Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ҫапла мадиансене пула ҫука тӑрса юлнӑ, вара Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ.6. И весьма обнищал Израиль от Мадианитян, и возопили сыны Израилевы к Господу.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мадиансем Израиле хытӑ алӑра тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем мадиансенчен ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑннӑ, вӗсенчен хӳтӗленме хӑйсем валли хӳме ҫавӑрса тӗреклӗлетнӗ вырӑнсем тунӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вара вӗсене ҫичӗ ҫула мадиансен аллине панӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ывӑлӗсем Ханаан патшине Иавина хӗстернӗҫем хӗстерсе пынӑ, унтан вӗсем Ханаан патшине Иавина тӗппипех пӗтернӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫав кун [Ҫӳлхуҫа] Израиль ывӑлӗсем умӗнче Ханаан патшине Иавина парӑнтарнӑ.23. И смирил [Господь] Бог в тот день Иавина, царя Ханаанского, пред сынами Израилевыми.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав вӑхӑтра Израиль тӳри Девора пророк, Лапидоф арӑмӗ, пулнӑ; 5. вӑл Ефрем тӑвӗ ҫинче, Рама хулипе Вефиль хули хушшинче ларакан пальма, Девора Пальми, айӗнче пурӑннӑ; Израиль ывӑлӗсем ун патне [ҫавӑнта] сута ҫӳренӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем Турра йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫарпуҫӗн тимӗртен тунӑ тӑхӑрҫӗр вӑрҫӑ урапи пулнӑ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫирӗм ҫул хӗсӗрлесе пурӑннӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аод вилсен, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ.1. Когда умер Аод, сыны Израилевы стали опять делать злое пред очами Господа.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. [Израиль ҫӗрне] таврӑнсан вара [Аод] Ефрем тӑвӗ ҫинче какӑрпа кӑшкӑртса янӑ та, Израиль ывӑлӗсем унпа пӗрле ту ҫинчен аннӑ, хӑй вӑл вӗсен умӗнчен пынӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем ӑна Моав патши Еглон патне парнесемпе янӑ.И послали сыны Израилевы с ним дары Еглону, царю Моавитскому.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсем валли ҫӑлакана — Аода, Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлне — ҫӗкленӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Израиль ывӑлӗсем Еглона, Моав патшине, вунсакӑр ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ.14. И служили сыны Израилевы Еглону, царю Моавитскому, восемнадцать лет.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ, вӗсем усал ӗҫ тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа израильсене хирӗҫ Еглона, Моав патшине, тӗреклӗлетнӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вара вӗсем валли ҫӑлакана — Гофониила, Халев шӑллӗн Кеназӑн ывӑлне — ҫӗкленӗ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫӑлӑнӑҫ панӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Израиле Вӑл Месопотами патши Хусарсафем аллине панӑ, Израиль ывӑлӗсем сакӑр ҫул Хусарсафема пӑхӑнса пурӑннӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫапла Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ тунӑ, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манса, Ваалсемпе Астартӑсене пуҫҫапнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль ывӑлӗсем вара ханаансем, хетсем, аморрейсем, ферезейсем, евейсем, [гергесейсем] тата иевусейсем хушшинче пурӑннӑ, 6. вӗсен хӗрӗсене качча илнӗ, хӑйсен хӗрӗсене вӗсен ывӑлӗсене качча панӑ, вӗсен туррисене пуҫҫапнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ҫапла тунӑшӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл каланӑ: ҫак халӑх Эпӗ хӑйсен ашшӗсемпе хывнӑ халала пӑснӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, 21. Эпӗ те ӗнтӗ [Нав ывӑлӗ] Иисус хӑй вилнӗ чухне [ҫӗр ҫине] хӑварнӑ халӑхсенчен пӗрне те кунтан хӑваламӑп — 22. вӗсем Израиле сӑнама пулччӑр: Израиль ывӑлӗсем, хӑйсен ашшӗсем пек, Ҫӳлхуҫа ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр ҫӳрӗҫ-и, ҫав ҫулпа кайӗҫ-и е урӑхла тӑвӗҫ-и? тенӗ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.