Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи чир-чӗр хӑйӗн пирки аса илтерӗ.
28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Малтанхи кӗпер тӑрӑх, лешӗ утнӑ май силленнӗрен, каҫма хӑрушӑччӗ…По первоначальному мосту, который покачивался при переходе, было боязно переходить…
Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html
Тутарсен малтанхи етри Казанка хӗррине ӳксе ҫурӑлса кайрӗ.
15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем пӗтӗм ҫар пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ хыҫҫӑн ҫула тухать пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах воеводӑсем малтанхи пекех пӗрре те васкамарӗҫ-ха.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Атӑл ҫинче малтанхи вӑйлӑ ҫапӑҫу Чулхулапа Чалӑм хушшинчи ҫурма ҫулта, Лысковӑран анатарах, пулса иртрӗ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӑваркуҫ темиҫе ҫул ҫемьере пурӑнманнипе, килти пурнӑҫ малтанхи кунсенче ытлашши килӗшмерӗ.
Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Малтанхи вӗренӳ пӗрремӗш ункӑран пуҫланать: хӗвел-ҫулӑмран.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫырусем тӑрӑх кунти паллашнӑ малтанхи ҫын манӑн Иван Мучи ҫыравҫӑччӗ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ҫав сӑнар урлӑ пире автор Октябрь революцийӗпе граждан вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ чӑваш каччи, тин ҫеҫ ҫуралакан совет интеллигенцийӗн малтанхи ҫыннисенчен пӗри, мӗн таран ҫӳле ҫӗкленнине кӑтартса панӑ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Ахальтен мар автор малтанхи сыпӑксенчен пӗрне «Йывӑр ҫулсем» ят панӑ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Малтанхи икӗ кӗнекинче эпир Элкей таврашӗн чылай вӑрӑм тапхӑрти кун-ҫулне вуласа пӗлнӗччӗ ӗнтӗ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Малтанхи кунсенче Эльгеев Воронов фельдшерпа ӗҫлерӗ, Николай Сергеевич ун ӗҫӗпе пит интересленнинех палӑртмарӗ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл малтанхи сехетре нормӑран сахалрах тухрӗ пулсан, гистамин хыҫҫӑн икӗ хут ытларах туха пуҫларӗ, тӑвар кислоти те палӑртнинчен ытларах.
Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Малтанхи ҫинче Миславский профессор-гистолог, вӑрӑм шӗвӗ сухаллӑскер, микроскоппа тем тӗпчет.
Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Концертӑн малтанхи пайӗнче музыка училищинче вӗренекенсем Гайднпа Моцартӑн пысӑк мар симфониллӗ произведенийӗсене каласа пачӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Малтанхи ӑшӑ кунсем ҫитсенех йывӑҫсем ҫуркуннене саламласа хӑйсен лапсӑркка шурӑ ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ, унтан вӑрман хӗрринче е уҫланкӑсенче тумла ташлани илтӗнсе каять.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Малтанхи черккене эпир, манӑн хаклӑ тусӑмсем, — терӗ пысӑк карачи Булат Ширин, — хамӑрӑн чаплӑран та чаплӑ ҫар пуҫӗшӗн, хамӑр патшалӑхпа тӗн шанчӑкӗ пулса тӑракан мухтавлӑ Сахиб-Гирейшӗн — Герай ханшӑн ҫӗклетпӗр.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ун малтанхи савӑнӑҫӗнчен нимӗн те юлмарӗ ӗнтӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Малтанхи эрнесенче вӑл унчченхи пекех вырӑнпа выртрӗ пулин те ялан вӑй илсе ура ҫине тӑрасси ҫинчен, Урасметран уйрӑлса тухса таҫта ял вӗҫне мунча пек ҫурт лартасси, хӑйне сыватнӑшӑн унта ӗмӗр пӳлӗхҫе кӗл туса пурӑнасси ҫинчен калаҫатчӗ.
6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Акӑ унӑн малтанхи ҫырӑвӗ:
3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.