Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пехотинецӑн подсумкӑсӑр пуҫне япала чикме вырӑн-мӗн ҫук, юланутли ав йӗнер хутаҫҫисене чыша-чыша тултарать, йӗнер пӗкечи хыҫне ҫыхса ҫакать, учӗ те ӗнтӗ унӑн строевой лашаран ытларах ҫӑк выльӑхне аса илтерекен пулать.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вара кашниех, пуҫтарса кӗртмен тулӑ паккусӗсем, ут чӗрнисемпе таптанса пӗтнӗ ҫулман тырӑ пуссисем, пушӑ ларакан анкартисем ҫине пӑхса, хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫре хӑшкӑлтатса тертленекен хӑйӗн теҫеттинӗсене аса илчӗ, чунӗпе хытрӗ, тискерленсе талӑрчӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинья хӑй чӑтса ирттернӗ мӑшкӑла — ҫав ҫынран, ҫав пысӑк та тимӗр пек хытӑ алӑсенчен мӗн кӑна тӳссе курнине пӗтӗмпех аса илчӗ; аса илчӗ те, унпа ӗмӗрлӗхе татӑлма шутламан ҫӗртенех, хӑй мӗн хӑтланнинчен хӑй те хӑраса кайса, йӗп пек тирекен сӑмахсемпе чыхӑнса пӳлӗнчӗ:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тен, иртнисене аса илсе, эпӗ урӑх пурнӑҫ пурӑнса ирттернӗ… —
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шурӑмпуҫ килнӗ чух ҫумӑр чашлаттарса ячӗ, анчах хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн тачка пӗлӗтсем сирӗлчӗҫ те, тепӗр икӗ сехетрен вара урапа йӗрӗсем ҫинче чӑмӑртанса хытса ларнӑ типӗ пылчӑк чӑмаккисем ҫеҫ йӗпе-сапа ҫанталӑк ҫинчен аса илтерчӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Сана, ман Гришкӑна асӑннӑ пекех, асӑнса та ҫирӗмӗр ӗнтӗ… — терӗ те Пантелей Прокофьевич ҫавӑнтах тарӑхса пӳлӗнчӗ: кирлӗ мар ҫӗртен аса илчӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл вара тӳссе ирттернӗ тертлӗ кунсен юнӗпе пылчӑкӗ хушшинче унӑн сӳне пӗлми сӑнарне вӑрахчен типтерлӗн аса илсе пурӑнчӗ, ӑна чӗринче акӑш-макӑш хитре те ӑслӑ, тӗнчере нимрен ытла юратса хисеплеме тивӗҫлӗ пирӗшти вырӑнне упрарӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл Бунинӑн чапӑр пылӗ пек ҫӑра та тутлӑ шӑршӑ сӑрхӑнтаракан йӗркисене пуҫра тытӑнса юлнисене пурне те аса илсе тухрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кайрантарах ҫав вӑхӑта Листницкий ӑшшӑн хумханса аса илчӗ-ха, анчах ун чухне ача пекех ӑссӑр та айванла асаплансаччӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Майор Кокенхаузен, сӑмах май тенӗ пек, Германи командованийӗ большевиксемпе кӗрешес тата малтанхи чикӗсене туса хурас ӗҫре Аслӑ Дон Ҫарне пур майсемпе те, алла хӗҫпӑшал тытса ҫапӑҫнӑ таранах, пулӑшу пани ҫинчен аса илтерет, унтан, чехословаксем нимӗҫсемпе вӑрҫӑ пуҫлас пулсан, Дон правительстви ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхасси ҫинчен ыйтать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗтмен тунсӑх ярса илнӗ Григорий каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ, унӑн сӑн-питне, ӑна хӑйне аса илме тӑрӑшрӗ — аса илеймерӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл казачка тутинчен юлнӑ кӑшт тӑварлӑрах шӑрша туйса, унӑн ачашланма тарават ӳтне, ҫав ӳтрен кӗрекен чапӑр пылӗпе, тарпа, хӗрарӑм ӑшшипе хутӑш кӑткӑс шӑрша типтерлӗн аса илсе ҫывӑрса кайрӗ…
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, йӗнер ҫинче тайкаланса пынӑ май, кунӗпех малашнехи пурнӑҫӗ ҫинчен ҫыхӑнусӑр шухӑшларӗ; чепчешкен вӗтӗ шӑрҫисене суйланӑ пек аса илчӗ вӑл Петро сӑмахӗсене, чунӗ ыратнипе тертленчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурте, ӑнӑҫсӑррӑн улӑштарнӑ ялав та пулин, ӗлӗкхине аса илтерсе тӑраҫҫӗ; ун ҫинче — кӑвак, хӗрлӗ тата сарӑ тӗслӗ тӑрӑхла йӑрӑмсем (исаааксем, казак маррисем, калмӑксем).
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакрах шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, сасартӑках тутине тискеррӗн йӗрсе пӑрахрӗ, — куҫ шӑрҫисем хаяррӑн чалӑрчӗҫ, сасси хистевлӗн те урмӑшнӑн якӑлтатса тухрӗ, Нимӗҫ хулпуҫҫийӗ хыҫне ҫакнӑ винтовка чӗнне ярса тытрӗ те, ҫак самантра вара Мирон Григорьевич ҫамрӑк чухнехине аса илчӗ: аллипе пӗр хӑмсармасӑр темелле, пӗррех вӑл ӑна пит шӑмми урлӑ янклаттарса ячӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак малалла эпир илсе кӑтартакан аса илӳпе тепӗр хутчен паллашнӑ тата тӗрлӗ шухӑшсем вӑхӑт инҫетӗшпе (150 ҫул вӗт!!!) тӗлкӗшнӗ май, тӳрех тепӗр хут ҫакнашкал ыйту ҫуралчӗ: Хусанти Ар масарӗнче канӑҫ тупнӑ профессорӑн тӑварлӑ тарӗ чӑвашсен чӑннипех тап-таса ҫынлӑхне (туйса илтӗр пулӗ, сӑмахӑм ун палӑкӗ пирки пырать!) хӑҫан кӑтартӗ-ши?
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Вӑл хӑйӗн аса илӗвӗнче кун пирки ҫапларах ҫырать: «…Мы так подружились и так полюбили друг друга, как никогда прежде. Говорили с ним исключительно по-чувашски. Он хорошо усвоил язык низовых (анатри) чувашей, так что мы не проронили ни одного русского слова, все время говорили или по-чувашски, или по-татарски…»
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Аса илтеретпӗр, Николай Иванович Ашмарин — улӑп-тюрколог, чӑваш ӑс-хакӑлӗн тӗпчевҫи, ӑс-хал тивлечӗпе ҫунатланса, нимӗнле нушана парӑнмасӑр тӑрӑшнӑ профессор, ӗмӗрсен «нӳхрепӗнчен» туртса кӑларса хальхи (малаш) чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin».
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html