Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Калаҫӑва (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Атьӑр эппин, — пӳлчӗ пирен калаҫӑва юнашар ларакан Заикин кӗҫӗн лейтенант, — ҫӗклер те ҫак стакансене сирӗншӗн, сирӗн юлташӑрсемшӗн, чипер ҫӑлӑнса тухнӑ ятпа сыпар…

— Так давайте, — перебил наш разговор сидевший рядом младший лейтенант Заикин, — поднимем эти стаканы и осушим их разом за вас и ваших подруг, за то, что вы благополучно вырвались…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Тахҫантанпах калатӑп вӗт эп сире, лейтенант юлташ, вӗсем ӑмӑрткайӑксем тесе, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Володя.

— Я вам давно говорил, товарищ лейтенант, что они у нас орлы, — произнес Володя.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Тинех ҫаклантӑмӑр, — терӗ чӗмсӗр Макака, анчах калаҫӑва никам та хутшӑнма ӗлкӗреймерӗ.

— Достукались, — произнес молчаливый Макака, но никто не успел прокомментировать его слова.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Юрать-ха калаҫӑва малтан хам пуҫламарӑм.

Хорошо, что я заговорил не первым.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӗрӗс мар тавлашнине илтсен, кирек мӗнле калаҫӑва та хутшӑнатчӗ.

Он вступал в любой спор и разговор, когда ему что-то казалось несправедливым.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ну, паллӑ ҫынсенчен кама курнӑ тетӗр эсир мана? — хавассӑн хутшӑнчӗ калаҫӑва Володя.

— Ну, а кого же я видел из знаменитостей? — радостно включился в разговор Володя.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Мӗн унта пултарни-пултарманни, — хутшӑнать калаҫӑва Володя.

— А чего там мог — не мог, — говорил Володя.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑлах граждан вӑрҫинче те пулнӑ (ку ӗнтӗ мана, Геннадий Васильевич калашле, тахҫан авалах пулнӑ пек туйӑнать, тен, тӗрӗсех калать кивӗ револьвер хуҫи? Райкомри калаҫӑва астӑватӑп-ха эпӗ), анчах эп ун ҫинчен темшӗн нихҫан та ыйтса пӗлмен.

Мой отец, который участвовал в гражданской войне (мне, как и Геннадию Васильевичу, казалась она очень далекой, но, может быть, прав — я помнил разговор в райкоме — старый владелец револьвера?), о чем я почему-то никогда не спрашивал его.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Атте кун пек чух калаҫӑва хутшӑнмасть, чӗнменни авантарах тесе шутлать пулмалла.

Отец обычно в таких случаях отмалчивался.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халь вара, аннепе иксӗмӗр хушӑри калаҫӑва итлекен ачасем ман пирки те ҫапла шутлаҫҫӗ ӗнтӗ.

А вот оказывается, и я такой же, по крайней мере в глазах ребят, слушающих мои разговоры с матерью.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Илемсӗр япала, ӑнланатӑр-и? — пуҫларӗ калаҫӑва Антонина Ивановна.

— Понимаете ли, случай неприятный, — говорила Антонина Ивановна.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Падди О'Мур ферминче сире эпӗ Кальяо ҫинчен каласа патӑм пулсан, эпӗ ӑна сирӗн калаҫӑва итлесе тӑнипе кӑна каласа патӑм.

Если я и говорил вам о Кальяо на ферме Падди О’Мура, то лишь потому, что мне удалось подслушать ваш рассказ об этом.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна вӑл темиҫе хутчен те калаҫтарса пӑхрӗ, анчах ученый ялан калаҫӑва урӑх ҫӗре пӑрать.

Он много раз допрашивал его, но учёный уклонялся от ответа.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Калаҫӑва Альбина та хутшӑнчӗ.

В разговор вмешалась Альбина.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин ҫакӑн пек вӑрӑм калаҫӑва татма шут тытрӗ.

Корчагин решил закончить эти длительные переговоры.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Сире ҫапах та тарма май килнӗ вӗт, Айртон? — тесе калаҫӑва хутшӑнчӗ Мак-Набс.

— Однако вам-то, Айртон, ведь удалось бежать? — вмешался в разговор майор Мак-Набс.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— А, Стюарт? — тесе пӑхрӗ Гленарван, калаҫӑва урӑх ҫӗре пуҫарас тесе.

— А Стюарт? — спросил Гленарван, чтобы переменить тему разговора.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Судьясемпе итлекенсем Паганеле халех калаҫӑва пуҫласа ямашкӑн ыйтрӗҫ.

Судьи и слушатели попросили Паганеля, не откладывая, тут же приступить к рассказу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ку ҫын калаҫӑва питӗ хавасланса тепӗр ҫӗре куҫарнӑ пулӗччӗ.

Который охотно переменил бы тему разговора.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс калаҫӑва урӑх ыйту ҫине куҫарма васкарӗ.

Джон Мангльс поспешил перевести разговор на менее скользкую почву.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней