Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӳлте (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳлӗмри ҫутӑ, ҫӳлте шупкарах симӗссӗн, аялта пурне те ӑшӑтнӑн курӑнаканскер, Пробатова япаласем хушшинче чылаях ҫӑмӑллӑн утса ҫӳреме май пачӗ.

Свет, разделивший комнату на два пласта — мертвенно-зеленый, лежавший наверху, и теплый, все согревающий, внизу, — позволял Пробатову довольно легко лавировать среди вещей.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени пӗр чӑнлӑха иккӗленми ӗненнӗ: кашни районта мӗн пулса иртнине — начаррине те, лайӑххине те — пӗтӗмпех ҫӳлте тӑракан организацисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем пӗлеҫҫӗ: пӗр-пӗр вырӑнта мӗн те пулин хӑй вӑхӑтне пурӑнса ирттернӗ пек туйӑнать, анчах ӑна обкомра улӑштарма шутламаҫҫӗ пулсан, — апла ҫавӑн пек улшӑну тума условисем пулса ҫитеймен-ха.

Ксения была непоколебимо убеждена в одной истине — вышестоящим организациям и возглавляющим их работникам всегда известно все, и плохое и хорошее, что происходит в каждом районе, и если почему-либо в обкоме не находят нужным менять то, что на месте кажется уже отжившим, значит, не назрели еще условия для таких перемен.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӳлте, паллах, пурне те ӑнланаҫҫӗ, — килӗшрӗ Корней, — анчах пирӗн ялта хӑйсем пӗлнӗ пек хӑтланаҫҫӗ-ҫке…

— Наверху, может, все понимают, — согласился Корней, — да у нас-то в деревне ломают по-своему…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ачасем пилешне татнӑ чух аялти туратсене хуҫа-хуҫа пӗтернӗ, ҫӳлте ҫеҫ пиҫсе ҫитнӗ шултра сапакасем ҫулӑм сапса илӗртеҫҫӗ.

Видно, ребятишки, срывая ягоды, пооб- ломали нижние ветки, и лишь на верхушке вызывающе пламенели зрелые гроздья.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӳлте чӑпӑрккасен вичкӗн те хӑвӑрт-хӑвӑрт вӑйклатса ылмашӑнакан сасси татти-сыпписӗр илтӗнме пуҫларӗ…

Вверху зазвучали гулкие и быстро чередующиеся звуки ударов…

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсен колонни ҫийӗн, таҫта ҫӳлте, вичкӗннӗн вшиклетсе снарядсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Через головы колонны красноармейцев где-то высоко со скрежетом и гулом неслись снаряды.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳлте юра кӑчӑртаттарса чупнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Наверху послышался хруст бегущих шагов.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лере, ҫӳлте, ҫаплах пӑшал сассисем кӗрӗслетеҫҫӗ.

Там, наверху, еще постукивали выстрелы.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христоня ҫӗлӗкӗ (лашасӑр юлнипе Христоня пехотӑна лекнӗ) лутакарах казаксем хушшинче пуҫ ҫӳллӗш ҫӳлте сулланкалать.

На голову выше мелковатых казаков качалась папаха Христони (попал он в пехоту, лишившись коня).

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн тата вӑл туса ирттернӗ ӗҫсен чӑн-чӑн хакне сӑваплӑ ҫӗнӗ ӗмӗр арки — тата паян эпир пӑлхатнӑ — Чӑваш Ҫамрӑкӗ-Ҫынни — таҫта ҫӳлте вӗҫекен чунне тивӗҫлипе хӑҫан тата епле лӑплантарӗ?

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Вӑтӑр минута яхӑн иртнӗ, сасартӑк лере, чи ҫӳлте, шӑп ту урлӑ каҫмалли ҫӗрте, хыттӑн перкелешме тытӑннӑ, шӑплӑха салтак хӑлхи хӑнӑхнӑ «ура» тени кисрентерме пуҫланӑ.

Прошло минут тридцать, и вдруг там, на самом верху, у самого перевала, поднялась страшная стрельба, всколыхнуло перевальную тишь знакомое солдатскому уху «ура».

Хура пӗлӗт // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫӳлте, ҫумӑрлӑ пӗлӗт тӳпинче, ӑмӑрт кайӑк ярӑнса вӗҫет.

Высоко, под самым тучевым гребнем, плыл орел.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Упӑшки таврӑннӑ тӗле Наталья юсавлӑрах тумланнӑ; ҫанӑ вӗҫне ансӑр чӗнтӗр тыттарса ҫӗленӗ кӑвак саттин кофта, килпетлӗ пӳ-сине йӑрӑс тытса, ҫемҫе те ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем тӗлӗнче туллин мӑкӑрӑлса тухать; тӗрленӗ аркӑллӑ, пӗрмечеллӗ сенкер юбка аялта шалпартарах, ҫӳлте, пилӗкӗ тӗлӗнче, лӑпах вӑхӑтлӑ тӑрать.

Она приоделась к его приезду; сатиновая голубая кофточка, с узким кружевным в кисти рукавом, облегала ее ладный стан, бугрилась на мягкой большой груди; синяя юбка, с расшитым морщиненым подолом, внизу была широка, вверху — в обхват.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Стефан Петрович Мускавра илнӗ тӗттӗм-кӑвак костюмне тӑхӑннӑ, ун кӑкӑрне, темле ытла ҫӳлте, Ылттӑн Ҫӑлтӑрпа Ленин орденӗ илем кӳрсе тӑнӑ.

Стефан Петрович был одет в темно-синий костюм, купленный в Москве; на груди как-то уж очень высоко красовались Золотая Звезда и орден Ленина.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эс пӗтӗм ҫынна юрас тетӗн, ӗмӗтӳпе ытла ҫӳлте вӗҫетӗн, пӗтӗм тӗнчене ярса илесшӗн, тӗп ӗҫе курмастӑн, сан халӗ хамӑр станицӑна пулӑшас пулать…

— Как бы людям угодить, в мечтах высоко подымаешься, хочешь весь свет обнять, а того не видишь, что зараз самое главное для тебя — своей станице подсобить…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗтӗм хулӑн юпа пек хӑпарса, смала пек хура мӑръене вырнаҫаймасӑр, ҫӳлте хура пӗлӗт пек ҫакӑнса тӑчӗ.

Дым толстым столбом валил в засмоленное отверстие и, не вмещаясь в нем, на землю не садился, а висел, как облако, под крышей.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗвелтен аяларахра та, ҫӳлте те шурӑ пӗлӗт ярӑмӗсем йӑсӑрланса шӑваҫҫӗ.

Под солнцем и выше тлели, дымясь, облака.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳлте, кантӑк пек кӑвак та тӑрӑ тӳпере, кӗрен пӗлӗт татки хӑмла ҫырли ҫупкӑмӗ евӗр ҫакӑнса тӑрать.

В прозрачном небе, в зените стояло малиновое недвижное облачко.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳлте, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ишсе ҫӳренӗ ҫӗрте, ҫил тачка пӗлӗтсене майӗпен ҫеҫ тӗрткелесе хӗвеланӑҫне хӑвалать; хутор таврашӗнче, Дон шывӗн тӗксӗм симӗс тӳремлӗхӗпе ҫаралса юлнӑ вӑрмансем ҫинче вара вӑл ҫӳҫепе тирек йывӑҫҫисен тӑррисене ава-ава каять, Дон шарлакне айӑн-ҫийен ҫавӑрттарса пӑтратать, хутор урамӗсем тӑрӑх сарӑхнӑ ҫулҫӑсен вӗлтӗркке кӗтӗвӗсене хӑвалать.

Там, вверху, тихий ветерок лишь слегка подталкивал тучи, сплавляя их на запад, а над хутором, над темнозеленой равниной Дона, над голыми лесами бил он мощными струями, гнул вершины верб и тополей, взрыхлял Дон, гнал по улицам табуны рыжих листьев.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ой, питӗ ҫӳлте, йӗксӗк!

— Ох, далеко он!

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней