Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Филатр куҫӗсене антарчӗ, харшисем ерипен ҫӗкленеҫҫӗ; унӑн уҫӑмлӑ сӑнӗнче нерв ҫилӗ куҫса иртрӗ.

Филатр опустил глаза, медленно приподняв брови; по выразительному его лицу прошел нервный ток.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫамрӑксем пӗрне пӗри килӗштернӗ, 1948 ҫулсенче вӑйлӑ туй туса пӗрлешнӗ, тӑватӑ ҫул Тараска Ваҫилисем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн Каша ялне куҫса кайса тӗпленсе пурӑнма пуҫланӑ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Бигпа иксӗмӗр ҫав ту хырҫине тахҫанах… мӗнле калаҫҫӗ-ха, витӗр шӑтарса тухнӑ темелле; халӗ эпир леш енне чӑн-чӑн коридора куҫса тухакан ҫурӑк патне ҫывхаратпӑр; вӑл пирӗн куҫ умне, паллах, ӑнсӑртран лекрӗ, анчах ҫакӑ мана ӑна Биг ятне памашкӑн чӑрмантармарӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав шӑтӑка пуҫне чи малтан чиксе пӑхрӗ.

Давно уже я и Биг прошли хребет этот, можно сказать, навылет; мы теперь приближаемся к трещине, выходящей по ту сторону настоящим коридором; она попалась нам, конечно, случайно, но это не помешало мне окрестить ее именем Бига, потому что он первый сунулся в дыру.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Курӑк палӑрмаллах сайралчӗ, типӗ тӗмсемпе витӗннӗ салху, пӑчӑ пуш хир тӳремлӗхе куҫса пыни уҫӑмлӑнах сисӗнет; сӑрӑ чуллӑ тӗмескесем, тип варсемпе хушӑксем ытларах та ытларах, — вӗсенчен нӳрлӗхпе ҫӗр шӑрши кӗрет; пӗччен йывӑҫсем хуралҫӑ евӗрлӗ; тӗпӗсемпе-аркисемпе ҫӗр-ҫӗр хӑлаҫа тӑсӑла-тӑсӑла тӑвалла улӑхнӑ чухне сӑртсем пире утсене туртса чарма хистеҫҫӗ.

Трава заметно редела, переходя в унылую, душную степную равнину, поросшую высохшим кустарником; все чаще попадались серые каменистые бугры, овраги и трещины; от них пахло сыростью и землей; одинокие деревья имели сторожевой вид; холмы, растягиваясь подножиями в сотни сажен, вынуждали нас при подъеме сдерживать лошадей.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Таҫта ҫӳлте, пуҫ ҫийӗн, фальцетран альт ҫине куҫса пӗччен пуля ӗнӗрлесе тамалчӗ, пӗкӗ туса — канӑҫсӑрланнӑ-аптӑранӑ кӑткӑпа юнашарах хӑйӑр ҫине сиенсӗррӗн ӳкрӗ, — лешӗ, кӑткӑ, таҫтан хӑйӗншӗн питӗ кирлӗ патак сӗтӗрсе килетчӗ.

И где-то высоко над головой, переходя с фальцета на альт, запела одинокая пуля, стихла, описала дугу и безвредно легла в песок, рядом с потревоженным муравьем, тащившим какую-то очень нужную для него палочку.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл темиҫе пӳлӗмрен иртет: ыйхӑрилле куҫса тертлӗ ҫепӗҫлӗхе, иртнӗлӗхӗн ӗсӗклекен тунсӑхне путнӑскер, нӳрлӗ, пӑхӑнуллӑ сӑн-питпе.

Он проходил ряд комнат, двигаясь как во сне, охваченный мучительной нежностью, рыдающей тоской прошлого, с влажным и покорным лицом.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ну, ҫапла… хуларан хулана куҫса ҫӳрерӗм, юлашкинчен ҫакӑ мана килӗшме пуҫларӗ.

Ну, вот… я переезжал из города в город, и мне наконец это понравилось.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл перӗнсе вилчӗ те масара куҫса кайрӗ.

Он застрелился и переехал на кладбище.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Юлашки кӑмрӑк ҫатлатрӗ те самантлӑх ҫиҫкӗнчӗ, хӗртнӗ тимӗр тӗсне куҫса вӗрие пула пӗтӗрӗннӗ ҫывӑхри тунасене ҫутатрӗ, унтан сӳнчӗ.

Последний уголь, потрескивая, разгорелся на одно мгновение, приняв цвет раскаленного железа, осветив ближайшие, свернувшиеся от жары стебли, и померк.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫул ҫӳревҫӗсем, географсем, журналистсем, геологсем, пӗтӗмӗшпе — мӗн пур ӑсчах, тӗпчев ӗҫне пуҫарма шут тытнисем, кунта куҫса килеҫҫӗ.

Путешественники, географы, натуралисты, геологи и все вообще ученые, желающие лично заняться исследованиями, прибудут сюда.

XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент Угого облаҫӗн чиккинче тӑна кӗчӗ, хевтесӗрлӗхне ҫӗнтерсе ашак ҫине куҫса ларчӗ.

Гент очнулся на границе области Угого и, поборов слабость, сел на осла.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Селим ирхи апат йӑтса кӗнӗ чухне хӗвел горизонтран ытлах хӑпманччӗ-ха, палаткӑра йӑпшӑна-йӑпшӑна куҫса сӑнакалать.

Солнце стояло еще низко над горизонтом, заглядывая в палатку, когда Селим принес и расставил завтрак:

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чул катрамӗ сапалакан хӗвел йӑлтӑркки сунарҫӑ куҫӗсене ӗшентерчӗ, вара вӑл хӗвел питтинчен айккинелле куҫса ларчӗ.

Солнечный блеск, отражаемый камнем, утомил глаза охотника, и он с удовольствием направил их в тень.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Мӗншӗн тесен калаҫу унта-кунта куҫса кайнине эпӗ хакламастӑп.

Ибо перебегающие разговоры я ценил мало.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Дигэ пичӗ тӑрӑх чӗтрев ӗмӗлки чупса иртрӗ; вӑл татӑклӑнах куҫса тӑчӗ те хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларчӗ; тутине ҫыртнӑ.

По ее лицу пробежала нервная тень; она решительно отошла, сев на свое место и кусая губы.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Траулертан ҫак ҫурта туяннӑранпа Гарден сӑмсахӗ ҫине мӗн чухлӗ халӑх куҫса килмен-ши!

 — На мысе Гардена с тех пор, как я купил у Траулера этот дом, поселилось столько народа.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав вӑхӑтрах, мӗн пулса иртнине ӑнкарма тытӑннӑ май, урӑхла каласан — хама пулӑмсен уйрӑм йӗрне-паллине асӑрхамашкӑн хистесе, куратӑп: сӗтел тавра ҫӳллӗ кустӑрмаллӑ, черченнӗн ылтӑнланӑ урапасем куҫса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем йӑлтӑркка савӑт-сапапа тулсах ларнӑ, хупӑсен айккинчен пӑс тухать, тӗпӗнче вара спирт ҫунтармӑшсен сенкер вучӗ ҫиҫкӗнет.

Тем временем, начиная разбираться в происходящем, то есть принуждая себя замечать отдельные черты действия, я видел, что вокруг столов катятся изящные позолоченные тележки на высоких колесах, полные блестящей посуды, из-под крышек которой вьется пар, а под дном горят голубые огни спиртовых горелок.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак сцена манра ҫав тери ҫӗкленӳллӗн куҫса иртрӗ тата хумхантарсах ячӗ, ҫавӑнпах тӑрасшӑнччӗ та хамӑн пӳлӗме каясшӑнччӗ, стенари лифт кантрине туртса эрех кӗленчипе пӗрле сивлеккӗн ларасшӑнччӗ.

Так торжественно прошла во мне эта сцена и так разволновала меня, что я хотел уже встать, чтобы отправиться в свою комнату, потянуть шнурок стенного лифта и сесть мрачно вдвоем с бутылкой вина.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах кӗҫех аса илтӗм: ара, Ганувер мана хӑна терӗ-ҫке, ҫавӑнпа та эпӗ хӑнасен кӗрекинче тан; именӗве пусартӑм та йӗри-тавра пӑхкалатӑп, — ташӑ каҫне лекнӗ кушак евӗр, ҫапах та кайма та, ӑҫта та пулин айккинелле куҫса тӑма та хӑяймастӑп.

Однако я вспомнил, что Ганувер назвал меня гостем, что я поэтому равный среди гостей, и, преодолев смущение, начал осматриваться, как попавшая на бал кошка, хотя не смел ни уйти, ни пройти куда-нибудь в сторону.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эстамп куҫ харшисене ҫӗклерӗ, куҫса тӑчӗ те Лемаренӑн шуранка сӑнне ҫӳлтен аялалла пӑхса тӗпчет.

Эстамп приподнял брови, отошел и смотрел сверху вниз на бледное лицо Лемарена.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней