Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑм илнӗ вырӑнсене йӑлтах хур ҫӑвӗ сӗрсе ҫыхрӗҫ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл ашшӗне йӑлтах тӗрӗссине каласа пачӗ, анчах сӑлтавне ҫеҫ пӗлтермерӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сирӗн пата ҫак кунсенчех ман евчӗ пырать, вӑл ман ҫинчен йӑлтах каласа кӑтартать.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Налогне тӳлесе тат та, ытти йӑлтах санӑн пулать.
Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫук ҫав, эпӗ апла тӑвас темерӗм, йӑлтах пушара пула инкек курнӑ халӑха валеҫсе патӑм.
Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Паян та ҫаплах пулчӗ: тул ҫутӑлса ҫитиччен ҫула тухма йӑлтах хатӗрленсе ҫитрӗҫ.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӑлтах хӑй пӗлнӗ пек ӗҫленӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Атя, кӗрер эппин. йӑлтах йӗркипе каласа пар. — терӗ вӑл, унтан ҫынсен умӗнчех ӑна ӑшшӑн лӑпкаса илчӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӗнтӗ йӑлтах паллӑ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сергей тӑратса хума ӗлкӗрнӗ чикмек тӑрӑх хӑпарса, пуркине ҫӑмламас пысӑк ҫӗлӗк евӗр пуҫтарӑнса ларнӑ хуртсен айне тытрӗ, вӗркӗҫӗпе тӗтӗм вӗҫтерсе, хурт ушкӑнне йӑлтах пуркӑна пуҫтарчӗ, юлашкинчен михӗпе витсе хучӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗсене хамӑр нушасем пирки йӑлтах каласа памалла, тен, пулӑшӗҫ те.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Йӑлтах калӑр! — илтӗнчӗҫ сасӑсем.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Йӑлтах йӗркипе каласа пар!
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кам миҫе пӑт илнине йӑлтах ҫырса пырӑн.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Апла вӑл пире те аван пӗлет. Кунта ҫуралнӑ, кунта вӗреннӗ пулсан, йӑлтах хамӑр ҫын. Шухӑшласа тӑрар мар, яратпӑр», — ҫакӑн пек пулчӗ тутарсен пӗтӗмӗшле шухӑшӗ.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Акӑ, кунта йӑлтах ҫырнӑ, — тесе, ӑна ҫынсем еннелле тӑсрӗ.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Тепӗртаках ӗҫер-ха, Анюҫ, итлеме кӑмӑлу пулсан, йӑлтах каласа парӑп.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗтӗм таварне тенӗ пекех вӗсене сутса пурӑнать-ҫке вӑл, хӑйӗн суту-илӳ ӗҫне ҫавсемпе саплаштарса пырать: тутарсем ялӗпех Сахар лавккине ҫӳреҫҫӗ, мӗн кирлине йӑлтах унран туянаҫҫӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пичӗ ҫинче этем сӑнӗ те ҫук: вӑл йӑлтах шурса-кӑвакарса кайнӑ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Петр Петрович кӗсйинчен пӗр шкалик коньяк кӑларчӗ, урхамахне ачашлакаласа, йӑлтах ӗҫтерсе ячӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.