Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чечексем ниҫта та ҫук, уй-хирсем сире тӗрлӗ сӑрпа сӑрланнӑ чухнехи пек савӑнтармаҫҫӗ; машинӑсем кӗрлени, ҫынсем калаҫни, урапасем кӗмсӗртетни илтӗнмест, ҫуллахи пек кайӑксен юрри янраса тӑмасть, пӗтӗм ҫеҫерхир, кӗркуннехи пек шӑп та анлӑ пулса тӑчӗ, ӑҫта пӑхатӑн, пур ҫӗрте те кӑмӑла каякан лӑпкӑлӑх тӑрать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кам ҫуллахи ир Рощенскире пулса, халь ҫеҫ тухакан хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем ҫинче садсем симӗс мар, тӗксӗм-кӗрен тӗслӗ пулнине курнӑ, кам ҫулҫӑсем ҫинчи йӑлтӑркка ирхи сывлӑм тумламӗсене, площадьри парк сип-симӗс ешернине, йывӑҫсенчен пӗтӗм урам анлӑшӗпех ӳкекен нӳрлӗ сулхӑна, халӑхпа тулма ӗлкӗрнӗ шавлӑ площаде сӑнанӑ, — ҫав ҫын станицӑн ҫутӑ та кӑмӑла килентерекен сӑнарӗнче тӗлӗнмелле илемлӗхпе ҫамрӑклӑха асӑрхаса илет.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Машинӑсем инҫене кайни мар кӳрентерет — кунпа ҫырлахма пулать, мӗншӗн тесен Кубаньре тачанкӑна юратаҫҫӗ пулсан та, машинӑна чи хытӑ чупакан ӑйӑрсем те чупса ҫитес ҫуккине пурте пӗлеҫҫӗ; пассажирсене тусан ҫӑтма, унтан вара пиншакӗсемпе картузӗсене нумайччен силлесе тасатма тивнине те каҫарма пулать — Кубаньре ҫуллахи вӑхӑтра ҫакна та тахҫанах хӑнӑхнӑ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫуллахи кӗске каҫ пӗтсе килнӗ тӗле Евсейпе Викентий Аверьянович Федор Лукич ӳтне буркӑпа чӗркерӗҫ, вӑрӑм урапа ҫине тиесе, Рощенскине илсе кайрӗҫ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Выльӑх пӑхакансем патне ҫитиччен васкавлӑн пралуксем ҫакса тухмалла — ку ӗҫ ҫуллахи вӑхӑтӑн пӗр пайне тата пӗтӗм кӗркуннене йышӑнать.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫуллахи кӗске каҫ ҫывхарса ҫитнине пӗлтересшӗн пулнӑ пек шӑрчӑксем пӗри те юлмичченех йӗтем патне сиккелесе пынӑ пек туйӑнать, — вӗсен сасси кичемлӗн те пӗр харӑссӑн янӑра пуҫларӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫуллахи шӑрӑхра тырӑ вырнӑ кунсенче Кубаньри анлӑ уй-хирсем тӑрӑх мӗн чухлӗ ҫӳретӗр пулӗ эсир!Сколько вас кочует по кубанским просторам в жаркие дни летней страды!
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эрне ытла уй-хирсем тӑрӑх ҫӳрекен Кондратьев, кӑкӑрӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех хумхануллӑ туйӑмпа тулнине сиснӗ пулсан та, машинӑсем шавланине, кайӑксем юрланине тимлесе итлемен, ҫуллахи пейзажӑн тӗсӗсем ҫине пачах та ҫавӑрӑнса пӑхман; вӑл сахал ҫывӑрнӑ, нумай ҫӳренӗ, ҫак кунсенче пӗрмаях усӑллӑ ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шутланӑ: Рощенски район тырпула хӑйӗн кӳршисенчен маларах та пахалӑх енӗпе лайӑхрах пухса кӗтӗр тесен тата мӗн тумалла-ши?
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӗнӗ вырӑнта кашни хутрах кая хӑварма ҫук ӗҫсем нумай пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та куҫса ҫӳреме хӑнӑхнӑ трактористсем, ытлашши калаҫса тӑмасӑрах хӑйсен ҫуллахи вырӑнне «майлаштарма» тытӑнчӗҫ: хӑшӗ кухаркӑна кӑмака тума пулӑшаҫҫӗ, хӑшӗ горючи валли нӳхреп чаваҫҫӗ, хӑшӗ сивӗнме ӗлкӗреймен машинӑсене пур енчен те пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак ҫын симӗс тумтир айӗнчен («совет разведчикӗсен ҫуллахи боевой форми» тесе тавҫӑрса илнӗ группенфюрер) красноармеецсен тӗссӗрленнӗ гимнастёркине тӑхӑннӑ, ун хулпуҫҫийӗсем ҫинче совет сержанчӗн погонӗсем пулнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫуллахи ӑшӑ каҫ.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Ерофей Кузьмич сӗнӗвӗ Гобельмана та килӗшрӗ, ӑна вара ҫийӗнчех Марийкӑна хупса лартнӑ ҫуллахи ҫурта илсе кайрӗҫ.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тепӗр ҫур сехетрен Марийкӑна арестлерӗҫ те комендатура картишӗнчи ҫуллахи пӳрте хупса, хурал тӑратрӗҫ.Через полчаса Марийку арестовали и посадили под охрану в летнюю избенку на дворе комендатуры.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫуллахи каҫ ҫывхара пуҫларӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӑртлӑ ҫеҫенхирте Татьяна ҫуллахи кунсенче пӗр хут ҫеҫ мар пулнӑ, хӑй тахҫантанпах пӗлекен вырӑнсем темшӗн ун куҫӗ умне яланах ҫӗнӗлле тухса тӑнӑ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирина чей ӑшӑтса, сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме хатӗрлесе лартнӑ тӗле станица та вӑранчӗ ӗнтӗ: кӗтӗве хӑвалакан ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, автансем тӗрлӗрен сасӑпа авӑтаҫҫӗ, кулатасем умӗнче витре-ҫарма чӑнкӑртатать, урамсенче урапасем халтӑртатаҫҫӗ, калинккесем чӗриклетсе уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ, унта та кунта ҫынсем калаҫни илтӗнет — ҫуллахи ир пурне те хӑйне пӑхӑнтарать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн куҫӗсем ҫуллахи янкӑр кӑвак пӗлӗт тӗслӗн ҫутӑлса илчӗҫ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӗвел ӑшши вӑйсӑрланать, ҫилсем ашкӑнаҫҫӗ, ҫӗре тӑм ӳкет, вӗсен ҫулҫисем ҫуллахи хӑватлӑ тӗсе улӑштармасӑр, ҫав-ҫавах ҫирӗппӗн лараҫҫӗ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗчӗк айлӑмсенче, ӑвӑслӑх кӑвак тӗслӗн, ҫӑран курӑннӑ ҫӗрте, таса хӑях шӑрчӗ халь те-ха, ҫуллахи пекех, ҫирӗппӗн тымар ярса ларнӑ.В низинках, где густо голубел осинник, еще крепко, по-летнему, держалась свежая щетина осоки.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.