Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ан ҫиллен, Витя, — ӑшшӑн тавӑрчӗ вӑл.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Арӑмӗ, ӑслӑн, ӑшшӑн пуплеме тӑрӑшса, ытлашшипех ывӑнтармалла чӗвӗлтетни ӑна та кӑмӑла килменнине часах туйса илтӗм эп.Я видел, что ему тоже не по нутру вроде бы и очень милое, но очень утомительное щебетание супруги.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Дежурнӑй — кӑмӑллӑ, юратмалла йӗкӗт — хирӗҫ, пӗчӗк ачасене йӑпатнӑ пек, лапкӑн, ӑшшӑн кулса кӑтартрӗ:
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пӗр сӑнӳкерчӗкӗнче Валя ӑшшӑн кулса пӑхакан икӗ йӗкӗт хушшинче тӑрать.На одной фотографии Валя стояла меж двух улыбающихся парней.
3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Яланах харкашса пурӑнакан, хӑнара-мӗнре вара ирӗксӗрех пӗр-пӗрне куҫран пӑхса ӑшшӑн кулма, кӑмӑллӑн калаҫма тивекен упӑшкипе арӑмӗн чӑлханчӑклӑхӗ мар-ха ку, урӑххи — ӑнсӑртран персе янӑ сӑмахпа, ӑнсӑртран килнӗ хусканупа хӑйсен хушшинчи темӗне, иккӗшӗ ҫеҫ пӗлме тивӗҫлине, ют ҫын умӗнче палӑртасран асӑрханни.
2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кусем — яланах ӑшшӑн пӑхакан кӑмрӑк пек хура куҫсем, пӑртак ҫӗкленсе тӑракан аялти тута, айккинелле тайӑлса мӗне те пулин итленӗ пек тӑрасси — пурте унӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл ӑшшӑн кулса илчӗ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Кайран, ырӑ та хавас юлташ ҫинчен каланӑ пек, ӑшшӑн кулнине аран-аран пытарса лаптак сӑмсалли ҫине кӑтартрӗ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
«Унтан» килнӗ тенӗ сӑмаха вӑл хӑй питӗ тунсӑхласа ҫитнине палӑртса, ӑшшӑн та паха япала ҫинчен каланӑ пекех пӗлтернӗ пирки, ӑна шеллес те килсе кайрӗ.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Кӗркунне Карпатра ҫавӑн пек ҫанталӑк тӑрать: хӗвел ӑшшӑн пӑхать, сывлӑш сулхӑн та уҫӑ, пӗр-пӗр ту тӑрринчен йӗри-тавралӑха вӑтӑр ҫухрӑма яхӑн курма пулать; алӑна тӑсса ҫывӑхри ешӗл вӑрманпа кӑтраланса тӑракан ту патне ҫитерессӗнех туйӑнать.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Ирхине Бунина хӑйӗн тулли кӑпӑш тутипе ӑшшӑн кулкаласа каллех пычӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ман ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ те вӑл, куҫӗсене каллех аялалла антарчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫичӗ ют тӗп пулать, Ҫӗнтерӳ ҫывхарать, Ӑшшӑн кулӗ хӗвел, ҫиҫӗ капӑр.Мы покончим с врагом, Мы к победе придем, Солнце празднично нам улыбнется.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Урисемпе тапкаласа шӑм-шакне ҫемҫетнӗ май ӑшшӑн, пытармалла мар интереспе пӑхрӗ вӑл ҫӗр ҫинчен тӑрса мӑкӑртатса силленекен шоферсем ҫине.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
— Юрать, Лагунов, — терӗ вӑл ӑшшӑн, — пӗлӗшлӗ пулӑпӑр, — вӑл хӑйӗн пӳрнисене саркаланӑ аллине мана тӑсса пачӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Айлӑмран курӑк шӑршипе те ҫӗр шӑршипе тулнӑ август каҫӗн сулхӑн нӳрлӗхне чухласа илсе, вӗсем иккӗшӗ те суранӗсем ыратнине манса кайсах, хӗвелтухӑҫ енче, ҫывӑхри канонадӑн ӳссех пыракан кӗрлевне ӑшшӑн кулсах итлерӗҫ.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Унӑн кулсах кайман пит-куҫӗ, хӗпӗртенӗ пек йӑлтӑртатнӑ, хӑшпӗр чух генералсене те чӗтретекен куҫӗсем ӑшшӑн кулса илнӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Майор хӑй умӗнче тӑракан пӗчӗк хастар салтак ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Атте-анне ман ҫине нимӗн те пулман пек ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ.Родители относились ко мне ласково, показывая, что они забыли мое ночное исчезновение.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл яланхилле мар кулать, ҫав кулӑ унӑн ӑшшӑн, пӗтӗм чӗререн тухать.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.