Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр-ик хутчен сӗркӗчне сӗрчӗ, чарӑнчӗ — пурин куҫӗ умӗнче те купӑс каласа тӑма аван мар терӗ.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр тесен паян та ним шикленмелли те ҫук: икӗ мӑрса куҫӗ умӗнче туя пӑсма хӑтланмашкӑн вӗсем ухмаха тухман пулӗ-ха.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паҫӑр, халӑх куҫӗ умне курӑннӑ чух питне кӑшт юн тапса тухнӑран пулас, Патирек сӑнран ытла начарах та марччӗ, ак халь, пӑлханни иртсе кайсан, ун пичӗ шуратнӑ пир пек тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑха ҫитсе пӑхсан Ахтупай хӑйӗн куҫӗ курнине хӑй ӗненмерӗ — тарӑн шӑтӑк пӗр кӗтессинче палламан ҫын йынӑшса выртать, тепӗр кӗтессинче тӳме евӗрлӗ куҫӗсемпе ун ҫине тӗлӗнерех пӑхкаласа пысӑках мар упа ҫури ларать.

Помоги переводом

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ҫинчен шухӑшланӑран Урасмет куҫӗ умне темиҫе кун каялла Иштерек килӗнче пулса иртнӗ ӗҫ тухса тӑчӗ.

Помоги переводом

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав пӗр старик, тӗрленӗ кӗпепе кӑвак йӗм тӑхӑннӑскер, тарпа шӳнӗ ҫӑм шлепкине тусан ҫине ҫӗклесе ҫапнӑ та пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӑпӑлтарать.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе кун каялла кӑна-ха каччӑ Эрнепи куҫӗ умӗнчех пӗр кӑрӑпчака вӗҫсе пынӑ ҫӗртех персе ӳкерчӗ.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай та вӑхӑт иртмен, сунара кайсан темиҫе ҫын куҫӗ умӗнчех ашшӗне упа туртса ҫурнӑ.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пиччӗшӗ ҫырни — пӗтӗмпех ун куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ, Ева Терентьева тухрӗ Павлуш куҫӗ умне, ҫамрӑк ҫын чӗрине юрату туйӑмӗ ҫӗнӗрен пӗҫӗртсе иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑнсӑртран унӑн куҫӗ Лукинӑн куҫӗпе тӗл пулчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ Эльгеевӑн, икӗ куҫӗ те тӗтреленчӗ, умӗнче нимӗн курӑнми пулчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ Ева кӑна ун куҫӗ умӗнче.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Феопемпт Анисимовичӑн куҫӗ шывланчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тепӗр тесен, авлансан Михалан укҫи пӗтӗмпех майра аллине куҫӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тоньӑн хӑмӑр куҫӗ те аса килчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пек лайӑх хитре хӗре Мӗнле каччӑ юратмӗ? — сасартӑк, вӑрман витӗр тухнӑ чух, Нарспин икӗ хура шӑрҫа пек куҫӗ умма курӑнчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Айта тарар! — терӗ суккӑр Тимкка (ун хӑрах куҫӗ суккӑр пулнӑ).

— Бежать надо отсюда! — в испуге крикнул одноглазый Тимкка.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Виле патне пырса, куҫ хупанкисене ҫыпӑҫтарчӗ, тепӗр хут ан уҫӑлччӑр тесе икӗ куҫӗ ҫине те виҫӗ пуслӑх пӑхӑр укҫа хучӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сана вӗрентсе хӑвараймарӑм, анне ватӑлнӑ — куҫӗ те начар курать, Павлуш пӗчӗккӗ-ха — вӗлле хуппине те уҫаймӗ…

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней