Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне вак-тӗвекшӗн мар, пысӑк ҫитменлӗхсемшӗн тӗплӗн критиклеме чарман секретарӗ ытларах хисеплеме пуҫлаҫҫӗ, вӑл хӑйӗн коммунистсем кӑтартса панӑ йӑнӑшӗсене хӑвӑртрах тӳрлетме пултарать.

Да ведь секретаря, который позволяет не по пустякам, а по-серьезному критиковать себя в газете, больше станут уважать, а сам он быстрее сможет исправлять то, на что ему указывают коммунисты.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кашни словарь статйинче вӗсене вӑтамран пиллӗк таран илсе панӑ.

Для каждой словарной статьи их в среднем приведено пять штук.

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24759.html

Мӗншӗн тесен килӗсенче аслисем пӗр-пӗринпе вӑрттӑн япаласене чӑвашлах пӑшӑлтатнине ачасем каласа панӑ тӑрӑх пӗлетпӗр.

Потому что по рассказам детей мы знаем, что взрослые дома тайные вещи обсуждают по-чувашски.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Шкулта вӗрентекенсем каласа панӑ тӑрӑх, яла Борис ятлӑ ҫын йӗркелесе янӑ.

По рассказам учителей школы, деревня была образована человеком по имени Борис.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Асӑнмалӑх ялав панӑ хыҫҫӑн кадетсем пухӑннисем умӗнче маршпа иртрӗҫ.

Помоги переводом

Туслӑх тата пулӑшу // Иршат Хамидуллин. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Константин Мажаров кирек мӗне те, пурне те каҫаракан ҫын пулса тӑман, ҫапах та халӗ вӑл амӑшӗ ҫинчен урӑхла аса илнӗ, вӑл йӑнӑшма пултарнине, унӑн тӗттӗмлӗхне шута илнӗ, ку ӑна хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи идейлӑхӗ ҫине те урӑхла пӑхма май панӑ.

Время не сделало Константина Мажарова всеядным и всепрощающим, но оно иначе окрасило воспоминания о матери, со всеми ее заблуждениями и дикой темнотой, позволило по-иному взглянуть и на идейную категоричность молодости, которая во имя классовой непримиримости наотмашь рубила по чувствам кровного родства…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Комсомола кӗнӗ чухне Константин салхуллӑн, анчах мӑнаҫлӑн ашшӗ мӗнле вилни ҫинчен каласа панӑ, хӑйне ҫут тӗнче кӑтартнӑ хӗрарӑма йышӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ, ку вӑл иртнишӗн тавӑрса, нимӗн шухӑшламасӑр туни пулнӑ, нимӗншӗн те каҫарман ҫамрӑклӑх ҫеҫ ҫавӑн пек тума пултарнӑ.

Вступая в комсомол, Константин с печальной гордостью поведал всем о погибшем отце и мстительно, слепо, как только может это делать ничего не прощающая юность, отказался от той, которой был обязан своим появлением на свет.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ашшӗ юратнӑ хӗрне вӗлернӗ те, ун ҫинчен пӗтӗм ҫемье никама пӗр сӑмах шарламан, тӑван амӑшӗ, ӑна ҫав путсӗр те тискер ҫыншӑн пӑрахса, таҫта тухса кайма хатӗрленнӗ, кӑвак шинеллӗ, пачах та палламан хаяртарах сӑнлӑ ҫын вара, темскерпе ашшӗпе аса илтерекенскер, Костьӑна аллинчен тытнӑ та ӑна алӑк уҫса панӑ, ҫӗнӗ, тен, татах та йывӑртарах тӗнчене илсе тухнӑ…

Отец убивал любимую дочь, и вся семья молча скрывала это, родная мать бросала его ради этого подлого озверевшего человека и уходила неизвестно куда, а совсем незнакомый суровый человек в серой шинели, чем-то напоминавший отца, властно брал Костю за руку, распахивал перед ним двери и выводил в новый, может быть, еще более трудный мир…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кам правӑ панӑ сана ҫын арчисене тустарса ҫӳреме? — кӑшкӑрса янӑ вӑл.

— Кто тебе дал право по чужим сундукам шарить? — ошалело закричал он.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӗнӗ тырӑччен инҫе пулнӑ-ха, тата тырӑ тулӑх пуласса кӗтмех те тивмен: ҫу типӗ те тусанлӑ тӑнӑ, выльӑхсем кӗтӳрен тутисене юнлантарса таврӑннӑ, ӗнесем ӗнӗхсе хытнӑ курӑк ҫинӗ те сӗтне витре тӗпне шуратмалӑх ҫеҫ панӑ.

До нового хлеба было еще далеко, да и урожая настоящего ждать не приходилось: лето стояло сухое, пыльное, скотина приходила с пастбища с окровавленными губами, коровы поедали жесткую выгоревшую траву и давали молока только на забелку.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ил панӑ чухне тата пуҫ ҫап! — кӑшкӑрнӑ Сидор куккӑшӗ.

— Бери, коли дают, да в ноги кланяйся! — крикнул дядя Сидор.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Игнат Савельевич, амӑшӗпе килӗшнӗ пек, пуҫне сулнӑ, унтан Костьӑна хут пакетпа туллиех канфетсемпе мӑйӑр тӑсса панӑ.

Игнат Савельевич качал головой, как бы соглашаясь с матерью, потом протянул Косте бумажный кулек, полный конфет и орехов.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакна халӑх хушшинчи сас-хура вӑл Лизӑна ҫаплах юратнипе, хӗр таврӑнасса кӗтнипе ӑнлантарса панӑ.

Досужая молва объясняла такую отрешенность тем, что он продолжал любить Лизу и ждал ее возвращения.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анохин ун ҫине тӳрех юлташла пӑхнӑ, ӗҫре туслӑ канашсем панӑ, Ксени унран хӑш-пӗр арҫынсем питӗ юратакан килӗшӳсӗр шӳтлӗ сӑмахсем те, анекдотсем те илтмен, вӑл пулӑшма тӑрӑшнине тав туса йышӑннӑ.

Он сразу стал относиться к ней как к товарищу, давал дружеские советы по работе, она не слышала от него ни пошлых шуток, ни анекдотов, на которые так охочи некоторые мужчины, а его покровительство воспринимала с благодарностью.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапла вара, эсир апат-ҫимӗҫ ыйтӑвне татса панӑ та райкома килнӗ тейӗпӗр.

— Итак, будем считать, что продовольственную проблему вы решили, явились в райком.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫамрӑк, хастар, политикӑна лайӑх ӑнланать, — ҫырса хатӗрленӗ характеристикӑна вуласа панӑ пек, татса каларӗ Коробин.

Молод, энергичен, политически зрелый товарищ, — словно зачитывая письменную характеристику, раздельно и четко выговаривал Коробин.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Часах вӑл ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама пӑрахнӑ, техникумӑн юлашки курсӗшӗн экзамен панӑ та колхоза ӗҫлеме кӗнӗ.

Ей стало вдруг все безразлично, сдав экзамены за последний курс техникума, она поступила работать в колхоз.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Халӑх укҫипе ырӑ пулма кам ирӗк панӑ ӑна?

— Кто ему позволил быть добрым за чужой счет?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров ӑна аллине тӑсса панӑ, хӑйӗн пӳрнисене унӑн пӳрнисем хушшине чикнӗ те, вӗсем курӑклӑ сӗвек тайлӑмпа ерипен хӑпарнӑ.

Он протянул ей руку, сцепил в замок свои пальцы с ее пальцами, и они медленно стали подниматься пологим травянистым склоном.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров ӑна аллине тӑсса панӑ, Ксюша кӑштах ун ытамне кӗрсе ӳкмен.

Он протянул ей руку, и Ксюша чуть не свалилась ему в объятия.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней