Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Пирӗн хушшӑмӑрта тепӗри — аллине иксӗмӗр ҫине хураканӗ — ҫук ҫав.33. Нет между нами посредника, который положил бы руку свою на обоих нас.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӗре усал ҫынсенӗн аллине панӑ; ун тӳрисен питне Вӑл хупласа тӑрать — Вӑл мар пулсассӑн, кам пултӑр тата?24. Земля отдана в руки нечестивых; лица судей ее Он закрывает. Если не Он, то кто же?
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Куратӑн-и, Турӑ айӑпсӑр ҫынна пӑрахмасть, усал ҫынсен аллине пулӑшмасть.20. Видишь, Бог не отвергает непорочного и не поддерживает руки злодеев.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ах, Турӑ мана пӗтерме кӑмӑл тӑвинччӗ, аллине тӑсинччӗ те мана вӗлерсе пӑрахинччӗ!9. О, если бы благоволил Бог сокрушить меня, простер руку Свою и сразил меня!
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ вара Турра тархасланӑ пулӑттӑм, хамӑн ӗҫӗме Турӑ аллине панӑ пулӑттӑм.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшалӑхра ытти ҫӗрте пурӑнакан иудейсем те хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме, хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлма пӗрле пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫитмӗл пилӗк пин тӑшмана пӗтернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, унта вӗсем ҫичҫӗр ҫынна вӗлернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсем вӗлерме вӗлернӗ, анчах вӗсем аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ; 8. эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир халӗ Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпир хамӑр тӑшмансен туррисене мухтарӑмӑр, ҫавӑнпа Эсӗ пире вӗсен аллине патӑн: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ яланах тӗрӗс тӑватӑн!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Патша хирӗҫ мар пулсассӑн, вӑл ҫав халӑха пӗтерме хуштӑр, эпӗ вара патша хысни валли хыснаҫӑсен аллине вунӑ пин талант кӗмӗл виҫсе парӑп.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудифе курма пӗтӗм Израиль арӑмӗ чупса тухнӑ, вӗсем ӑна мухтанӑ, унӑн ячӗпе юрӑ ушкӑнӗ йӗркеленӗ; Иудифь вара аллине иҫӗм ҫулҫисемпе яваланӑ туясем илнӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑмсене салатса панӑ, 13. вӗсем, — Иудифь тата унпа пӗрле пыракансем, — ҫу йывӑҫӗн ҫулҫисенчен тунӑ пуҫкӑшӑльсем тӑхӑннӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудифе итлесе тӑракан, ӑна сӑнаса пӑхакан ҫынсене вӑл ытармалла мар илемлӗ курӑнса кайнӑ, вара вӗсем ӑна каланӑ: 15. пирӗн хуҫамӑр патне килме васкаса эсӗ хӑвӑн чунна ҫӑлса хӑвартӑн; унӑн чатӑрӗ патне кай, пирӗн ҫынсем сана унӑн аллине ҫитеричченех ӑсатса ярӗҫ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсен мӑнкӑмӑллӑхне курсамччӗ, вӗсен пуҫӗ ҫине Хӑвӑн ҫиллӳне ярсамччӗ, хам шутласа хунине тумашкӑн манӑн, тӑлӑх арӑмӑн, аллине хевте парсамччӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсен аслӑ ҫыннисене вилӗм аллине панӑ, илӗртсе улталанине курнӑ выртан вырӑнне юнпа пӗветнӗ, чурисене хуҫисем ҫумӗнче, хуҫисене хӑйсен чаплӑ пуканӗ ҫинчех вӗлерсе тухнӑ, 4. вӗсен арӑмӗсене ҫаратма панӑ, хӗрӗсене тыткӑна панӑ, мӗнпур тупӑша Хӑв юратакан ывӑлусем хушшинче уйӑрнӑ, вӗсем Эсӗ тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшнӑ, хӑйсен юнне ирсӗрлетнинчен йӗрӗнсе Сана пулӑшма чӗннӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Халӗ те пулин чӗнсе илӗр те вӗсене пӗтӗм хулана Олоферн халӑхӗпе унӑн ҫарне парӑр, ҫаратчӑр ӗнтӗ вӗсем, 27. пирӗншӗн вӗсен аллине лексе ҫарату тӳсни аванрах: эпир вӗсен чури пулсан та, пирӗн чун чӗрӗ юлӗ; куҫӑмӑрсем хамӑрӑн кӑкӑр ачисен, арӑмӑрсен, ачамӑрсен чунӗ тухнине курмӗҫ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара пӗтӗм халӑх — ҫитӗннӗ яшсем, арӑмсем, пӗчӗк ачасем — Озияпа хула пуҫлӑхӗсем патне пуҫтарӑннӑ, хыттӑн макӑра-макӑра аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: 24. пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑртине Турӑ татса патӑр; Ассур ывӑлӗсене килӗшӳ сӗнмесӗр эсир пирӗншӗн питех те пысӑк тӗрӗсмарлӑх турӑр; 25. халь ӗнтӗ пире пулӑшакан ҫук: Турӑ пире тӑшман аллине пачӗ, эпир шывсӑр антӑхса хӑрушла вилӗмпе пӗтӗпӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Олоферн вара хӑй чатӑрӗнче тӑракан чурисене Ахиора тытса, ӑна Ветилуя хулине илсе кайса Израиль ывӑлӗсен аллине пама хушнӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Калатӑн вӗсене, ҫӗрпе шыв хатӗрлеччӗр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ вӗсем ҫине пӗтӗм ҫиллӗмпе каятӑп, вӗсен пӗтӗм ҫӗрне ман ҫарӑм таптаса тухӗ, эпӗ вӗсене ҫарӑм аллине ҫаратма парӑп.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.