Поиск
Шырав ĕçĕ:
Часах тӗттӗмленчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫме тытӑнчӗ, аслати кӗрлесе кайрӗ; ҫапла вара кайӑксем тӗрӗсех пӗлтерчӗҫ.Скоро потемнело, и начала сверкать молния, загремел гром; значит, птицы-то оказались правы.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑй пӑхса ӳстерекен пусмӑр тӳснӗ мӗскӗн кайӑксем те ун ҫине шанчӑксӑррӑн, тӑшманла пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ ӑна.
XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена сад пахчине тухрӗ; анчах садра ҫав тери шӑп та ешӗл, сулхӑн пулнипе, кайӑксем ҫав тери шанӑҫлӑн чӗвӗлтетнипе, чечексем хаваслӑн пӑхнипе вӑл хӑраса ӳкрӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Мӗншӗн эпӗ вӗҫсе иртекен кайӑксем ҫине ӑмсанса пӑхатӑп?
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Астӑватӑн-и: кайӑксем… йӗри-тавра ҫав тери хитре — пур ҫӗрте те ҫуталса ҫеҫ тӑрать, ҫынсем хаваслӑ, телейлӗ… тусӗсем те хӳхӗм, пурте кулаҫҫӗ… эс вӗсемпе пыран…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пире Гороховецран пуҫласа Смоленск тарана ҫити хӳтерсе пынӑ шурӑ юрлӑ хӗл сиввипе танлаштарсан, кунта, Польша ҫӗрӗнче, пачах урӑхла иккен: декабрь уйӑхӗ пулин те, ҫанталӑк хӗвеллӗ, урамсем лапра-ҫепреллӗ, унта-кунта симӗс курӑк, шыв лупашкисем курӑнаҫҫӗ, кайӑксем юрлаҫҫӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тулта хӗвел самаях ҫунтарать, кайӑксем юрра шӑратаҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кайӑксем нумаййине пула халӗ ҫулҫӳревҫӗсем тутлӑ та тутӑ тытакан апатран пӗрре те татӑк тӑмаҫҫӗ.Благодаря обилию дичи путешественники имели теперь сытную и вкусную пищу.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак сайра тӗл пулакан кайӑксем туземецсемпе вӗсен йыттисенчен хӑраса нихҫан ҫын пырса кӗмен вӑрмансене пытаннӑ.Эти редкие птицы укрылись в девственные леса от преследования туземцев и их собак.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ыйӑхран вӑраннӑ кайӑксем вӗсен пуҫ тӑрринчех чӗвӗлтетсе вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫавӑнпа вӗсене ҫапса вӗлерсенех туземецсем мӗнпур ушкӑнӗпе — ҫулпуҫсемпе стариксем те, салтаксемпе хӗрарӑмсем те, ачасемпе жрецсем те — тискер кайӑксем евӗрлех чурасен ӑшӑ виллисене туртса таткаларӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тарӑн вырӑнсенчи чӑнкӑ ҫырансем ҫинче котаро текен кайӑксем лараҫҫӗ.Там, где крутой скат берега говорил о значительной глубине реки, сидели котаре —
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку кайӑксем пӗрчӗсене те, ӑмансемпе хурт-кӑпшанкӑсене те пӗр пекех юратса ҫиеҫҫӗ.Они питаются одинаково охотно и семенами, и червяками, и насекомыми.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах Ҫӗнӗ Зеландире, маориецсене хӑйсене шутламасан, тигр та, упа та, арслан та тата ытти ҫавӑн пек тискер кайӑксем те ҫук.Но в Новой Зеландии нет ни тигров, ни медведей, ни львов, ни других крупных хищников.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чуллӑ ҫӗрсем ҫинче тӗрлӗ кайӑксем ҫӳреҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку ҫӗршывра тӑват ураллисем ҫеҫ мар, кайӑксем те сайра тӗл пулаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑрҫӑ вӑрҫассине вӗсем пысӑк кайӑксем тытма кайнӑ вырӑнне кӑна шутлаҫҫӗ.Войну они считают лишь отправной точкой для охоты на крупную дичь.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эсӗ пӗлетӗн: кайӑксем хӑйсем валли ама юлташа хӑйсен йӑхӗнчен шыраҫҫӗ.А знаешь ли ты, старенькая, что птицы по породе подружку ищут?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Икӗ хӗрача, кӗске ҫивӗтлӗскерсем, кӑмака ҫине хӑвӑрт хӑпарса кайса, унтан кайӑксем пек сӑнама тытӑнчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӳшӗ таврашӗнчи йывӑҫсем ҫинче кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ, вӗсем ҫулҫӳревҫӗсен асаплӑ терчӗсем пирки кулянаҫҫӗ тейӗн.Птицы-пересмешники, укрывшиеся в листве деревьев, казалось, издевались над их невзгодами.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.