Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енре пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче 11 пин ытла ҫын ӗҫлет, вӗсем нумай хваттерлӗ 6,8 пин ытла ҫурта пӑхса тӑраҫҫӗ.

В Чувашии в сфере жилищно-коммунального хозяйства трудятся более 11 тысяч человек, которые обслуживают свыше 6,8 тысяч многоквартирных домов.

Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парас ӗҫ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/19/glava-chu ... aet-s-dnem

«Тен, сурмалла та тӑван ял, тӑван чӑваш ҫӗршывӗ ҫине, тухса каймалла таҫта инҫене, калӑпӑр, Ҫӗпӗре, Кашкӑр Микули патне?

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑваш ҫанталӑк улшӑнасса вӗҫен кайӑк пекех пӗлсе тӑрать ҫав, шӑп кӑнтӑрла тӗлнех ирӗлессе сиссе, пасара аяккарахри ялсенчи хресченсем тухман та, халӑх сахал кунта.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вырӑс ҫынни Сидор ятпа чӑваш ҫӗрӗ ҫине, сӗм вӑрмана ахальтен килсе кӗмен-тӗр.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман шутпа, чӑваш хӗрарӑмӗ вӑл политика ӗҫне ӑнланмасть, хутшӑнмасть те.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ан тив, Крапивин кулӗ-и унран, хӑй юратнине арҫынна пирвай калама хӑйнӑ, тен, пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗнчен, е хӑй унран тахҫанах сивӗннӗ ӗнтӗ, ҫамрӑк чухне те юратнипе мар, Альтюка тавӑрас тӗллевпе кӑна ҫӳренӗ тесе калӗ-и, е хӑй ӗнтӗ сумлӑ ҫын, Сӑпани вара, унчченхи пекех, ахаль хӗрарӑм шутӗнчен тухайманнипе вӗсен ӳлӗм пӗрле пуласси пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар тейӗ-и — ҫыхӑнса-чӑлханса ларнӑ тӗвве пурӗпӗр салтмаллах-ҫке.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Калюковӗ Йӗпреҫ районне кӑна мар, пӗтӗм республикӑна тустарать, ҫакна халӗ кашни чӑваш пӗлет.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑваш пасарӗсенче, эпӗ сӑнанӑ тӑрӑх, пуринче те пӗр евӗрлӗ япаласемпе ҫимӗҫсем сутаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла майпа Калюк вӑрӑ-хурахӗсемпе вӗсене вӗрентекенсем, эрешмен карта ҫавӑрнӑ пек, пӗтӗм чӑваш ҫӗрне карса илнӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялӑн — унӑн ҫеҫ-и, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн, пӗтӗм ҫӗршывӑн — пуласлӑхӗ ҫакӑнтан шутсӑр нумай килет…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлетӗр-и, ҫӗршывра, вӑл шутра Чӑваш Республикинче те, совхозсемпе танах колхозсем те йӗркеленеҫҫӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Национал-уклонистсен шучӗпе, Октябрьти социализмла революци чӑваш хресченне нимӗнле усӑ та кӳмен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хытӑ юратмасан, чӑваш хӗрарӑмӗ ют арҫынпа ӗмӗрне ҫылӑха кӗрес ҫук».

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсне калас-тӑк, чӑваш кассем тӗне кӗменнипе кӑна мар, урӑххипе те палӑрса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӗне кӗмен чӑн чӑваш хӗрӗпе ҫӳренӗшӗн аҫа ҫапасран хӑратним?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫле калать вӑл чӑваш ташшине, ҫавӑнтах кӳршӗ ялсенчилле те пӗр-икшер ҫаврӑм ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хурать, ҫав вӑхӑтрах кӗвӗ майӑн пикенсех ура тапать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен вӗсем те хурахсене пӗтермешкӗн ҫав тери ҫине тӑрса ыйтаҫҫӗ-тӗк, эппин, лешсем пӗтӗм чӑваш халӑхне шутсӑр тарӑхтарса ҫитернӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑха ҫутта кӑларсан, тӗрӗсмарлӑх хӑех пӗтет тесе чӑнласах шутлаттӑм, чӑваш халӑхӗ валли культура автономийӗ туса хумашкӑн ӗмӗтленеттӗм.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинчех хӑварчӗҫ, ҫавӑнтанпа, чӑннипе хуҫалӑх ӗҫне ҫав тери юратать пулсан та, авӑ, тӑршшӗпех тӗрлӗ йӑх-яхпа кӗрешмешкӗн тивет-ха.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах ун чухне те, сӑмахран, Крапивина большевиксемпе явӑҫтарнӑ Кузюков, халӗ парти обкомӗн секретарӗнче ӗҫлекенскер, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче Никифоровпа пӗрле вӗреннӗскер, Петр Никифорович тӳрӗ те таса ҫын иккенне ҫирӗп ӗненетчӗ, тӗн хура халӑхшӑн сиенлӗ иккенне курса, хӑй йӑнӑшнине туйса илетех вӑл, вара пӑрахатех ҫав путсӗр ӗҫе тетчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней