Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле ҫити илсе килме вара 660 тенкӗ…

Помоги переводом

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Ара, халь пурне те пӗр ӗмӗт пӗрлештерет-ҫке — хӑвӑртрах ятарлӑ операци вӗҫлентӗр, ҫарти ентешсем киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса ҫитчӗр.

Помоги переводом

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

— Ман халь киле каяс пулать, — терӗм.

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Киле таврӑннӑ чух, ҫултан чылай пӑрӑнса, Уринкка патне кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗртен-пӗр ывӑлне граждан вӑрҫинче вӗлернӗ, ҫавӑнпа вӗсем Гульсум патне киле кӗртесшӗн, тет.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Киле ҫитсен эпӗ каллех чирлесе ӳкрӗм.

Помоги переводом

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пасарӗ вунпилӗк ҫухрӑмра, Варуҫ аппана кӗтсе ларса пулмӗ, киле каяс.

Помоги переводом

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Тумлан, киле каймалла, — терӗ аппа…

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Киле каҫалапа ҫеҫ пырса ҫитрӗмӗр.

Помоги переводом

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗншӗн-ха манӑн ыйткала-кан пек килӗрен киле ҫӳремелле?!

Помоги переводом

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Эсӗ килӗрен киле ҫӳреме пултараятни?

Помоги переводом

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӑват-пилӗк сехетрен аппа килчӗ те эпир, лашана кӳлсе, киле тухса кайрӑмӑр, Мишшана урӑх нихӑҫан та курма тӳрӗ килмерӗ.

Помоги переводом

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ӑна шывран тытса илтӗм те тумтир аркипе чӗркесе киле йӑтса таврӑнтӑм.

Помоги переводом

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Акӑ сана ҫӗр! — терӗ Хветюка киле таврӑннӑ чух Пакарта Кӗҫтентинӗ, чӑмӑр кӑтартса.

Помоги переводом

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑнах та киле ҫитсен сухана кӑтартрӑм.

Помоги переводом

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Унта шӑрӑх, киле каяс тесе анӑратӑн, — тет аппа.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ҫук, Тятюк, каясах пулать, мӗнле пуян киле илеҫҫӗ сана, — терӗ аппа.

Помоги переводом

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ часрах, аппа куриччен, киле чупрӑм.

Помоги переводом

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӑрала тӗпне утӑ хурса, Апраҫ аппан пысӑк шел тутӑрӗпе чӗркесе аппа мана киле туртса кайрӗ.

Помоги переводом

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрех кӗленчине тӗппи пушатсан, мӑштӑк-мӑштӑк мӑштӑклакаласа, хӑшӑл-хӑшӑл хӑшӑлтаткаласа, упи-супи сӑмахлакаласа, ҫаксем киле пуҫтарӑнчӗҫ, анчах нихӑшӗ те пуш кӗленчене, усӑ курнӑ стакансене, апат юлашкисене, пуҫтарса, ҫӳп-ҫап бакне кайса пӑрахас тивӗҫе пуҫа илмерӗ (пӳлӗмӗн сулахай енчи стени ҫине «У нас самообслуживание» тесе ҫырса ҫапнӑ).

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней