Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлте (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳпере хӑшпӗр тӗлте, шупка ҫӑлтӑрсем курӑнкалаҫҫӗ.

На небе кое-где светились бледные звезды.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑшпӗр тӗлте хура йывӑҫсем лараҫҫӗ.

Кое-где торчали черные деревья.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӑш-пӗр тӗлте йывӑҫсем хӗлхем вӗҫтерсе ҫунни тӳпери ҫӑра тӗтӗме сирсе ярать.

Кое-где дымную муть прорезали лохматые красные столбы — горели деревья.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кунта кӗтетӗн-ха вӗсене, вӗсем пур — тепӗр тӗлте.

Ждешь здесь, а они в другом месте.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Крыльца умӗнче тата виҫӗ тӗлте микрофонсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Перед крыльцом и еще в трех местах на улице висели микрофоны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ялсенче хыпар сарӑлмасӑр пӗр кун та иртмест: «пӗр тӗлте — нимӗҫ машинисем минӑсем ҫине лексе сывлӑша сирпӗннӗ, тепӗр ҫӗрте нимӗҫсем ҫине тапӑннӑ» теҫҫӗ…

Дня не проходит, чтобы из села не дошел слух: там подорвались грузовики на минах, в другом месте немцев обстреляли…

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Анчах Смирька урӑх япала та асӑрхарӗ: ҫӳлте те мар, тӳрех Шарик выртнӑ тӗлте, пӗр пысӑк турат кармакланса тӑрать.

Но Смирька увидел и другое: невысоко, прямо над тем местом, где лежала Шарикова лапка, торчала большая толстая ветка сосны.

Хӑрасси ӑҫтан пуҫланса кайнӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Ку тӗлте тӗкӗлтурасем ӑна урӑх тивеймерӗҫ, вӗсем хӑйсен ҫаратса пӗтернӗ йӑвине вӗҫсе кайрӗҫ.

Тут шмели отстали от него и вернулись к своему разграбленному гнезду.

Ҫул ҫӳресси пӗтни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Хӑшпӗр тӗлте ҫӑлтӑрсем те йӑлкӑшса илчӗҫ.

Кое-где бледно засветились звезды.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗр-пӗр тӗлте тӑпӑлтарса кӑларнӑ ҫум-курӑк курсан ман пуҫа касӑр!

Снимите с меня голову, коли где травинка выдранная лежит!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Таврана тӗтре карнӑ, хӑшпӗр тӗлте тӗтре аялти туратсем патне ҫитиех аннӑ.

По земле стлался туман, кое-где поднимаясь до нижних веток.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тӳпере, хӑшпӗр тӗлте вӗтӗ-вӗтӗ пӗлӗтсем пӗр хускалмасӑр тӑраҫҫӗ, вӗсем таса кӗленче ҫумне ҫыпҫӑннӑ мамӑк пек курӑнаҫҫӗ, ку ӗнтӗ паян кун уяр пуласса пӗлтерет.

На небе кое-где белели облачка, неподвижные и редкие, похожие на клочки ваты, приставшие к голубому сверкающему стеклу: день обещал быть жарким.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫулӑн пӗр енӗпе вӑрман, тепӗр енӗпе ҫӑра тӗмсем — уртӑш, хӑва, хӑшпӗр тӗлте хурӑн шуралса ларать.

По одну ее сторону тоже стеной стоял лес, а по другую дико разрослись кусты — можжевельник, ивняк; кое-где белели стволы березок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Григорий шыв хӗррине анчӗ, ҫырма чулӗсемпе йывӑҫ тураттисене купаласа пӗр тӗлте пӗве пӗкки турӗ, хӗҫпе тӑпра чавса чул хушшисене тултарчӗ.

Григорий спустился к воде, из камней и веток сделал в одном месте запруду, шашкой нарыл земли, засыпал ею промежутки между камнями.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрхӗлтӗм хура тӗс ҫапнӑ ӳчӗ пӗҫ кӑкӗ таранах тӗксӗммӗн ҫуталса йӑлтӑртатать, ун ҫине пур тӗлте те пӑтӑр-пӑтӑр хӑмӑр кӑвак шатра тухса тулнӑ.

До самого бедра кожа, принявшая темно-фиолетовый оттенок, лоснилась и была покрыта темными бархатистыми на ощупь пятнами.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хӑш тӗлте тытрӗҫ сана ман ачасем?

— Где же тебя мои ребята сцапали?

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫыран ҫывӑхӗнче пӑр ҫӑтӑр-ҫатӑр ваннӑ сасӑ илтӗнсе тӑрать, ҫыран хӗрринче шыв чӑпӑл тӑвакан вак чул ҫемҫен чӑшӑлтаткаласа илет, Дон варринче вара, шыв хӑвӑрт та тикӗссӗн юхса выртнӑ тӗлте, Григорий кимӗн сулахай хӗрри патӗнче явӑнса ҫӳрекен хумсем хуллен шӑмпӑлтатнӑ, Дон ҫумӗпе тӑсӑлакан вӑрманта ҫил ним шӑпланмасӑр кашланӑ сасӑсене ҫеҫ илтрӗ.

Над берегом стоял хрустальный звон бьющихся льдинок, мягко шуршала омываемая водой прибрежная галька, а на середине реки, там, где течение было стремительно и ровно, Григорий слышал только глухие всплески и клекот волн, толпившихся у левого борта баркаса, да низкий, басовитый, неумолчный гул ветра в обдонском лесу.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр тӗлте арланӑ ҫип ҫат! туса татӑлчӗ.

Нитка пряжи оборвалась.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫырма ку тӗлте виҫӗ хут ытла анлӑрах.

Ширина реки увеличилась втрое.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тӳпе хамӑр тӗлте тӗттӗмччӗ-ха, ҫӑлтӑрсем ҫутататчӗҫ, хуркайӑк ҫулӗ курӑнатчӗ, тухӑҫран часах сенкер ҫутӑ ҫапа пуҫларӗ, ҫав тӗлти чӑрӑшсем пире питӗ лайӑх курӑнчӗҫ.

Небо над нами было еще темное, с яркими звездами и Млечным путем, но на востоке оно уже стало светло-зеленым, и на этом посветлевшем куске резко выделялись черные ели.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней