Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт сăмах пирĕн базăра пур.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теветкел йӗкӗт пек ниҫта кайса кӗрейми чӑрсӑр Дон катрам хумӗсемпе пӗтӗрӗнсе юхрӗ.

Дон, буйный, как смолоду, бугрился вихрастыми валами.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Кавӗрле килне унччен кӗркелесе тухса кайнӑ хӗрлӗармеецсем, старикӗн шап-шурӑ ҫӳҫне курса, пурте атте тесе чӗнетчӗҫ пулин те, мучишӗн халӗ йӗкӗт сасси уйрӑмах ӑшшӑн илтӗнчӗ.

Несмотря на то, что все красноармейцы, переступавшие порог Гаврилиного дома, глянув на его волосы, опрятно выбеленные сединой, называли его отцом, на этот раз Гаврила почувствовал в тоне голоса теплую нотку.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

— Мӗн, ҫарамас ҫӳрес ҫук пуль йӗкӗт!

— Ну, а то телешом, что ли, парню ходить!

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Кӑштах шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн вӑл татах темскер каласшӑн пулчӗ, анчах йӗкӗт сӑмсипе тикӗссӗн сывланине илтрӗ те, сулӑнса каясран аллипе тытӑнкаласа, чӗрне вӗҫҫӗн кравать патӗнчен пӑрӑнса кайрӗ.

Подумав, хотел еще о чем-то спросить, но услышал ровное, в нос дыхание и, удерживая руками равновесие, на цыпочках отошел от кровати.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Йӗкӗт шӑпӑрт сӑмах шарламасӑр пӳрнисемпе утияла хускаткаласа илчӗ, маччан сӑрламан хӑми ҫине пӑха пуҫларӗ.

Молча пошевелил по одеялу пальцами и перевел взгляд на некрашеные доски потолка.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Вунулттӑмӗш кун ҫитсен, шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт пуҫласа куҫне уҫрӗ те, Кавӗрле мучи ҫил ҫинчи эрешмен карти пек хуллен хӑйӑлтатса тухакан сасса илтрӗ:

На шестнадцатый день в первый раз открыл белокурый глаза, и услышал Гаврила голос, паутинно-скрипучий:

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Унӑн карчӑкӗ кашни кун, чӑлӑм куҫ хупмасӑр ирттернӗ кашни каҫ кравать патӗнче типсе, сӑнран кайса пычӗ, пӗркеленчӗк пичӗ тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртата-шӑпӑртата анчӗҫ; ҫакна курсах, асӑрхасах тӑчӗ Кавӗрле мучи, курчӗ те — карчӑкӗ вӑрҫӑра вилнӗ ывӑлне, Петрона, юратни уншӑн хуйхӑрса пӗтермесӗрех ҫак ним хускалми выртакан, вилӗм ыталаса чуп тунӑ ют йӗкӗт ҫине ҫулӑм пек сиксе ӳкнине ӑнланчӗ, ӑна чунӗ-чӗрипе туйрӗ.

Видел Гаврила, как с каждым днем, с каждой бессонной ночью бледнеет и сохнет возле кровати старуха, примечал и слезы на щеках ее, вспаханных морщинами, и понял, вернее — почуял сердцем, что невыплаканная любовь ее к Петру, покойному сыну, пожаром перекинулась вот на этого недвижного, смертью зацелованного, чьего-то чужого сына…

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче — Дон енчен тулхӑрса вӗрекен хӗвелтухӑҫ ҫилӗ ҫӗрлехи хура тӳпене пӑлхатнӑ тата станицӑна сивӗ пӗлӗтсемпе хупласа илнӗ вӑхӑтсенче — Кавӗрле мучи, пуҫне алли ҫине хурса, суранлӑ йӗкӗт патӗнче ларчӗ.

В длинные зимние ночи, когда восточный ветер, налетая с Обдонья, мутил почерневшее небо и низко над станицей стлал холодные тучи, сиживал Гаврила возле раненого, уронив голову на руки.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Кавӗрле мучи шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт умне пӗшкӗнчӗ, унӑн хуралса кайнӑ пичӗ ҫине тинкеререх пӑхрӗ те хӗрхеннипе шартах сикрӗ: халӗ ӗнтӗ ун умӗнче хаяр сӑнлӑ, йӗп пек витерсе пӑхакан куҫлӑ продкомиссар мар, вунтӑхӑр ҫулсенчи ҫамрӑк ҫын выртать.

Нагнулся Гаврила над белокурым, вглядываясь в почерневшее лицо, и дрогнул от жалости: лежал перед ним мальчишка лет девятнадцати, а не сердитый, с колючими глазами продкомиссар.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Иккӗмӗшӗ, шатра питлӗ, хура мӑйӑхлӑ йӗкӗт, шӑлӗсене ниҫта кайса кӗрейми тарӑхса, хаяррӑн йӗрсе хунӑ; пуҫне хулпуҫҫийӗсем хушшине хутлатса, мелсӗррӗн мӑкӑрӑлса выртать.

Второй, щербатый и черноусый, выгнулся, вобрав голову в плечи, оскалясь непримиримо и злобно.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт — тыткаларӑшне кура, начальник пекки пулмалла — сивӗре атӑ кӗлисемпе таклаттарса, ҫирӗппӗн каларӗ:

Рослый, белокурый, по виду начальник, постукивая на морозе каблуками, сказал:

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

— Ватӑлса кайнӑ эсӗ ют ҫӗрте, йӗкӗт!

— Постарел ты, парень, в чужих краях!

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Йӗкӗт, мӗнле пурӑнса курман ҫын эсӗ! — кӑшкӑрчӗ Карпов.

— Паря, какой же ты непрактичный! — кричал Карпов.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эсӗ мӗн хӗпӗртесе ӳкрӗн, йӗкӗт? — ыйтрӗ Карпов Умарӑран.

— Что ты развеселился, паря? — спросил Карпов Умару.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем пирӗнтен иртсе кайрӗҫ, йӗкӗт.

Обскакали они нас, паря.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗкӗт, темскер пулнӑ пулмалла.

Паря, что-то случилось, видно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсене пула, йӗкӗт, механиксем мӗн чухлӗ асап курчӗҫ!

Сколько, паря, муки приняли из-за них механики.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗкӗт, халех чупса каятӑп!

Паря, уже бегу!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Начальник лайӑх кулать, йӗкӗт.

— Хорошо, паря, начальник смеется.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мӗн шыраса ҫӳрет вӑл тайгара, йӗкӗт? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Карпов.

— Что он ищет в тайге, паря? — с удивлением спросил Карпов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней