Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунне сăмах пирĕн базăра пур.
кунне (тĕпĕ: кунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне хӗрачасем шкула иртерех килчӗҫ.

На следующий день девочки пришли в школу пораньше.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

«Кунне 55 тушка сысна сутӑнать.

Помоги переводом

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Паллах, Космонавтика кунне Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗ те анлӑ паллӑ тӑвать.

Помоги переводом

Шуршӑл ачи // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60740

Чӑваш чӗлхи кунне тата Аслӑ Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тума Энтрияль, Вӑтапуҫ, Карӑклӑ, Уҫырма, Пайкилт, Атнаш, Ҫеҫпӗл вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

Ҫак техника кунне 35 гектар таран акма пултарать, ун ҫинчи ӑслӑ программа мӗн чухлӗ вӑрлӑх, топливо юлнине пӗтӗмпех асӑрхаттарса тӑрать.

Помоги переводом

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Акӑ, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне, Ҫӑварние, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявлама ватти-вӗтти йышлӑ хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Вӗсенчен чи пӗлтерӗшли — Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунне паллӑ туни.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Анчах та Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен хӑрушӑ хыпар ҫитсе мана ураран ӳкерчӗ: «Мӑшӑру вӑрҫӑра пуҫне хунӑ».

Помоги переводом

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Шел те, Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илеймен паттӑр.

Помоги переводом

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Каҫхине Настьӑпа Ксюшӑн ҫуралнӑ кунне уявлама пынӑ хӑнасем пӗрмаях урине бинтпа ҫыхнӑ паттӑр Тимофей ҫинчен калаҫрӗҫ, хаяр йытӑран хӳтӗленине сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Ултӑ кунне пурӑнтӑм та ӗнтӗ, вӑл — тӑван-пӗлӗшсем патне ҫӳресех иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫав укҫа мана Анфиса валли парне илме кирлӗччӗ, вӑл — ҫуралнӑ кунне уявлама шутланӑччӗ…

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тепӗр кунне вара эпӗ те, чӑматан йӑтса, аслӑ ҫул ҫине тухрӑм…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

…Тепӗр кунне каҫалапа общежитире пирус мӑкӑрлантарса тата ҫав пирус тӗтӗмӗ чӳречерен кӗрекен хӗрлӗ хӗвел ҫутинче епле ирӗлнине пӑхса выртнӑ чухне мана каллех телефон патне чӗнчӗҫ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Паянхи диктанта Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев 175 ҫул тултарнине тата Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне, чӑваш чӗлхине кунне халласа ҫыратпӑр.

Помоги переводом

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсерен Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырас йӑла ҫирӗпленнӗ темелле.

Помоги переводом

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Халӗ сыватмӑш кунне 600 ҫын таранах йышӑнма пултарать.

Помоги переводом

Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Тепӗр кунне те ҫав шурӑ пӗсехеллӗ кайӑк йывӑҫа такканине куртӑм.

Помоги переводом

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

«Тӑватӑ ҫулталӑкри» сӑвӑсем пекех, кунти калавсенче вӑрҫӑн малтанхи кунӗсене те, тӗрлӗ тапхӑрӗсене те, Ҫӗнтерӳ кунне те кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней