Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӑхӑм! ҫулпуҫусем сана ҫулран пӑрса ячӗҫ, тӗрӗс мар сукмакпа илсе кайрӗҫ.Народ Мой! вожди твои вводят тебя в заблуждение и путь стезей твоих испортили.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑн аслӑ пукану ҫумӗнче ларакан ӑслӑлӑха парнелесем мана, Хӑвӑн тарҫусенчен пӑрса ан хӑварсам мана: 5. эпӗ — Санӑн чуру, Санӑн хӑрхӑмун ывӑлӗ, хевтесӗр, кӗске ӗмӗрлӗ, сутпа саккунсене япӑх пӗлекен ҫын.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӗрӗс мар ӑсчахланни Турӑран пӑрса ярать, Вӑй-Хӑвата тӗрӗслени ӑссӑрсене ҫиеле кӑларать.3. Ибо неправые умствования отдаляют от Бога, и испытание силы Его обличит безумных.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хурлӑха хӑвала чӗрӳ патӗнчен, пӑрса яр усаллине ӳтӳ патӗнчен: ачалӑхпа ҫамрӑклӑх та — харамлӑх.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Иосафат кӑшкӑрса янӑ та, Ҫӳлхуҫа пулӑшнӑ ӑна, ҫар ураписене унран айккинелле пӑрса янӑ.Но Иосафат закричал, и Господь помог ему, и отвел их Бог от него.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем каланӑ: хӑйсенчен тарнӑ пек туса, вӗсене хуларан ҫулсем еннелле пӑрса ярар, тенӗ.А сыны Израилевы сказали: побежим от них и отвлечем их от города на дороги.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн, 2. сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн, 3. ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать; 4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 5. леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен; 3. вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: 4. вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр; 8. ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр; 9. ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни; 10. хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл вӗҫен кайӑка пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳрет пулсассӑн, ҫав парне улатӑпа е ҫамрӑк кӑвакарчӑн пултӑр; 15. священник ӑна парне вырӑнӗ патне илсе пытӑр, унӑн мӑйне пӑрса хуҫтӑр та парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, юнне парне вырӑнӗ айккине юхтарса кӑлартӑр; 16. унӑн пӗсехине тӗкӗсемпе пӗрле татса илтӗр те парне вырӑнӗн тухӑҫ енне, кӗл выртакан ҫӗре, пӑрахтӑр; 17. ҫунаттине ан таттӑр, хуҫтӑр ҫеҫ, вара священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, 12. Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; 13. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.