ярса тытрӗ, унпа хӑйӗн питне хупӑрласа лартрӗ, пӗр минут хушшинче вара вӑл йӗп-йӗпе пулса тӑчӗ; хӑйӗн илемлӗ пуҫне каялла тытса, вӗлерекен ҫӗлӗн сӑхнине туйса илнӗ пек, аялти хитре тутине юр пек шурӑ шӑлӗсемпе ҫыртса нумайччен ларчӗ, — рыцарь вӑл ҫав тери хуйхӑрнине ан куртӑр тесе тутӑрне пичӗ ҫинчен пачах та илмерӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫапӑҫусем хушшинче мӗнле те пулин дисциплинӑна вӗренессине козаксем кичем ӗҫ тесе шутланӑ, вӗсем пӗр-пӗр япалана тӗллесе пӗркеленӗ ҫеҫ тата хутран-ситрен юланутпа ӑмӑрткаланӑ, ҫеҫенхирте е ҫаран ҫинче тискер кайӑка хӑваланӑ, ытти мӗнпур вӑхӑта гулять туса ирттернӗ, ку вара этем чунӗ ҫав тери ирӗккине пӗлтернӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кам пӗлет, тӗн пӗр-пӗр тутар пӗрремӗш ҫапӑҫурах вӗсен пуҫне касса татӗ, амӑшӗ вӗсен ӳчӗсем ӑҫта выртнине те пӗлмӗ, вӗсене тискер вӗҫен-кайӑксем шӑтарса ҫисе ярӗҫ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Икӗ тискер кайӑкӗ те пӗр вӑхӑтра антилопа патне чупса ҫитеҫҫӗ те тавлашма тытӑнаҫҫӗ.
Тигрпа упа ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хӑвӑн паттӑрлӑхупа, ырӑ кӑмӑлупа тӗнчипех чапа тухрӑн, апла пулсан ман пек пӗчӗк те ниме тӑман тискер кайӑк юнӗпе аллуна варалани те килӗшмест сана.
Тигрпа шӑши ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Пӗтӗм тискер кайӑксен бадшахӗ вӗт эсӗ.
Тигрпа шӑши ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ӑна курма пур тискер кайӑксем те пыра-пыра кайрӗҫ, пӗр тилӗ кӑна пырса кӗмерӗ.
Тигр, кашкӑр тата тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Тата акӑ мӗн пирки мухтавлӑ эсир: сирӗн ӑру тискер кайӑксен ӑрӑвӗ шутланса тӑрать, анчах сирӗнтен пӗри те айӑпсӑр чӗрчунсене нихҫан та вӗлермӗн.
Автанпа шакалсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Тискер кайӑксем хушшинче тӗрӗслӗхе сирӗнтен ытла хисепе хураканни пачах та ҫук.
Автанпа шакалсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Нумаях та пулмасть, эсӗ ман пек вӑйлӑ та хӑватлӑ тискер кайӑк ҫӗр ҫинче урӑх ҫук, тесе мухтанаттӑнччӗ-ҫке.Давно ли ты хвастался, что нет на свете зверя, равного тебе по могуществу?
Тигр, упӑте тата кӑткӑсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Ман пек вӑйлӑ та хӑватлӑ тискер кайӑк урӑх ҫук!
Тигр, упӑте тата кӑткӑсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Халь ӗнтӗ пур тискер кайӑксем те ним хӑрамасӑрах ҫӳреме пултараҫҫӗ!
Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ӗнер вара ҫав хыпара пур тискер кайӑксене те пӗлтерес тесе кунӗпех параппан ҫапнӑ.А вчера целый день били в барабан, чтобы известить всех зверей об этом решении.
Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӗсем вара: тискер кайӑксен пӗр-пӗрне вӗлермелле мар, ҫимелле мар, тесе йышӑннӑ.И вот порешили они запретить зверям убивать и есть друг друга.
Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫавӑнпа пур тискер кайӑксен ҫулпуҫӗсем пухӑннӑ та вунӑ кун канашлана пӗрле.Поэтому вожди всех звериных племен собрались вместе и совещались целых десять дней.
Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Чӗрчунсем кашни кунах хӑйсене тискер кайӑксем тыта-тыта ҫини ҫинчен ҫулпуҫӗсене каласа параҫҫӗ.Животные каждый день жаловались своим вождям, что хищные звери ловят и пожирают их.
Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.