Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. Ҫывӑх ҫыннушӑн вӑл чухӑн чухне шанчӑклӑ пул, вара вӑл пуян чухне унпа пӗрле савӑнӑн; 27. хӗн-асаплӑ вӑхӑтра унпа пӗрле пул, вара унӑн еткерне пая кӗмелле пулӑн.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тусна хирӗҫ ҫӑвар уҫрӑн пулсассӑн ан хӑра: унпа килӗштерме те пулать.24. Если ты открыл уста против друга, не бойся, ибо возможно примирение.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам ӑслӑлӑхшӑн ҫунать, ӑна тӗпчет-тишкерет, ӑсӗ-тӑнӗпе унпа калаҫать, 22. пӗтӗм чун-чӗрипе унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлать, унӑн вӑрттӑнлӑхне те ӑнланакан пулать, ҫав ҫын — телейлӗ.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кирек мӗнле япала та, ҫӗрмеллискер, ҫухалать, япалине тӑваканни те унпа пӗрлех пӗтет.20. Всякая вещь, подверженная тлению, исчезает, и сделавший ее умирает с нею.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑнпа пӗр шая лартса ан калаҫ унпа, нумай сӑмахне ытлашшиех ан ӗнен: вӑрах калаҫтарса вӑл сана сӑнать, шӳтленҫи пулса ӑшӑнти шухӑшна пӗлме тӑрӑшать.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авалхи тусна ан пӑрах, ҫӗнӗ тус унпа танлашаймӗ: 13. ҫӗнӗ тус вӑл — ҫӗнӗ эрех пек: авалхи эрехе киленерех ӗҫетӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫын арӑмӗпе пӗрле кӑшт та ан лар, ӗҫкӗ-ҫикӗре унпа тӑрса юлса эрех ан ӗҫ, 11. кӑмӑлу ун еннелле ан сулӑнтӑр, ҫавна пула чуну пӗтмелле ан пултӑр.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑра ҫилӗллӗ ҫынпа ан вӑрҫӑн, унпа пӗрле пушхир урлӑ ан кай: уншӑн юн — нимӗн те мар, вӑл сана улах ҫӗрте пӗтерсе пӑрахӗ.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тӗпче ӑна, шыра — вара пӗлсе ҫитӗн, унпа туслашсассӑн — ан вӗҫерт ӑна; 29. юлашкинчен ӑслӑлӑхра эсӗ канлӗх тупӑн, вӑл саншӑн савӑнӑҫ пулса тӑрӗ.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ҫапла пур тӗлӗшпе те аслӑ турӑн, мухтава кӑлартӑн, ӑна пӑрахмарӑн, кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек хӑш вырӑнта та унпа пӗрле пултӑн.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сутса янӑ тӳрӗ ҫынна ӑслӑлӑх пӑрахман, ӑна ҫылӑхран хӑтарнӑ: 14. вӑл унпа пӗрле тарӑн шӑтӑка аннӑ, ӑна касмӑкрах хӑварман, кайран ӑна патшалӑх туйи парнеленӗ, пусмӑрлаканӗсене пӑхӑнтарнӑ, ӑна вӗсен хуҫи тунӑ, ӑна мӑшкӑллакансем элекҫӗ пулнине кӑтартса панӑ, ӑна ӗмӗрлӗх чап парнеленӗ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑн ҫинчен ӑшӑмра шухӑшларӑм та, чӗремре тӗплӗ шухӑшласа пӑхрӑм та, ӑслӑлӑхпа хурӑнташлӑ пулни вӑл — вилӗмсӗрлӗх, 18. унпа туслӑ пулни — ырӑ киленӗҫ, унӑн ӗҫлӗхлӗ аллинче — иксӗлми пуянлӑх, унпа калаҫни — ӑс-хакӑл пухни, унпа сӑмахлани — ырӑ ят, ҫакна пӗлӳҫӗн, ӑна хам пата илес тесе ҫӳрерӗм, шырарӑм.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Килӗме кӗрсессӗн, вӑл мана канлӗх парӗ: вӑл сивлек мар, хапӑллать, унпа чухне хурлӑх та хурлӑх мар, хаваслӑхпа савӑнӑҫ ҫеҫ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унпа пӗрле унӑн алли урлӑ ман патӑма мӗнпур ырӑлӑх, темӗн тӗрлӗ пуянлӑх ҫитрӗ; 12. эпӗ пуриншӗн те савӑнтӑм: ӗнтӗ вӗсене ӑслӑлӑх ертсе пынӑ, анчах эпӗ ҫакна вӑл ҫуратнине пӗлмен.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ӑна патшалӑх туйипе патша пуканӗнчен маларах хутӑм, унпа танлаштарсассӑн, пуянлӑха нимӗн вырӑнне те хумарӑм; 9. хаклӑ чула унпа танлаштармарӑм: унӑн умӗнче мӗнпур ылтӑн — ниме тӑман хӑйӑр ҫеҫ, кӗмӗл те, унпа танлаштарсассӑн, — пылчӑк ҫеҫ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл пӗтӗм кӑралне — Хӑйӗн тимлӗхне — илӗ, ҫутҫанталӑка тӑшмана тавӑрма тӑратӗ; 18. хурҫӑ тумтир — тӳрӗлӗх — тӑхӑнӗ, пуҫне тимӗр калпак — тӳрӗ сут — тӑхӑнӗ; 19. аллине никам ҫӗнтерейми хулкан — сӑваплӑх — тытӗ; 20. Вӑл хаяр ҫиллине хӗҫ пек ҫивӗчлетӗ, Унпа пӗрле пӗтӗм тӗнче ӑссӑрсене хирӗҫ тухӗ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӑна шанакансем чӑнлӑха пӗлсе ҫитӗҫ, Ӑна шанчӑклӑ юратакансем Унпа пӗрле пулӗҫ: Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене тивлетпе ырӑлӑх тивӗ, Вӑл Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене килсе пӑхӗ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӳрӗлӗх вилӗмсӗр, суя-ултав вара вилӗм кӳрет: 16. усал ҫынсем аллисемпе те, сӑмахӗсемпе те йыхӑрчӗҫ ӑна, ӑна тус вырӑнне хучӗҫ, уншӑн хӑрӑнчӗҫ, унпа килӗшӳ турӗҫ: вӗсем ӗнтӗ унӑн пайӗ пулма тивӗҫлӗ.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пирӗн пӗр йӑмӑк пур, вӑл пӗве ҫитеймен-ха, кӑкӑрӗ те чӑмӑртанман-ха; ӑна ҫураҫма тытӑнсассӑн, пирӗн унпа мӗн тумалла пулать-ха?
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр ҫинче эпӗ курнӑ пӗр усаллӑх пур, вӑл ҫынсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулать: 2. Турӑ этеме пуянлӑх та, пурлӑх та, чап та парать, ӑна хӑй мӗн кӑмӑл туни пӗтӗмпех ҫитсе пырать; анчах Турӑ ӑна ҫакӑнпа усӑ курма памасть, унпа ют ҫын усӑ курать: ку вӑл — харамлӑх, йывӑр чир!
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.