Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пекех мар-им тӑвӑллӑ та ирӗклӗ яшлӑхӑн шухӑ тусӗсем те, пӗрерӗн-пӗрерӗн, пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫут тӗнче тӑрӑх кая-кая ҫухалса пӗтеҫҫӗ те, юлашкинчен вара, хӑйсен чи авалхи пиччӗшне тӑр пӗччен тӑратса хӑвараҫҫӗ?
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Армансем унӑн анлӑ хумӗсене хӑйсен йывӑр ураписем ҫине ҫӗклесе хӑпараҫҫӗ те мӗнпур вӑйӗпе аялалла персе пӗрхӗнтереҫҫӗ, пӗтӗм тавралӑха шавпа хуплаҫҫӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Улӑх тӑрӑх унта та кунта сапаланса ларакан осокорсемпе хурӑнсен тата топольсен тӗксӗм те ҫутӑрах симӗс ҫулҫисем витӗр курӑнакан вут-ҫулӑмлӑ, сивӗпе пӗркеннӗ хӗлхемсем йӑлкӑшса илчӗҫ те, чиперкке юханшыв вара хӑйӗн кӗмӗл кӑкрине ҫиҫтерсе выртни, йывӑҫсем ун ҫине хӑйсен ытарма ҫук илемлӗ ешӗл кӑтрисен мӗлкине ӳкерни курӑнса кайрӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл, вӑрӑмскер, хӑйӗн таварӗсене тиенӗ лав хыҫҫӑн ерипен утса пынӑ май, чиперккисене ҫаплах-ха хӑйсен кӑмӑлне килмен утӑпа виткелесех пынӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Черешня, слива, улмуҫҫи, груша йывӑҫҫисен сарӑлса кайнӑ тураттисем хӑйсен ҫийӗнчи ҫимӗҫ йывӑрӑшне аран ҫеҫ ҫӗкленипе усӑна-усӑна аннӑ; кӑвак тӳпе — унӑн тап-таса тӗкӗрӗ — юханшыв, ем-ешӗл, мӑнаҫлӑн ҫӳлелле ҫӗкленнӗ рамӑллӑ…
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Шӑп ҫакӑнта кӳпкемелле те ӗнтӗ нимӗҫ захватчикӗсене, вӗсем хӑйсен лапӑрчӑк аллисене Ленин ҫӗршывӗ ҫине ҫӗклеме хӑйнӑшӑн ним хӗрхенмесӗр кӳпкес пулать!
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Юнашар тӑракан икӗ генерал пӗр харӑсах, ним шухӑшламасӑр, хӑйсен карттисем ҫине пӑхса илчӗҫ, анчах та карттӑсем ҫинче вӗсем хӑйсем инҫетре те мар тӑракан ялӑн пӗр ят — кайран панӑ ят ҫеҫ иккенне туйса илчӗҫ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем хӑйсен ҫан-ҫурӑмӗ темле ыратнине те тӳссе ирттерме пултараҫҫӗ, анчах халӗ Сталина ура ҫине тӑрса кӗтсе илме вӑй ҫитерейменшӗн чунӗсем мӗн тери ыратса кайнине пытарма пултараймарӗҫ: пӗри, асаплӑн йынӑшса, ассӑн сывласа ячӗ, тепри, аптранӑ енне, пуҫне минтер ҫинче хускаткаласа илчӗ, виҫҫӗмӗшӗ, хытӑ кӳреннипе, шӑлӗсене ҫыртса лартрӗ…
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ыттисем вара, виҫҫӗшӗ, хӑйсен вӑйсӑрлӑхӗсене ҫеҫ тепӗр хут туйса илчӗҫ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мускава йӗри-тавра ҫавӑрса илме тӑрӑшса, фашистсен ударнӑй группировкисем фронтӑн пӗтӗмӗшле линийӗнчен чылаях мала тухса тӑнӑ та, Хӗрлӗ Ҫар вӑйӗ пӗтнӗпе пӗрех, унӑн нимле стратегиллӗ резервсем те ҫук, тесе, хӑйсен флангӗсене япӑх хӳтӗленӗ, пирӗн ҫарсемшӗн вара вӗсене пырса ҫапма питӗ майлӑ пулса тӑнӑ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Халӗ ӗнтӗ Хӗвеланӑҫ фронтӗнчи ҫарсем, хаяр ҫапӑҫусенче ҫирӗпленсе, хӗрсе ҫитсе, хӑйсен вӑйӗсемпех пур ҫӗрте те, пуринчен ытла флангсенче, питех те сисӗнмелле пырса ҫапрӗҫ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Аллӑ пин ытла гитлеровец кунта хӑйсен вилӗмне тупрӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах ҫийӗнчех ҫакна ӑнланса илчӗ: кӗтмен ҫӗртен ӑна хӑйсен енчен килнӗ ҫара куҫма хушнӑ пулсан, вӑл хӑй полкӗнчен кайма пултараяс ҫук.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Маньчжури сӑрчӗсем ҫинче, Прикарпатьенче, Финляндин юрлӑ ҫӗрӗнче хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартнӑ Ҫӗпӗр стрелокӗсем ҫинчен вӑл мӑнаҫлӑн калать тата, кашни тӗл килнӗ вӑхӑтрах, вӗсем ҫак вӑхӑтра хӑйсене ытларах палӑртасса шантарать.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Салтаксем, сак ҫине тӑрса ларса, тыткӑна илнӗ нимӗҫпе ним чухлӗ те интересленменни, хӑйсен лӑпкӑ ыйхине татнӑшӑн шеллени Олейника тӗлӗнтерчӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кусем ҫӗрле хӑйсен батальонӗн участокӗнче ҫӳренӗ разведчиксем пулнӑ иккен, акӑ халь вӗсем «чӗлхе» тытса таврӑнаҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл госпитальте выртнӑ вӑхӑтра ҫапӑҫу йывӑрлӑхне пӑхмасӑрах салтаксем хӑйсен вӑйне тата хӑйсем ҫӗнтерессе шанса тӑни ҫав тери ҫирӗпленнипе, вӗсем ҫӑкӑрсӑрах, ҫак вай-хал паракан шанчӑка ӗненсе тӑнипе кӑна пурӑнма пултарассӑн туйӑннӑ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫӑва пула салтаксем пурте халтан кайнӑ, хӑранине пула тискерленнӗ; вӗсем таса мар, салхуллӑ, тар шӑрши, ҫӗр шӑрши тата юнпа тӗрле ҫӗрӗк шӑрши ҫапнӑскерсем, хӑйсен тӗттӗм шӑтӑкӗсенче шукаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем мӗн тунине ӑнланмасӑр, хӑнӑхнине пула ҫеҫ темскер аппаланаҫҫӗ, кашни секундрах хӑйсен пуҫӗ тӑрринче кӗрлеме, кӗмсӗртетме пуҫласса кӗтсе, сехӗрленсех таврари шӑплӑха итлеҫҫӗ…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Малалла каласа панисем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вилме те — вилмесӗр юлма май килменрен мар, ӑнсӑртран кӑна е хӑйсен асӑрханусӑрлӑхне пула, е хӑранипе, е харсӑрлӑхпе ача-пӑчалла мухтаннипе вилеҫҫӗ иккен…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем хӑйсен мӑнкӑмӑллӑхне тата хӑйсен стратегине ылханӗҫ!
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.