Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрле чухне, пӗр самант сиктермесӗр тенӗ пек, унпа шӑкӑлтатнӑ, мӗнпе те пулин ӗҫлӗ пулма тӑрӑшнӑ, пур япала тӗлӗшпе те хӗр унӑн шухӑшне пӗлесшӗн пулнӑ тата яланах ун шухӑшӗпе, вӑл каланипе килӗшнӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӑн та, вӑл пӗчӗк Сашӑна вӗрентес тесе тӑрӑшсах кайман, ӑна алхасма ирӗк панӑ, йӑлишӗн кӑна пулакан урокӗсенче хытах ыйтман, — анчах музыкӑна ӑнӑҫлӑн вӗренсе пыракан хӗр вӗренӳре мӗнле ӗлкӗрнине тӑрӑшсах сӑнанӑ вара, сехечӗ-сехечӗпе унпа юнашар фортепьяно умӗнче ларса ирттернӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Учитель уйрӑмах хисепре пулчӗ, вӑл пуринчен ытла ташларӗ, пур хӗрсем те унпа ташлама тӑраҫҫӗ.Учитель между всеми отличался, он танцевал более всех, все барышни выбирали его.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Темле генерал манпа курса калаҫасшӑн-мӗн: ырӑ сунса кӗтетӗп; кӗрет хайхи ман патӑма пӗр вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ этем, хӑй тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ, сухаллӑ, шӑп та шай Кульнев портречӗ пек; вилнӗ упӑшкун, Иван Андреевичӑн, тусӗ эпӗ, службӑра унпа пӗрле пулнӑ тесе пӗлтерет хӑй; кунтан иртсе каяканскер, унӑн тӑлӑх арамӗ кунта пурӑннине пӗлтӗм те акӑ, ҫула май кӗрсе тухмасӑр чӑтаймарӑм, тет.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирила Петрович, унпа калаҫма чарӑнса, сӗтел тепӗр вӗҫӗнче учительпе юнашар ларакан, пуҫласа хӑнана пынӑ ҫӗнӗ исправнике сӑмах хушрӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Ӗҫе тек тӑсса пыни ҫитет ӗнтӗ, — тесе шут турӗ Алексей. — Ҫитет. Паян каҫпалах унпа калаҫса татӑлмалла. Ним тытӑнса тӑмасӑрах калама пуҫламалла та, унӑн епле пулсан та Алексей арӑмӗ пулмалли ҫинчен ӑна ӗнентермеллех».
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл вӗт халӗ ҫакӑнта, манпа пӗрле пулма пултарнӑ, эпир унпа иксӗмӗр те ҫӗршывшӑн питех те усӑллӑ ӗҫсем тӑвӑттӑмӑр.Ведь он мог быть сейчас здесь, со мной, и мы бы оба делали с ним очень полезные для страны дела.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав самантрах вӑл аллисемпе хӑйӗн тӑнлавӗсене сӑтӑркаласа илчӗ, обходсем тунӑ чух вӑл унччен малтан та Комиссар умӗнче чарӑнса тӑркаланӑ, унпа фронтри ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен калаҫкаласа илнӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сасси япӑх хӑйӗн, шӗвек, юррине те питӗ начарскерне, авалхи салтак юррине: «чубарики, чубчики», тенине пуҫларӗ, анчах та ҫынсем чӗрӗлчӗҫ вӗт, унпа пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тен, бром ӗҫӗпӗр? — хӗр ачапа калаҫнӑ пек калаҫрӗ унпа Комиссар.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унпа пӗрлех Мересьев сестран ҫемҫе те илемлӗ профильне курчӗ.Вместе с тем Мересьев у сестры увидел женственный профиль сестры.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та унпа ҫырусем ҫӳретесси хӑй тӗллӗнех пӗтсе ларчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Герой-танкист лейтенант Гвоздев аманнӑ хыҫҫӑн Мускавра выртнине пӗлсен, вӗсем унпа ҫырусем ҫӳретме шут тунӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем пӗр-пӗрине лайӑх палламанпа пӗрех, ҫавӑнпа та унпа калаҫма та ҫӑмӑл пулнӑ.Они почти не были знакомы, и поэтому с ней легко было разговаривать.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ҫакӑн пек шӳтлӗ ҫивӗч сӑмах каланипе исправник ахӑлтатса кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн Шабашкин та, унпа пынисем те кулаҫҫӗ.– При сей острой шутке исправник захохотал, а Шабашкин и прочие члены ему последовали.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Дубровский хӑйне хирӗҫ пуп тата унпа пӗрле пумилккере пулнисем пынине курчӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унпа юнашар ӗнер ҫӗнӗ шӑтӑк чакаласа хунӑ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пӗчӗклех амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, саккӑра кайсанах ӑна Петербурга илсе килнӗ, ҫавӑнпа та вӑл, ашшӗне пӗлменпе пӗрех пулнӑ пулин те, унпа чун-чӗреренех ҫывӑх пулнӑ, кил-йышри лӑпкӑ саванӑҫӗсемпе киленеймен пирки, ӑна татах та ытларах юратнӑ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав май вӗсене ҫак решенипе паллашма тата хӑйсем унпа килӗшни-килӗшменни ҫинчен алӑ пусма хӑйсене ҫак суда полици урлӑ чӗнтерес.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирек мӗнле пулсан та, 18… ҫулта, февралӗн 9-мӗш кунӗнче, Дубровский хула полицийӗнчен поручик Дубровскийпе генерал-аншеф Троекуров хушшинчи тавлашуллӑ имени пирки йышӑннӑ решенине итлеме тата хӑй унпа килӗшни-килӗшменни ҫинчен алӑ пусма хӑйне земски судья патне пыма чӗнекен хут илет.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949