Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вӗренӳ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗренӳ (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗрентӳ министерстви сӗнӗвӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентмелли программӑсем ҫырать, 7-9-мӗш классем валли вӗренӳ комплекчӗсене хатӗрлесе ҫитерет, «Чӑваш чӗлхин ӳкерчӗклӗ словарӗ», «Урокри телекоммуникаци технологийӗ» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» видеопрезентаци учительсем патне ҫитеҫҫӗ.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Студент тапхӑрӗ, Александр Артемьев сӑмахӗсемпе каласан, чи пылак вӑхӑт: вӗренӳ, ӗҫ, юрату.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Шкулӗнче те вӗренӳ тикӗс пыман — пӗтӗм шкулӗпех пӗр-пӗр колхоза кайса е тырӑ вырнӑ, е ҫӗрулми кӑларнӑ, е авӑн ҫапнӑ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ну, вӗренӳ ҫулӗ пуҫлантӑр-ха — эпир сана ятарласах чӗнсе илӗпӗр.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен, 4 монографи, учебниксен, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ.

Помоги переводом

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Районти пур вӗренӳ учрежденийӗнче те ҫирӗплӗхе шута илсе тӗрӗслевсем иртӗҫ.

Помоги переводом

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Ӗҫе тытӑнма ирӗк илсе ятарлӑ вӗренӳ витӗр те тухнӑ - палӑртать «Жилище» Управляющи компанин ертӳҫи.

Помоги переводом

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ҫавӑнпа та вӗренӳ учрежденийӗсенче директорӑн канашҫисем ӗҫлеме пуҫланӑ, вӗсем ачасен обществӑлла пӗрлешӗвӗсен ӗҫне йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа пур шкулта та «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Патриотизмла воспитани» регионти проект шучӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачалӑх навигаторӗ 2.0» проект пурнӑҫа кӗртнӗ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Вӗренӳ тытӑмӗнче 172 педагог ӗҫлет, вӗсенчен 159-шӗ вӗрентекенсем, ҫамрӑк специалистсем 15-ӗн ҫеҫ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Вӗренӳ хатӗрӗсене 3190,6 пин тенкӗлӗх туяннӑ, вӑл шутран 2995,8 пин тенкӗ федераци бюджетӗнчен, республикӑран - 30,3 пин, ытти - районтан.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

«Вӗренӳ» наци проекчӗн «Хальхи шкул» федераци проекчӗн шучӗпе Ураскилт тата Питӗшкасси шкулӗсенче «Ӳсӗм вырӑнӗ» цифра тата гуманитари профилӗсен вӗренӳ центрӗсем уҫӑлчӗҫ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

2022 ҫулта бюджет тӑкакӗсен ҫурри вӗренӳ тытӑмӗ ҫине кайнӑ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Вӗренӳ

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ҫамрӑксем ытларах ӑстаҫӑ урокӗсем, дискотека, литература каҫӗсем суйланӑ, ҫавӑн пекех «Манӑн йӑх-несӗл» вӗренӳ мероприятине кӑмӑлланӑ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пирӗн ентешсем ятарлӑ вӗренӳ витӗр тухакан пунктсене хӑй ҫитсе килнине, унта Правительствӑн ытти членӗсем пулнине те, командирсемпе тачӑ ҫыхӑнурине те пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Виталий Максимов вара вӗренӳ тытӑмӗн ӗҫченӗ.

Помоги переводом

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Ҫавӑнпа та эпӗ шкул ачисене вӗренӳ программисемпе ҫеҫ ҫавӑтса ҫӳреместӗп-ха, ачасене вырӑс чӗлхин тӗрлӗ енлӗхне курма, туйма, пӗтӗмлетӳсем тума хӑнӑхтаратӑп.

Помоги переводом

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Вырӑнти вӗренӳ пайӗнче вара Кӗҫӗн Тӑвана мар, Чӑваш Сурӑм шкулне яраҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Вӗренӳ учрежденийӗсенче хӗрӳ тапхӑр.

Помоги переводом

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней