Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Валерий сăмах пирĕн базăра пур.
Валерий (тĕпĕ: Валерий) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ, ЧР журналистсен союзӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Петрович КОМИССАРОВ ҫак кунсенче 60 ҫул тултарчӗ.

Помоги переводом

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак командӑри Валерий Осипов, Василий Львов, Пахом Евгеньев, Вениамин Васильев, Авксентий Якимов, Валентина Иванова, Галина Николаева темиҫе хут та район чысне республика шайӗнче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Помоги переводом

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫӗнтерӳҫӗсен ретне пӗр тӑван Леонидпа Тимофей Тимофеевсем, Валерий Беляев, Нина Андриановӑпа Тамара Егорова тухнӑ.

Помоги переводом

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Архивра упранакан «Ленинец» хаҫатӑн 1961 ҫулхи пӗр номерӗнче тухнӑ статьяра ҫапла ҫырса хунӑ: «2 ҫухрӑма чупас енӗпе Апашран килнӗ Роза Константинова финиша чи малтан ҫитет, 3-мӗш вырӑна – Нина Андрианова. 3 ҫухрӑма ӑмӑртса ҫак шкулти Валерий Павлов мала тухать, Юрий Михайлов – виҫҫӗмӗш».

Помоги переводом

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Галинӑпа Валерий Ванюркинсем, Сергей Просвирнов, Мария Илларионова, Павел Иванов, «Дарите женщинам цветы», «Эп телейлӗ санпа юнашар», «Пулӑпӑр-ха пӗрле», «Ах, судьба», «Любовь не слово» юрӑсемпе сцена ҫине тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ларисӑпа Михаил Игнатьевсене, спектакль пӑхма кӑмӑл тунӑскерсене, театр директорӗ Вадим Ефимов тата пултарулӑх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗтсе илнӗ.

Помоги переводом

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

РФ Монополипе кӗрешекен службӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Котеев тупӑшу йӗркелессипе чи нумай ҫӑхав пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа, ҫӗр ҫинчи транспортпа, пулӑшу ӗҫӗ тӑвассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- 2015 ҫула илес пулсан, суту-илӳ, общество апатланӑвӗн, производство, хатӗрлев, пулӑшу ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, инноваци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе тухӑҫлӑха ӳстерес ыйтусемпе уйрӑмах тимлӗ ӗҫленине палӑртмалла, - терӗ Валерий Михайлович. - Организацисемпе предприятисен ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 11 миллиард тенкӗпе танлашрӗ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑвашпотребсоз канашӗн председателӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов хӑйӗн отчетлӑ докладӗнче чӑваш кооператорӗсен иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пуху ӗҫне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Афганистанта пуҫ хунӑ Валерий Кузнецова асӑнса иртекен турнир вӑтӑр ҫул ытла ӗнтӗ ҫак ялта иртет.

Помоги переводом

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварас пулать: ыран, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валерий Красновӑн Хусанта иртнӗ парсоналлӑ куравне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел пулӗ.

Также следует отметить, что завтра 10 марта в Чувашской национальной библиотеке состоится круглый стол по итогам персональной выставки Валерия Краснова в Казани.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Алексей Васильев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗ, ку енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ 80 кг виҫери тупӑшура, шкул директорӗ Валерий Васильев 60-70 кг хушшинче, ҫавӑн пекех Александр Викторов мала тухрӗҫ.

Помоги переводом

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Валерий Важоров уҫнӑ искусствӑсен факультетӗнче халӑх юррин класне ертсе пыратӑн...

Помоги переводом

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Институтра ҫав ҫулсенче Вячеславпа пӗрле тӗнче тата ХХ Олимп вӑййисен чемпионӗ Валерий Ярды велосипедист, 5000 метра чупассипе Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑн чемпионӗ Николай Пуклаков тата ҫӗршыври мухтавлӑ ытти атлет вӗренетчӗҫ.

Помоги переводом

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Кӗнекене Галина Матвеева, Роза Власова, Валерий Алексин журналист-ҫыравҫӑсем тата ытти вулакансем хакласа ҫырнӑ.

Книгу оценили журналисты и писатели Галина Матвеева, Роза Власова, Валерий Алексин и другие читатели.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Спектакль те Вальӑпа Илле мучи /Валерий Софронов/ картана юсанинчен пуҫланать.

Помоги переводом

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней