Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унти сăмах пирĕн базăра пур.
унти (тĕпĕ: унти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унти тӗрлӗрен килен-каяннисене пӗлетӗн-и тетӗп?

Разные там уходящие-выходящие знаешь?

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унти докторсем ҫав тери лайӑх, вӗсем самантрах тӳрлетме пултараҫҫӗ?

Там хорошие доктора, они сразу вылечат!

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Унти забойра проходчиксен бригади ӗҫлетчӗ.

В забое штрека работала бригада проходчиков.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Таҫтан пӗлетӗн эсӗ унти тарасасене? — тилӗрсе кайрӗ Пантелей Прокофьевич.

— А ты почем знаешь, какие там веса? — озлился Пантелей Прокофьевич.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна Чир патӗнчи пӗр ҫапӑҫура вӗлерчӗҫ те, Копылов штаба йышӑнса, унти ӗҫе пӗлсе, пуҫ тавра шухӑшласа, тӗплӗ те тавҫӑруллӑ туса пычӗ.

Его убили в одном из боев на Чиру, и Копылов, приняв штаб, повел дело умело, расчетливо, толково.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах мана унти кӑмӑлсӑрлӑхӑн тымарӗсем чылай шаларах кайнӑ пек туйӑнать…

Но мне кажется, что у недовольства, которое там бродит, более глубокие корни…

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унти пӗтӗм йӗркене тӳрлетме эпӗ хутшӑнни кӑна ҫителӗклӗ пулас пулсан, эпӗ Черемшанкӑра ним шухӑшласа тӑмасӑр пӗр куна е ытлараха та юлнӑ пулӑттӑм.

Если бы моего вмешательства было достаточно, чтобы все выправить там, я бы, не задумываясь, остался в Черемшанке на день, а то и больше.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин лӑпкӑн, пӗр такӑнмасӑр, нумай шухӑшласа тӑмасӑр ответлерӗ, — нумай шухӑшласа тӑрсан, обком секретарӗ вӑл унти ӗҫсем ҫинчен илтнипе ҫеҫ пӗлет теме пултарать.

Коробин отвечал спокойно, без запинки, долго не раздумывая, чтобы у секретаря обкома не сложилось впечатление, что он знает обо всем понаслышке.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах шикленни ахалех пулчӗ: вӗтӗ пӗренесенчен тунӑ кивӗ кӗпер патне ҫитсен, машинӑ чарӑнчӗ — унти ҫынсем те Ксени хӑлаҫланнине асӑрхарӗҫ, те хирӗҫ пыракан утӑ лавӗ кӗпер урлӑ каҫасса кӗтме шутларӗҫ.

Однако опасения оказались зряшными: у ветхого, из мелкого накатника моста машина притормозила и остановилась — то ли заметили сигналы Ксении, то ли решили переждать, пока проедет по мосту двигавшийся навстречу воз с сеном.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унти кӗпер шанчӑксӑр!

— Там ужасный мост!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑнпа та Григорий тавра ҫул суйласа илчӗ: Рассохов кӳлли патне ҫитиччен вӑрманпа кайрӗ, тыллапуҫҫипе шурӑ ҫӳҫе тӗмӗсем хушшипе Калмӑк каҫҫи патне тухрӗ те (ҫав кӑкшӑм курӑкӗ, хӑяхпа хӑмӑш ҫӑра ашкӑрса ӳсекен ансӑр ҫырма юппи унти пӗр ушаха Подстойлица текен кӳлӗпе пӗрлештерет) лачака урлӑ каҫсан тин лашине темиҫе минут пек кантарса тӑратрӗ.

Поэтому Григорий избрал несколько кружный путь: лесом проехал до конца озера Рассохова, по кочкам и белоталу добрался до Калмыцкого брода (узкого протока, густо заросшего кувшинками, резучкой и камышом, соединявшего одну из луговых музг с озером Подстойлицей), и только перебравшись через стрямкий Калмыцкий брод, остановил коня, дал ему несколько минут отдохнуть.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полкӗ ку вунсаккӑрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, нимӗҫ фронтӗнчен поход йӗркипе таврӑннӑ чух, Хӗрлӗ Ҫарӑн пӗр отрячӗпе пӗрлешнӗ те граждан вӑрҫи фрончӗсенче ҫулталӑк ҫурӑ ҫапӑҫнӑ хушӑра та унти тӗп кадрсене улӑштарман, Заамуретсен ҫи-пуҫ япалисемпе хӗҫпӑшал таврашӗ кирлӗ таранах пур, лашасем самӑр, лайӑх вӗрентсе ҫитернӗскерсем.

Полк этот в начале восемнадцатого года в походе с немецкого фронта целиком влился в один из отрядов Красной Армии и за полтора года боев на фронтах гражданской войны еще сохранил основные кадры, Заамурцы были прекрасно экипированы, лошади их — сыты и вышколены.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл унти вилене паллаймарӗ, анчах ӑвӑс тӗслӗ табак тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ пӳрнеллӗ алла тӳрех асӑрхарӗ.

Он не узнал мертвого, но руку с восковыми, желтыми от табака пальцами приметил.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унти сотньӑсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫырмасене юпленсе кӗрекен сӗвек варсенче лашасемпе пытанса тӑрать.

Треть всего состава скрывалась с лошадьми в пологих отножинах Яров.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Лапчӑтса тӑкаҫҫӗ те ак чеха, кайран унти пӗтӗм ҫара пирӗн ҫине килсе пӑрахаҫҫӗ.

— Вот придавют чеха, а потом как жмякнут на нас всю армию, какая под ним была.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унти пӗр чинӗ ӑна, сассине тӳрккессӗн хӑпартса, хаяррӑн хӑтӑрса тӑкрӗ:

Один из чинов обрушился на него, грубо повышая голос:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан каллех урам ҫеҫенхирти манӑҫа юлнӑ ҫул пек пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа та унти симӗс сӑрпа сӑрланӑ тупӑсемпе походсенче ҫӳресе, хӗвел ҫинче пиҫсе халтан кайнӑ, ыйхӑланӑ казаксен пачах ӑнсӑртран килсе тухнӑ пек тата вӗсем кунта ним тума та кирлӗ мар пек туйӑнаҫҫӗ.

И снова улица — как забытый степной шлях, и случайными и ненужными кажутся на ней крашенные в зеленое орудия и изморенные походами и солнцем спящие люди.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан ҫав кун пӗтӗм чӑтӑмлӑхӗпе канлӗхне ҫухатрӗ, мӗн каҫченех хутор тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, Сергей Платоновичпа тата Цацапа пӗрле вӑрах хушӑ Моховсен крыльци ҫинче ларчӗ, Германи ҫинчен, хӑйӗн унти пурнӑҫӗ ҫинчен, Франци урлӑ тинӗс ҫулӗпе ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Степан в этот день невозвратно потерял выдержку и спокойствие, до вечера ходил по хутору, долго сидел на крыльце моховского дома с Сергеем Платоновичем и Цацей, рассказывал о Германии, о своем житье там, о дороге через Францию и море.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений ҫаврӑнса пӑхрӗ те урама тухнӑ ҫынсене сӑнран уйӑрса иличченех унти хӗрарӑмсенчен пӗри Аксинья пулнине туйрӗ, хӑмач пек хӗрелсе кайрӗ.

Евгений, оглянувшись, еще не различая лиц стоявших, почувствовал в одной из женщин Аксинью, густо побагровел.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон Ҫарӗн халӑхӗ, унти суту-илӳпе промышленность большевиксем тапӑннине пула тӳснӗ мӗнпур тӑкаксемшӗн пире Советлӑ Российӑн тӳлесе татмалла пултӑр.

Все убытки населения Войска Донского, торговли и промышленности, происшедшие от нашествия большевиков, должны быть возмещены советской Россией.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней